Иегова — пирӗн пурӑнмалли вырӑн
«Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ — пирӗн сыпӑкран сыпӑка тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗмӗр [«пурӑнмалли вырӑн», ҪТ]» (ПС. 89:1).
1, 2. Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫак тӗнчере хӑйсене мӗнле туяҫҫӗ тата вӗсен кил пур тенине мӗнле ӑнланмалла?
ХАЛЬХИ тӗнчере эсир хӑвӑра килти пекех канлӗ туятӑр-и? Ҫук пулсан, эсир ҫав тӗлӗшрен пӗччен мар! Мӗн ӗлӗкренпех Иеговӑна чӑннипех юратакансем хӑйсене ҫак тӗнчере ют ҫынсем е ютран килнисем пек туйнӑ. Сӑмахран, Ханаан ҫӗрӗнче пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳренӗ май Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем «хӑйсем ҫинчен: ҫӗр ҫинче эпир — ҫул ҫӳрекенсем, ютран килнӗ ҫынсем, тенӗ [«тесе уҫҫӑнах каланӑ», ҪТ]» (Евр. 11:13).
2 Христосӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсем те, «ҫӳлте пурӑнасскерсем», хӑйсене ҫак тӗнчере «ют ҫӗртен килнӗ ҫынсем вырӑнне, ҫул ҫӳрекен ҫынсем вырӑнне» хураҫҫӗ (Флп. 3:20; 1 Петр 2:11). Христосӑн «урӑх сурӑхӗсем» те, Иисус тӗнченӗн мар пулнӑ пекех, «тӗнченӗн мар» (Иоанн 10:16; 17:16). Анчах та Турӑ халӑхӗн кил пур. Ҫакӑ вӑл эпир хамӑр куҫпа курма пултаракан кил мар. Ун вырӑнне вӑл — эпир ӗмӗтленме те пултарайман чи хӑрушсӑр та чи юратуллӑ кил. Мӗнле кил-ши вӑл? Моисей ҫырнӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ — пирӗн сыпӑкран сыпӑка тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗмӗр [«пурӑнмалли вырӑн», ҪТ]» (Пс. 89:1). Мӗнле майпа Иегова хӑйӗн авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемшӗн пурӑнмалли вырӑн пулса тӑнӑ? Хальхи вӑхӑтра вӑл хӑйӗн ячӗпе хисепленекен халӑхшӑн мӗнле майпа пурӑнмалли вырӑн пулса тӑрать? Мӗнле майпа вӑл пуласлӑхра пӗртен-пӗр шанчӑклӑ пурӑнмалли вырӑн пулса тӑрӗ?
ИЕГОВА ХӐЙӖН АВАЛХИ ӖҪЛЕКЕНӖСЕМШӖН ПУРӐНМАЛЛИ ВЫРӐН ПУЛНӐ
3. Псалом 89:1-мӗшӗнче Иеговӑна мӗнпе танлаштарнӑ тата мӗншӗн?
3 Иегова мӗнлерех Турӑ пулнине лайӑхрах ӑнланма пулӑшас тесе Библи час-часах Иеговӑна эпир курма пултаракан япаласемпе танлаштарать. Сӑмахран, Псалом 89:1-мӗшӗнче Иеговӑна «тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхпе [«пурӑнмалли вырӑнпа», ҪТ]», е килпе, танлаштарнӑ. Кил тени вӑл пирӗншӗн юрату, тӑнӑҫлӑх тата хӳтлӗх парса тӑракан вырӑн. Мӗншӗн Иеговӑна килпе танлаштарнӑ? Библире Иегова вӑл юрату тенӗ (1 Иоанн 4:8). Ҫавӑн пекех вӑл тӑнӑҫлӑх Турри, ҫавӑнпа вӑл хӑйне чунтан парӑнса пурӑнакансене хӳтлӗх парать (Пс. 4:9). Сӑмахран, вӑл хӑйне шанчӑклӑ патриархсемпе — Авраампа, Исаакпа тата Иаковпа — мӗнле тытнине пӑхса тухар.
4, 5. Мӗнле майпа Турӑ Авраамшӑн пурӑнмалли вырӑн пулса тӑнӑ?
4 Авраам, ун чухне Аврам ятлӑскер, хӑйне Иегова: «Хӑвӑн ҫӗрӳнтен, тӑвану-хурӑнташу хушшинчен... тух та Эпӗ сана кӑтартакан ҫӗре кай»,— тесе каласан, мӗн туйма пултарнине тавҫӑрса илме ҫеҫ пулать. Авраамӑн иккӗленесси пулнӑ пулсан та, вӗсене Иеговӑн ҫак сӑмахӗсем сирсе янӑ паллах: «Санран Эпӗ аслӑ халӑх кӑларӑп, сана пиллӗп, санӑн ятна мухтавлӑ тӑвӑп... Эпӗ сана пиллекенсене пиллӗп, сана ылханакансене ылханӑп» (Пулт. 12:1—3).
5 Ҫак сӑмахсемпе Иегова Авраампа унӑн йӑхӗшӗн шанчӑклӑ пурӑнмалли вырӑн пулӑп тесе сӑмах панӑ (Пулт. 26:1—6). Иегова хӑйӗн сӑмахне тытнӑ. Сӑмахран, вӑл Египет фараонне те, Герар патшине Авимелеха та Авраама вӗлерме тата Саррӑна туртса илме паман. Вӑл Исаакпа Ревеккӑна та ҫавнашкалах хӳтӗленӗ (Пулт. 12:14—20; 20:1—14; 26:6—11). Эпир Иегова ҫинчен вулатпӑр: «Вӗсене мӑшкӑллама никама та ирӗк паман, вӗсемшӗн патшасене те чарнӑ: „Манӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннӑмсене ан тӗкӗнӗр, Манӑн пророкӑмсене усал ан тӑвӑр“ тенӗ» (Пс. 104:14, 15).
6. Исаак Иакова мӗн тума хушнӑ тата Иаков хӑйне мӗнле туйма пултарнӑ?
6 Ҫав пророксем хушшинче Авраамӑн мӑнукӗ Иаков та пулнӑ. Иаковӑн авланма вӑхӑт ҫитсен, унӑн ашшӗ, Исаак, ӑна каланӑ: «Хӑв валли арӑм ханаансен хӗрне ан ил; тӑр та Месопотамие Вафуилӑн, аннӳ ашшӗн, килне кай, хӑв валли арӑм ҫавӑнтан — Лаванӑн... хӗрӗсенчен пӗрне ил» (Пулт. 28:1, 2). Иаков Исаак мӗн каланине тӳрех итленӗ. Вӑл Ханаанри ашшӗн килне хӑварнӑ та, пӗчченех пулас, темиҫе ҫӗр ҫухрӑм Харрана утнӑ (Пулт. 28:10). Тен, вӑл ҫапла шухӑшланӑ: «Чылай вӑхӑт хушши манӑн унта пурӑнма тивӗ-ши? Кукка мана ырӑ сунсах кӗтсе илӗ-ши, Турӑран хӑракан арӑм парӗ-ши?» Иаков ҫавсем пирки пӑшӑрханнӑ пулсан та, вӑл Вирсавирен 100 ҫухрӑм аякра вырнаҫнӑ Луза ҫитсен, унӑн ҫавӑн пек пӑшӑрханусем тӑрса та юлман. Лузра мӗн пулса иртнӗ?
7. Турӑ Иакова тӗлӗкре мӗн тесе шантарнӑ?
7 Лузра Иегова Иакова тӗлӗкре курӑннӑ та каланӑ: «Эпӗ санпала пӗрле: эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та, сана пур ҫӗрте те сыхласа хӑварӑп; сана ҫак ҫӗр ҫине каялла ҫавӑрса килӗп, сана Хам мӗн каланине туса ҫитермесӗр Эпӗ сана пӑрахмӑп» (Пулт. 28:15). Ҫак ырӑ сӑмахсем Иакова ҫав тери хавхалантарса кӑмӑлне ҫӗкленӗ пулас! Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл, Турӑ хӑйӗн сӑмахне мӗнле пурнӑҫлассине чунтан курас тесе, малалла мӗнле утни ҫинчен шухӑшласа пӑхма пултаратӑр-и? Эсир, сӑмахран, урӑх ҫӗршывра ырӑ хыпар сарас тесе килтен тухса кайнӑ пулсан, Иаковӑн мӗнле туйӑмсем пулнине ӑнланатӑр пулӗ. Ҫавӑн пекех эсир Иегова сирӗншӗн мӗнле тӑрӑшнине те курнӑ ӗнтӗ.
8, 9. Иегова Иаковшӑн мӗнле майпа пурӑнмалли вырӑн пулса тӑнӑ тата ҫавӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
8 Иаков Харрана ҫитсен, унӑн куккӑшӗ, Лаван, ӑна хапӑл туса йышӑннӑ та, каярахпа Лийӑпа Рахиле качча панӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Лаван Иаков тӗлӗшӗнчен чеен хӑтланма пуҫланӑ та ӑна мӗн парассине вунӑ хут та улӑштарнӑ! (Пулт. 31:41, 42.) Анчах та Иаков ҫавсене пурне те чӑтса ирттернӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗншӗн Иегова малалла та тӑрӑшасса шаннӑ. Ҫавӑн пек пулса тухнӑ та! Турӑ Иакова Ханаана таврӑнма хушнӑ вӑхӑт тӗлнелле патриархӑн «вак выльӑх та, [шултӑра выльӑх та,] хӗрарӑм чура та, ар чура та, тӗве те, ашак та темӗн чухлӗ пулнӑ» (Пулт. 30:43). Чунтан тав туса Иаков Иеговӑна кӗлтунӑ: «Эсӗ Хӑвӑн чурушӑн тунӑ пур ырӑлӑха, пур ырӑ ӗҫе эпӗ тивӗҫлӗ те мар, эпӗ ҫак Иордан шывӗ урлӑ пӗр туяпа ҫеҫ каҫса кайсаттӑм, халӗ акӑ манӑн икӗ тапӑр» (Пулт. 32:10).
9 Ҫак тӗслӗхсем Моисей: «Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ — пирӗн сыпӑкран сыпӑка тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗмӗр [«пурӑнмалли вырӑн», ҪТ]»,— тесе кӗлтуни тӗрӗс пулнине кӑтартса параҫҫӗ (Пс. 89:1). Ҫак сӑмахсем хальхи вӑхӑтра та вырӑнлӑ, мӗншӗн тесен Иеговӑн «улӑшӑнасси е кӑштах та пулин урӑх тӗрлӗ пуласси ҫук» тата хӑйне чунтан парӑнса пурӑнакансемшӗн вӑл унчченхи пекех канлӗ те шанчӑклӑ пурӑнмалли вырӑн (Иак. 1:17). Хӑш тӗлӗшрен вӑл ҫавӑн пек пулнине пӑхса тухар.
ИЕГОВА — ПИРӖН ПАЯНХИ ПУРӐНМАЛЛИ ВЫРӐН
10. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн малалла та шанчӑклӑ пурӑнмалли вырӑн пуласса эпир мӗншӗн шанма пултаратпӑр?
10 Калӑпӑр, эсир судра преступниксен пӗтӗм тӗнчери организацине хирӗҫ сӑмах тухса калатӑр. Вӗсен пуҫлӑхӗ — питӗ ӑслӑ, хӑватлӑ, сӗмсӗр суеҫӗ тата ҫын вӗлерекен. Ҫав кун вӗҫӗнче судран тухсан, эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑр? Канлӗ-и? Ҫук пуль! Хӳтлӗх ыйтма сирӗн сӑлтав ҫителӗклӗ пулнӑ пулӗччӗ. Ҫак тӗслӗх Иеговӑн ӗҫлекенӗсен — Иегова ҫинчен хӑюллӑ пӗлтерсе тӑракансен тата унӑн тӗп тӑшманне, Сатанана, хӑюллӑн питлекенсен — лару-тӑрӑвӗ мӗнлерех пулнине питӗ лайӑх кӑтартса парать! (Ӳлӗмхине 12:17 вуласа пар.) Анчах та Туррӑн халӑхне Сатанан шӑплантарма май килнӗ-и? Ҫук! Эпир пӗтӗм тӗнчипе нумайрах та нумайрах ҫынна ырӑ хыпар каласах тӑратпӑр. Мӗнле майпа ҫакӑ пулса пырать? Ҫавна пӗр ҫакӑнпа ҫеҫ ӑнлантарса пама пулать: Иегова унчченхи пекех пирӗншӗн, уйрӑмах ҫак юлашки кунсенче — пурӑнмалли вырӑн. (Исаия 54:14, 17 вуласа пар.) Анчах та Сатанана эпир хамӑра ҫав пурӑнмалли вырӑнтан илӗртсе кӑларма ирӗк парсан, Иегова пирӗншӗн шанчӑклӑ пурӑнмалли вырӑн пулма пӑрахать.
11. Патриархсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
11 Айтӑр каллех патриархсен пурнӑҫне пӑхса тухар. Вӗсем Ханаан ҫӗрӗнче пурӑннӑ пулин те, ҫав ҫӗрти ҫынсемпе ҫывӑхланман, вӗсен йӗркесӗр те аскӑн ӗҫӗсене курайман (Пулт. 27:46). Вӗсем принципсем тӑрӑх пурӑннӑ, ҫавӑнпа та вӗсене мӗн те пулин тума ирӗк паракан е чаракан правилӑсен списокӗ кирлӗ пулман. Вӗсене Иегова ҫинчен тата ӑна мӗн килӗшнипе мӗн килӗшменнине пӗлни ҫителӗклӗ пулнӑ. Вӑл вӗсен пурӑнмалли вырӑнӗ пулнӑ пирки вӗсем тӗнчепе ҫывӑхланасшӑн пулман. Ун вырӑнне вӗсем май ҫитнӗ таран унран аякра тӑма тӑрӑшнӑ. Вӗсем пире питӗ чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ! Кампа хутшӑнмаллине тата мӗнле канмаллине суйланӑ чухне эсир хӑвӑра шанчӑклӑ патриархсем пек тытма тӑрӑшатӑр-и? Шел пулин те, христиансен пухӑвӗнче хӑш-пӗрисем Сатанан тӗнчинче хӑйсене самаях канлӗ туйнине хутран-ситрен асӑрхама пулать. Эсир хӑвӑра кӑшт та пулин ҫавӑн пек туятӑр пулсан, Иеговӑна кӗлтӑвӑр. Астӑвӑр, ҫак тӗнче — Сатанан, вӑл вара хӑйӗншӗн кӑна шухӑшлать, пирӗншӗн пӗртте тӑрӑшмасть (2 Кор. 4:4; Эф. 2:1, 2).
12. а) Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле пулӑшса тӑрать? ӑ) Иегова парса тӑракан пулӑшу ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр?
12 Эпир хамӑра Сатана ан улталатӑр тетпӗр пулсан, пирӗн Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене парса тӑракан пулӑшуран пуринчен те усӑ илме тӑрӑшмалла. Сӑмахран, вӑл пире христиансен пухӑвӗпе ҫемьепе пӗрле пуҫҫапни урлӑ тата пире йӑпатса тӑракан, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшакан старейшинӑсем урлӑ пулӑшса тӑрать (Эф. 4:8—12). Нумай ҫул хушши Ертсе пыракан советра ӗҫленӗ Джордж Гангас тӑван ҫырнӑ: «Туррӑн халӑхӗ хушшинче эпӗ хама ҫемьепе пӗрле пулнӑ пекех, килти пекех туятӑп». Сирӗн туйӑмсем те ҫавнашкалах-и?
13. Еврейсем 11:13-мӗшӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
13 Патриархсен пире кирлӗ тата тепӗр лайӑх ен пулнӑ — вӗсем хӑйсен таврашӗнче пурӑнакан ҫынсенчен уйрӑлса тӑма хӑраман. Пӗрремӗш абзацра вӗсем «хӑйсем ҫинчен: ҫӗр ҫинче эпир — ҫул ҫӳрекенсем, ютран килнӗ ҫынсем, тенӗ [«тесе уҫҫӑнах каланӑ», ҪТ]» тесе палӑртнӑччӗ (Евр. 11:13). Эсӗ ҫак тӗнчери ҫынсенчен уйрӑлса тӑма хатӗр-и? Паллах ӗнтӗ, ҫавна тума яланах ҫӑмӑл мар. Анчах та Турӑ тата ытти христиансем пулӑшнипе эсӗ ӑнӑҫлӑ пулӑн. Асра тыт, эсӗ пӗччен мар. Кам Иеговӑшӑн ӗҫлесшӗн, ҫавсем пурте Сатанапа тата ҫак тӗнчепе кӗрешеҫҫӗ! (Эф. 6:12.) Анчах та эпир Иеговӑна шанатпӑр тата ӑна хамӑрӑн пурӑнмалли вырӑн тӑватпӑр пулсан, ҫав кӗрешӳре ҫӗнтерме пултаратпӑр.
14. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем мӗнле «хулана» кӗтсе пурӑнаҫҫӗ?
14 Пирӗн Авраам пек пулма тӑрӑшмалла та илес парнене куҫран вӗҫертмелле мар (2 Кор. 4:18). Авраам «Турӑ Хӑй тунӑ хулана — ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хулана — кӗтсе пурӑннӑ» тесе ҫырнӑ Павел апостол (Евр. 11:10). Ҫав «хула» вӑл — Мессианла Патшалӑх. Паллах ӗнтӗ, Авраамӑн ҫав «хулана» кӗтмелле пулнӑ. Хӑш-пӗр енчен илес пулсан, пирӗн ӑна кӗтмелле мар. Ҫав Патшалӑх халӗ пӗлӗтре ертсе пырать. Унсӑр пуҫне Библире пророкла каланисем ҫав Патшалӑх кӗҫех пӗтӗм ҫӗре тытса тӑма пуҫлассине питӗ лайӑх кӑтартса параҫҫӗ. Эсир мӗнле пурнӑҫпа пурӑнни ҫав Патшалӑха чӑннипех ӗненнине кӑтартса тӑрать-и? Хӑвӑр пурнӑҫра эсир Патшалӑха пуринчен мала хуратӑр-и тата ҫак тӗнчерен уйрӑлса тӑратӑр-и? (2 Петр 3:11, 12 вуласа пар.)
ИЕГОВА МАЛАШНЕ ТЕ ПИРӖН ПУРӐНМАЛЛИ ВЫРӐН ПУЛӖ
15. Ҫак тӗнчене шанакансене мӗнле пуласлӑх кӗтет?
15 Сатана тӗнчин пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарса килнӗҫемӗн унӑн асапӗсем вӑйлӑлансах пырӗҫ (Матф. 24:7, 8). Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче пурнӑҫ тата йывӑртарах пулӗ. Общество пурнӑҫне йӗркелесе тӑракан тытӑмсем арканӗҫ те ҫынсем хӑйсен пурнӑҫӗшӗн хӑрама пуҫлӗҫ (Аввак. 3:16, 17). Аптраса ӳкнӗрен вӗсем, сӑнарлӑ каласан, «ту хӑвӑлӗсемпе хушӑкӗсенче» хӳтлӗх шырӗҫ (Ӳлӗм. 6:15—17, ҪХ). Анчах та ахаль ту хӑвӑлӗсем те, тусем евӗрлӗ политикӑпа коммерци организацийӗсем те нимле хӳтлӗх те пама пултараймӗҫ.
16. Христиансен пухӑвӗ ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла тата мӗншӗн?
16 Анчах та Иеговӑн халӑхӗ унчченхи пекех хӳтлӗхре пулӗ, мӗншӗн тесен унӑн пурӑнмалли вырӑнӗ — Иегова Турӑ. Аввакум пророк пекех, Туррӑн ӗҫлекенӗсем «Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӗҫ». Вӗсем хӑйсене «ҫӑлакан Турӑшӑн хӗпӗртенӗҫ» (Аввак. 3:18). Ҫав йывӑр вӑхӑтра Иегова мӗнле майпа пурӑнмалли вырӑн пулса тӑрӗ? Хальлӗхе ҫакӑ паллӑ мар-ха. Анчах та израильсем Египетран тухнӑ вӑхӑтри пекех, «имсӗр-сумсӑр ҫын» йӗркене пӑхӑнса тӑракан халӑх пуласса тата Туррӑн ӳкӗчӗсене тимлесе тӑрасса эпир шанма пултаратпӑр (Ӳлӗм. 7:9; Тухни 6:26 вуласа пар). Иегова ҫав ӳкӗтсене мӗнле парса тӑрӗ? Вӑл пухусем урлӑ пире мӗн тумаллине каласа тӑрӗ тен. Исаия 26:20-мӗшӗнче Турӑ халӑхне хӳтлӗх паракан «кил [«шалти пӳлӗмсем», ҪТ] пирки асӑннӑ. Ҫав пӳлӗмсем пӗтӗм тӗнчери пухусене пӗлтереҫҫӗ пулмалла. (Исаия 26:20 вуласа пар.) Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене эсир хаклатӑр-и? Иегова вӗсем урлӑ пире мӗн тума хушнине эсир яланах туса тӑратӑр-и? (Евр. 13:17.)
17. Иегова хӑйӗн вилнӗ шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемшӗн те пурӑнмалли вырӑн тенине мӗнле ӑнланмалла?
17 Хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланиччен Турра шанчӑклӑ ҫынсем вилес пулсан та, Иегова вӗсемшӗн те пурӑнмалли вырӑн пулӗ. Мӗнле майпа? Патриархсем вилнӗ хыҫҫӑн нумай вӑхӑт иртсен, Иегова Моисее каланӑ: «Эпӗ... Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри» (Тух. 3:6). Иисус ҫак сӑмахсене тепӗр хут асӑннӑ хыҫҫӑн ҫапла палӑртнӑ: «Турӑ Вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри: Уншӑн пурте чӗрӗ» (Лука 20:38). Иеговӑшӑн хӑйне чунтан парӑнса пурӑннӑ, мӗн виличчен шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ ӗҫлекенӗсем чӗрӗ теме пулать; вӗсене пурпӗр вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ (Еккл. 7:1).
18. Мӗнле майпа ҫӗнӗ тӗнчере Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн пурӑнмалли вырӑн пулӗ?
18 Ҫӗнӗ тӗнчере Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн тата тепӗр енчен пурӑнмалли вырӑн пулӗ. Ӳлӗмхине 21:3-мӗшӗнче каланӑ: «Акӑ Турӑ пурӑнакан вырӑн — этемсем хушшинче. Вӑл ҫакӑнта вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ». Чи малтан Иегова Иисус влаҫӗ урлӑ хӑйӗн ҫӗр ҫинчи ҫыннисемпе пӗрле пурӑнӗ. Пин ҫул вӗҫӗнче Иисус хӑйӗн Ашшӗ ҫӗр тӗлӗшӗнчен мӗн шутласа хунине пӗтӗмпех пурнӑҫлӗ те Патшалӑхне Иеговӑна тавӑрса парӗ (1 Кор. 15:28). Вара пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑнӑ этемлӗхе Иисус хута кӗни кирлӗ пулма пӑрахӗ; Иегова вӗсемпе пӗрле пулӗ. Пирӗн умра мӗнле чаплӑ пуласлӑх! Ҫавӑнпа та Туррӑн авалхи ӗҫлекенӗсем пек пулас тата Иеговӑна хамӑрӑн пурӑнмалли вырӑн тӑвас тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума тӑрӑшар.