11-МӖШ СЫПӐК
Туррӑн ангелӗсем пулӑшаҫҫӗ
ХӐШӖ-ПӖРИСЕМ хӑйсем мӗн курнине кӑна ӗненетпӗр теҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ кулӑшла. Тӗнчере ҫын куҫӗ курман япаласем темӗн чухлех-ҫке. Чи малтанах эсӗ мӗн аса илетӗн? ~
Сӑмахран, эпир сывлакан сывлӑша илер. Эпир ӑна туйма пултаратпӑр-и? ~ Аллуна тӑс та ун ҫине вӗр. Эсӗ мӗн те пулин туятӑн-и? ~ Ҫапла, анчах та эпир сывлӑша курма пултараймастпӑр, эсӗ килӗшетӗн-и? ~
Эпир пӗлӗтре пурӑнакансем пуррине тата вӗсене курма пултарайманнине пӑхса тухнӑччӗ ӗнтӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем лайӑххине, теприсем вара япӑххине те пӗлтӗмӗр. Кала-ха, эпир курма пултарайман пӗлӗтре пурӑнакансенчен лайӑххисене эсӗ хӑшӗсене пӗлетӗн? ~ Ҫапла, кусем Иегова Турӑ, Иисус тата ырӑ ангелсем. Япӑх ангелсем пур-и вара? ~ Библи пур тет. Вӗсем ҫинчен хӑв мӗн пӗлнине каласа пар-ха. ~
Эпир ырӑ ангелсем те, усал ангелсем те пирӗнтен чылай вӑйлӑраххине пӗлтӗмӗр. Аслӑ Вӗрентекен ангелсем ҫинчен нумай пӗлнӗ. Мӗншӗн тесен вӑл ҫӗр ҫинче ҫураличчен хӑй те ангел пулнӑ. Вӑл ытти ангелсемпе пӗрле пӗлӗтре пурӑннӑ. Вӑл вӗсене миллионӗ-миллионӗпех пӗлнӗ. Пур ангелӑн та ят пур-ши? ~
Эпир Турӑ кашни ҫӑлтӑра ятран чӗннине пӗлтӗмӗр. Ҫавӑнпа ангелсен те ятсем пурри пирки иккӗленмелли ҫук. Эпир вӗсем пӗр-пӗринпе калаҫма пултарнине те пӗлетпӗр, Библире ангелсен чӗлхи пур тенӗ вӗт (1 Коринф 13:1). Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн, ангелсем мӗн ҫинчен калаҫаҫҫӗ-ши? Тен, вӗсем пирӗн ҫинчен, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ҫинчен, калаҫаҫҫӗ? ~
Сатанан ангелӗсем, демонсем, пире Иегова сивлекен ӗҫсене тума хӗтӗртсе тӑнине эпир пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа вӗсем пире тӗрӗс ҫултан мӗнле пӑрса ямалли ҫинчен калаҫма пултараҫҫӗ. Иегова пире юратма пӑрахтӑр тесе вӗсем пире хӑйсем евӗрлех тӑвасшӑн. Туррӑн шанчӑклӑ ангелӗсем вара мӗн ҫинчен калаҫаҫҫӗ-ши? Тен, вӗсем те пирӗн ҫинчен калаҫаҫҫӗ? ~ Паллах. Вӗсен пире пулӑшас килет вӗт. Иеговӑна юратнӑран уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ ҫынсене Туррӑн хӑш-пӗр ангелӗсем мӗнле пулӑшни ҫинчен сана каласа парас тетӗп.
Тахҫан ӗлӗк-авал Вавилон хулинче Даниил ятлӑ ҫын пурӑннӑ. Ҫав хулара пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ Иеговӑна юратман. Ҫынсем Иегова Турра кӗлтӑвакана кирек кама та наказани пама саккун та шухӑшласа кӑларнӑ. Анчах Даниил хӑраса ӳкмен, вӑл Иеговӑна кӗлтума пӑрахман. Пӗлетӗн-и, ҫак ҫынсем Даниилпа мӗн тунӑ? ~
Ҫапла, усал ҫынсем Даниила арӑслан шӑтӑкне пӑрахнӑ. Даниил выҫӑ арӑслансем хушшинче пӗчченех пулнӑ. Унпа мӗн пулнине пӗлетӗн-и? ~ «Манӑн Туррӑм Хӑйӗн Ангелне ячӗ те арӑслансен ҫӑварне хупласа хучӗ»,— тенӗ Даниил. Вӑл вара тӗрӗс-тӗкелех тӑрса юлнӑ! Ҫапла, ангелсем Иеговӑн ирӗкне тӑвакансемшӗн тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултараҫҫӗ (Даниил 6:18—22).
Пӗррехинче Пётр тӗрмене лекнӗ. Эсӗ астӑватӑн пулӗ, Пётр Аслӑ Вӗрентекенӗн, Иисус Христосӑн, тусӗ пулнӑ. Хӑшӗ-пӗрисене Пётр Иисус ҫинчен каласа пани тата ун ҫинчен вӑл Турӑ Ывӑлӗ тени килӗшмен. Ҫавӑнпа вӗсем Пётра тӗрмене лартнӑ. Пётр ан тартӑр тесе ӑна салтаксем ырми-канми сыхласа тӑнӑ. Ӑна кам та пулин хӑтарма пултарнӑ-и? ~
Пётр икӗ салтак хушшинче ҫывӑрнӑ, унӑн аллисене сӑнчӑрланӑ пулнӑ. Анчах та Библире каланӑ: «Акӑ Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пырса тӑнӑ та тӗрмене ҫутӑ ҫутатса янӑ. Ангел Петра аякӗнчен тӗртсе вӑратнӑ та: тӑр часрах, тенӗ».
Ҫав самантрах Пётр аллинчи сӑнчӑрсем хывӑнса ӳкнӗ! Ангел ӑна каланӑ: «Пилӗкне ҫых, уруна сыр... тумтирне тӑхӑн та ман хыҫӑмран пыр». Салтаксем Пётра чарма пултарайман, мӗншӗн тесен ӑна ангел пулӑшнӑ. Пётр тимӗр хапха патне ҫитсен тӗлӗнмелле япала пулса иртнӗ. Хапха хӑех уҫӑлса кайнӑ! Ҫав ангел Пётр малалла та ырӑ хыпар сартӑр тесе ӑна хӑтарнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 12:3—11).
Туррӑн ангелӗсем пире те пулӑшма пултараҫҫӗ-и? ~ Ҫапла, пултараҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ вӗсем пире мӗнпур инкек-синкекрен сыхласса пӗлтерет-ши? ~ Ҫук, эпир ӑссӑрла хӑтланнӑ чухне вӗсем пире пулӑшмаҫҫӗ. Анчах та хамӑра тӗрӗс тытсан та эпир йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултаратпӑр. Ангелсене пире пӗтӗм инкек-синкекрен упрама хушман. Турӑ вӗсене ятарлӑ ӗҫ хушнӑ.
Библире ҫынсене пур ҫӗрте те Турра пуҫҫапма чӗнекен ангел ҫинчен каланӑ (Ӳлӗмхине 14:6, 7). Ҫав ангел ҫынсемпе мӗнле калаҫать-ха? Тен, вӑл хӑй мӗн каланине кашниех илттӗр тесе пӗлӗтрен кӑшкӑрать? ~ Ҫук, ыттисене Турӑ ҫинчен Иисусӑн ӗҫлекенӗсем каласа параҫҫӗ, ангелсем вара вӗсене ҫав ӗҫре ертсе пыраҫҫӗ. Вӗсем чӑнлӑха итлес кӑмӑллӑ ҫынсем пурте Туррӑн ырӑ хыпарне илтчӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак ӗҫе эпир те хутшӑнма пултаратпӑр, ангелсем вара пире пулӑшса тӑрӗҫ.
Анчах та Турра юратман ҫынсем пире чӑрмантараҫҫӗ пулсан мӗн тумалла? Пире тӗрмене лартрӗҫ пулсан? Ангелсем пире ун чухне хӑтарӗҫ-ши? ~ Вӗсем ҫакна тума пултараҫҫӗ. Анчах ҫакӑ вӗсем пире кашни хутӗнчех хӑтарассине пӗлтермест.
Пӗррехинче Иисусӑн вӗренекенне Павела тытса кайнӑ. Ӑна карап ҫине лартнӑ та урӑх хулана илсе кайнӑ. Тинӗс ҫинче вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл пуҫланнӑ. Анчах та ангел ун чухне Павела хӑтарман. Ытти ҫынсен Турӑ ҫинчен илтмелле пулнӑран вӑл ҫакна туман. Ангел каланӑ: «Ан хӑра, Павел, санӑн кесарь умне тӑмалла». Ҫапла, Павела кесарь, е хӑватлӑ патша, патне илсе каймалла пулнӑ. Ҫакӑ ӑна кесаре Турӑ ҫинчен каласа пама лайӑх май панӑ. Ангелсем Павел ӑҫта пулнине яланах пӗлнӗ тата ӑна пулӑшса тӑнӑ. Эпир пӗтӗм чӗререн Турӑшӑн ӗҫлетпӗр пулсан, вӗсем пире те пулӑшӗҫ (Апостолсен ӗҫӗсем 27:23—25).
Кӗҫех ангелсем тата пӗр питӗ пысӑк ӗҫе хутшӑнӗҫ. Турӑ усал ҫынсене пӗтерес вӑхӑт питӗ ҫывӑх. Чӑн Турӑшӑн ӗҫлемен ҫынсем пурте тӗп пулӗҫ. Ангелсене хӑйсен куҫӗпе курманран вӗсем пуррине ӗненмен ҫынсем хӑйсем пысӑк йӑнӑш тунине ӑнланса илӗҫ (2 Фессалоника 1:6—8).
Ҫакӑ пире мӗнле пырса тивет? ~ Эпир Туррӑн ангелӗсем енче тӑратпӑр пулсан, вӗсем пире пулӑшаҫҫех. Пирӗн пирки вара вӗсем майлӑ тӑратпӑр теме пулать-и? ~ Иеговӑшӑн ӗҫлетпӗр пулсан, ҫапла калама пулать. Иеговӑн ирӗкне тӑватпӑр пулсан эпир ытти ҫынсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме хавхалантарса тӑрӑпӑр.
Ангелсем ҫынсен пурнӑҫне мӗнле витӗм кӳни ҫинчен пӗлес тесе Псалом 33:8; Матфей 4:11; 18:10; Лука 22:43 тата Апостолсен ӗҫӗсем 8:26—31 вула.
[63-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Турӑ Даниила мӗнле ҫӑлнӑ?
[64-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Ангел Пётра тӗрмерен мӗнле хӑтарнӑ?
[66-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Ангел Павела мӗн калать?