19-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
6-МӖШ ЮРӐ Тӳпе Турӑ мухтавлӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать
Турра шанчӑклӑ ангелсенчен тӗслӗх илӗр
«Эй Ҫӳлхуҫанӑн Ангелӗсем — вӑй-хӑватлисем... пурсӑр та Ҫӳлхуҫана мухтӑр» (ПС. 102:20).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Турра шанчӑклӑ ангелсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
1, 2. а) Эпир ангелсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑратпӑр? ӑ) Пирӗнпе ангелсем хушшинче мӗнле пӗрпеклӗхсем пур?
ИЕГОВА пире хӑйӗн пысӑк та туслӑ ҫемйине чӗннӗ. Ҫав ҫемье шутне тӗрлӗ ҫӗршывра пурӑнакан тӑвансем тата миллион-миллион Турра шанчӑклӑ ангел кӗрет (Дан. 7:9, 10). Ангелсем ҫинчен аса илнӗ чухне эпир, тен, чи малтан вӗсем пирӗнтен мӗн тери хытӑ уйрӑлса тӑни ҫинчен шухӑшлатпӑр. Сӑмахран, ангелсене ҫынсенчен чылай маларах тунӑ пулнӑ (Иов 38:4, 6, 7). Вӗсем пирӗнтен чылай вӑйлӑрах. Унсӑр пуҫне, эпир ҫылӑхлӑ пулнӑран, вӗсем мӗн тери сӑваплӑ тата тӳрӗ пулнине пӗтӗмпех ӑнланса илме те пултараймастпӑр (Лука 9:26).
2 Анчах та пирӗнпе ангелсем хушшинче пӗрпеклӗх те нумай. Тӗслӗхрен, пирӗн те, вӗсен те суйласа илме ирӗк пур тата эпир те, вӗсем пекех, Иеговӑн лайӑх енӗсене кӑтартма пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, пирӗн те, вӗсен те кашнин ят пур тата характерӗ тӗрлӗрен. Вӗсене те, пире те Иегова тӗрлӗ ӗҫсем шанса парать. Тата пирӗн, ангелсен пекех, хамӑра Пултаракана пуҫҫапас кӑмӑл пур (1 Пётр 1:12).
3. Турра шанчӑклӑ ангелсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
3 Куртӑмӑр ӗнтӗ, пирӗнпе ангелсем хушшинче нумай пӗрпеклӗх пур. Апла пулсан, эпир вӗсенчен нумай мӗне вӗренме пултаратпӑр. Сӑмахран, вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хураҫҫӗ, ҫынсене юратаҫҫӗ, вӗсем чӑтӑмлӑ тата пуху таса пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак тӗлӗшрен эпир вӗсенчен тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр? Айтӑр пӑхса тухар.
АНГЕЛСЕМ ХӐЙСЕНЕ КӖҪӖНЕ ХУРАҪҪӖ
4. а) Ангелсем хӑйсене кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартаҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн ангелсем хӑйсене кӗҫӗне хураҫҫӗ? (Псалом 88:8).
4 Турра шанчӑклӑ ангелсем хӑйсене кӗҫӗне хураҫҫӗ. Вӗсен опычӗ пысӑк пулсан та, вӗсем вӑйлӑ та ӑслӑ пулсан та, Иеговӑна итлесе тӑраҫҫӗ (Пс. 102:20). Вӗсем хӑйсене тума хушнӑ ӗҫсене лайӑх тунӑшӑн нихӑҫан та мухтанмаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем ҫине тата хӑйсен пултарулӑхӗсем ҫине пӑхтарасшӑн мар. Ангелсем, хӑйсен ятне ыттисем пӗлмесен те, Иеговӑн ирӗкне хаваспах туса тӑраҫҫӗ (Пулт. 32:24, 29; 4 Пат. 19:35)a. Ангелсем чыс-мухтав илесшӗн мар, вӗсем пӗтӗм мухтава Иегова кӑна илме тивӗҫлӗ тесе шутлаҫҫӗ. Мӗншӗн вӗсем хӑйсене ҫакӑн пек кӗҫӗне хураҫҫӗ? Мӗншӗн тесен вӗсем Иеговӑна юратаҫҫӗ тата унран хӑраса тӑраҫҫӗ, урӑхла каласан, ӑна чун-чӗререн хисеплеҫҫӗ. (Псалом 88:8 вуласа парӑр.)
5. Иоанн апостол хӑйне тӗрӗс мар тытнӑ чухне пӗр ангел хӑйне кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
5 Ангелсем хӑйсене кӗҫӗне хунине кӑтартакан пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Пирӗн эрӑри 96-мӗш ҫул тӗлнелле пӗр ангел (эпир унӑн ятне пӗлместпӗр) Иоанн апостола тӗлӗнмелле курӑну кӑтартнӑ (Ӳлӗм. 1:1). Иоанн вара хӑйне мӗнле тытнӑ? Вӑл ангел умне чӗркуҫленсе ларнӑ та ӑна пуҫҫапасшӑн пулнӑ. Анчах ҫав ангел ӑна тӳрех ҫапла каланӑ: «Асту, ҫакна ан ту! Эпӗ те сан пекех тата... тӑванусем пекех чура ҫеҫ. Турра пуҫҫап!» (Ӳлӗм. 19:10). Ҫав ангел хӑйне ҫав тери кӗҫӗне хунӑ. Вӑл чыс-мухтав илессишӗн ҫунман. Вӑл Иоана хӑй ҫине мар, Иегова ҫине тимлеттернӗ. Паллах, Иоанпа танлаштарсан, ангел унран чылай вӑйлӑрах пулнӑ тата Иеговӑшӑн чылай нумайрах вӑхӑт хушши ӗҫленӗ. Анчах та вӑл хӑйне асла хуман, хӑйне кӗҫӗне хурса Иоана «эпӗ те сан пекех чура ҫеҫ» тенӗ. Иоанн хӑйне тӗрӗс мар тытнӑ пулин те, ангел ӑна ҫавӑншӑн вӑрҫман. Пачах урӑхла, вӑл ватӑ апостолпа ыррӑн калаҫнӑ. Вӑл Иоанн мӗн курнине пула питӗ хытӑ хумханса кайнине ӑнланнӑ пулас.
Иоанпа калаҫнӑ чухне ангел хӑйне кӗҫӗне хунӑ (5-мӗш абзаца пӑхӑр)
6. Хамӑра кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен эпир ангелсенчен тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр?
6 Хамӑра кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен эпир ангелсенчен тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр? Эпир те хамӑра шанса панӑ ӗҫсемпе мухтанмастпӑр тата вӗсене хамӑр вӑйпа, хамӑр пултарулӑхпа турӑмӑр тесе каламастпӑр (1 Кор. 4:7). Ҫавӑн пекех эпир Иеговӑшӑн ыттисенчен нумайрах вӑхӑт хушши ӗҫлетпӗр пулсан е организацире пире тивӗҫсем шанса панӑ пулсан, пирӗн хамӑр пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутламалла мар. Пачах урӑхла, мӗн чухлӗ ытларах пире шанса панӑ, ҫавӑн чухлӗ ытларах пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла (Лука 9:48). Ангелсенчен тӗслӗх илсе эпир ыттисемшӗн ӗҫлесшӗн тата хамӑра асла хурасшӑн мар.
7. Кама та пулин тӳрлетнӗ чухне е канаш панӑ чухне эпир хамӑра кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
7 Хӑш-пӗр чухне пирӗн кама та пулин, сӑмахран, пухури тӑвана е хамӑрӑн ачана, тӳрлетмелле е канаш памалла. Ҫавӑн пек чухне пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла. Хушӑран тӳррӗн калама тивет. Анчах та пирӗн вӗсемпе, ангел Иоанпа калаҫнӑ пекех, ыррӑн калаҫмалла. Эпир вӗсене хуйха кӗртсе ӳкересшӗн мар. Хамӑра асла хумастпӑр пулсан, ыттисене Библи тӑрӑх канаш панӑ чухне эпир вӗсене юратнине, хисепленине тата хӗрхеннине кӑтартӑпӑр (Кол. 4:6).
АНГЕЛСЕМ ҪЫНСЕНЕ ЮРАТАҪҪӖ
8. а) Ангелсем ҫынсене юратни пирки эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? (Лука 15:10). ӑ) Ангелсем ырӑ хыпар сарма пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
8 Пирӗнпе мӗн пулса иртни ангелсемшӗн пурпӗрех мар. Вӗсем ҫынсене юратаҫҫӗ. Ҫылӑхлӑ ҫын ӳкӗнсен, ҫухалнӑ сурӑх Иегова патне таврӑнсан е ҫын чӑнлӑха йышӑнса хӑйӗн пурнӑҫне улӑштарсан, ангелсем питӗ хытӑ савӑнаҫҫӗ. (Лука 15:10 вуласа парӑр.) Ҫавӑн пекех вӗсем пире Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерме пулӑшаҫҫӗ (Ӳлӗм. 14:6). Вӗсем хӑйсем ҫынсемпе калаҫмаҫҫӗ пулин те, пире Иегова ҫинчен пӗлес текен ҫынсем патне ертсе пыма пултараҫҫӗ. Паллах, пире ангелсем кашни ҫын патнех ертсе пынӑ тесе эпир тӳррӗн калама пултараймастпӑр. Иегова пире урӑх майпа та, сӑмахран, святой сывлӑшпа усӑ курса, ҫынсене пулӑшма хавхалантарма пултарать (Ап. ӗҫ. 16:6, 7). Ҫав-ҫавах ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир ангелсем юнашар пулнине шанма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен Иегова вӗсене пире пулӑшма хушнӑ. («Турӑ вӗсен кӗллисем ҫине хуравланӑ» рамкӑна пӑхӑрb.)
Стендпа ырӑ хыпар сарнӑ хыҫҫӑн упӑшкипе арӑмӗ киле таврӑнаҫҫӗ. Хӗрарӑм тӑван салхуллӑ ҫамрӑк хӗрарӑма асӑрхать. Тӑван ангелсем хӑйне чӑнлӑха пӗлес текен ҫынсем патне ертсе пыма пултарнине ӑнланать. Вара вӑл ҫав хӗрарӑм патне, ӑна йӑпатас тесе, пыма шутлать (8-мӗш абзаца пӑхӑр)
9. Ҫынсене юратас тӗлӗшрен эпир ангелсенчен тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр?
9 Ҫынсене юратас тӗлӗшрен эпир ангелсенчен тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр? Пухуран кӑларса янӑ ҫын каллех Иегова Свидетелӗ пулни ҫинчен пӗлтерӳ тусан, эпир ангелсем савӑннӑ пекех савӑнатпӑр. Эпир ҫав тӑвансем хӑйсене хапӑл туса йышӑннине, хӑйсене питӗ хытӑ юратнине туйччӑр тетпӗр (Лука 15:4—7; 2 Кор. 2:6—8). Ҫавӑн пекех эпир ангелсенчен тӗслӗх илсе сӑваплӑ ӗҫе пӗтӗм вӑя хурса тӑвасшӑн (Еккл. 11:6). Унсӑр пуҫне, ангелсем пире Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерме пулӑшнӑ пекех, эпир те пухури тӑвансене ҫак ӗҫе тума пулӑшма пултаратпӑр. Сӑмахран, эпир ҫӗнӗ хыпарҫӑсемпе, ватӑ тӑвансемпе е камӑн сывлӑхӗ начар, ҫавсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма пултаратпӑр.
10. Сара тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?
10 Пирӗн лару-тӑру улшӑнсан та, эпир ҫав-ҫавах ангелсемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлеме майсем тупма пултаратпӑр. Индире пурӑнакан Са́раc ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. 20 ҫула яхӑн пионер пулса ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл хытӑ чирлесе ӳкнӗ. Сара хӑйӗн вырӑнӗ ҫинчен те тӑрайман. Ҫавна пула вӑл хуйха ӳкнӗ. Анчах вӑхӑт иртсен пухури тӑвансем пулӑшнипе тата тӑтӑшах Библи вуланине пула Сара каллех савӑнӑҫ туйма пуҫланӑ. Паллах, ырӑ хыпара унӑн урӑх майсемпе сарма хӑнӑхмалла пулнӑ. Ҫырусем ҫырмашкӑн Сара ларма пултарайман, вӑл телефонпа кӑна ырӑ хыпар калама пултарнӑ. Ҫынсем патне тепӗр хут шӑнкӑравласан вӗсем ӑна Библи ҫинчен калаҫма хатӗр пулнӑ урӑх ҫынсен номерӗсене панӑ. Темиҫе уйӑх хушшинче Сара 70 ҫынпа Библи вӗренме пуҫланӑ. Хӑй вӑл пуринпе те вӗренме ӗлкӗреймен, ҫавӑнпа та хӑшӗ-пӗрисемпе пухури тӑвансене вӗренме ыйтнӑ. Ҫав вӗренекенсенчен нумайӑшӗ халӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреҫҫӗ. Сарӑпа тата ун пек ытти хастарлӑ хыпарҫӑсемпе пӗрле ӗҫлеме ангелсем мӗн тери хавас пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха!
АНГЕЛСЕМ ЧӐТӐМЛӐ
11. Турра шанчӑклӑ ангелсем питӗ чӑтӑмлӑ пулнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?
11 Турра шанчӑклӑ ангелсем чӑтӑмлӑ пулас тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Пин-пин ҫул хушши ӗнтӗ вӗсем тӗрӗсмарлӑхпа усаллӑха кураҫҫӗ. Вӗсем Шуйттан тата унччен хӑйсемпе пӗрле Турӑшӑн ӗҫленӗ нумай ангел Иеговӑн тӑшманӗсем пулса тӑнине курнӑ (Пулт. 3:1; 6:1, 2; Иуда 6). Библире пӗр вӑйлӑ демон пӗр ангела нумай кун хушши хирӗҫ тӑни ҫинчен каласа пани пур (Дан. 10:13). Ҫавӑн пекех ангелсем Турӑ Адампа Евӑна пултарнӑранпа ҫынсенчен сахалӑшӗ кӑна Иегова майлӑ тӑнине курнӑ. Ҫавна пӑхмасӑрах ангелсем Турӑшӑн савӑнса хастаррӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Вӗсем Иегова хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра пур тӗрӗсмарлӑха та пӗтерессе пӗлеҫҫӗ.
12. Чӑтӑмлӑ пулма пире мӗн пулӑшӗ?
12 Чӑтӑмлӑ пулас тӗлӗшрен эпир ангелсенчен тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр? Ангелсем пекех, эпир нумай тӗрӗсмарлӑх куратпӑр. Ҫапах эпир те Турӑ хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра пӗтӗм усаллӑха пӗтерессе шанатпӑр. Ҫавӑнпа та, Иеговӑн шанчӑклӑ ангелӗсем пекех, эпир «ырӑ туса ал» усмастпӑр (Гал. 6:9). Турӑ пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшма сӑмах парать (1 Кор. 10:13). Тӳсӗмлӗ те савӑнӑҫлӑ пулас тесе Иеговӑран святой сывлӑш ыйтӑр (Гал. 5:22; Кол. 1:11). Тен, эсир халӗ хӗсӗрленипе тӗл пулатӑр. Ку ҫапла пулсан, хӑраса ан ӳкӗр, Иегова ҫине шанӑр. Вӑл сире пулӑшса-ҫирӗплетсе тӑрӗ (Евр. 13:6).
АНГЕЛСЕМ ПУХУ ТАСА ПУЛТӐР ТЕСЕ ТӐРӐШАҪҪӖ
13. Ҫак юлашки кунсенче ангелсене мӗнле ятарлӑ ӗҫ шанса панӑ? (Матфей 13:47—50).
13 Ҫак юлашки кунсенче Иегова ангелсене ятарлӑ ӗҫ шанса панӑ. (Матфей 13:47—50 вуласа парӑр.) Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара миллион-миллион ҫын илтет. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсен пурнӑҫне улӑштараҫҫӗ те Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ. Теприсем вара улшӑнасшӑн мар. Ангелсене «усал ҫынсене тӳрӗ ҫынсенчен» уйӑрма хушнӑ. Апла пулсан, вӗсем пуху таса пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Паллах, ҫакӑ пухури тӑвансенчен никам та нихӑҫан та ҫылӑх туманнине пӗлтермест. Ҫавӑн пекех ҫакӑ пухуран кӑларса янӑ ҫынсем каялла таврӑнма пултарайманнине те пӗлтермест. Ангелсем пуху таса пултӑр тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр.
14, 15. Пуху таса пултӑр тесе тӑрӑшас тӗлӗшрен эпир ангелсенчен тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
14 Пуху таса пултӑр тесе тӑрӑшас тӗлӗшрен эпир ангелсенчен тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр? Пуху таса пултӑр тесе эпир хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑвасшӑн. Ҫавӑнпа та хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене мӗн пӑсма пултарать, ҫавӑнтан эпир пӑрӑнма тӑрӑшатпӑр. Сӑмахран, эпир Турра юратман ҫынсемпе туслашмастпӑр (Пс. 100:3). Ҫавӑн пекех эпир хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене те Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшатпӑр. Калӑпӑр, эпир пухура кам та пулин йывӑр ҫылӑх тунине пӗлтӗмӗр. Вара пирӗн мӗн тумалла? Пирӗн ӑна старейшинӑсемпе калаҫма хавхалантармалла, мӗншӗн тесен эпир ӑна юрататпӑр. Вӑл ҫавна тумасан, старейшинӑсене мӗн пулса иртни ҫинчен пирӗн хамӑрӑн каласа памалла. Ҫав тӑванӑн Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем пӑсӑлнӑ, ҫавӑнпа та вӑл май килнӗ таран хӑвӑртрах пулӑшу илтӗр тетпӗр (Иак. 5:14, 15).
15 Шел пулин те, йывӑр ҫылӑх тунӑ хӑш-пӗр тӑвансене пухуран кӑларса яма тивет. Ҫавӑн пек чухне эпир вӗсемпе хутшӑнма пӑрахатпӑр (1 Кор. 5:9—13)d. Ҫак йӗрке пухӑва таса упраса хӑварма пулӑшать. Пухуран кӑларса янӑ тӑванпа хутшӑнма пӑрахнипе эпир ӑна ырӑ тӑватпӑр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫавна пула вӑл Иегова патне таврӑнмаллине ӑнланса илме пултарать. Тӑван пухӑва таврӑнсан вара Иегова та, ангелсем те, эпир те питӗ савӑнӑпӑр (Лука 15:7).
Пӗр-пӗр тӑван йывӑр ҫылӑх тунине пӗлтӗмӗр пулсан, пирӗн мӗн тумалла? (14-мӗш абзаца пӑхӑр)e
16. Турра шанчӑклӑ ангелсенчен эсир хӑш тӗлӗшрен тӗслӗх илесшӗн?
16 Иегова пире ангелсем ҫинчен каласа панӑшӑн тата вӗсемпе пӗрле ҫума-ҫумӑн ӗҫлеме май панӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ. Хамӑра кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен, ҫынсене юратас тӗлӗшрен, чӑтӑмлӑ пулас тӗлӗшрен тата пуху таса пултӑр тесе тӑрӑшас тӗлӗшрен айтӑр ангелсенчен тӗслӗх илер. Ҫакна тӑватпӑр пулсан, Иегова пире хӑйӗн ҫемйинче ӗмӗр-ӗмӗр пулма май парӗ.
123-МӖШ ЮРӐ Турӑ хунӑ йӗркене пӑхӑнса тӑратпӑр
a Ҫӗр-ҫӗр миллион ангелран Библире икӗ ангелӑн ятне кӑна — Михаилӑн тата Гавриилӑн ятне — асӑннӑ (Дан. 12:1; Лука 1:19).
b Урӑх тӗслӗхсене тупас тесе «Индекс публикаций Сторожевой башни» публикацире «Ангелы» заголовокри «руководство ангелов (примеры)» подзаголовока пӑхӑр.
c Ятне улӑштарнӑ.
d 2024 ҫулта тухнӑ Ертсе пыракан советӑн ҫӗнӗ хыпарӗсен 2-мӗш кӑларӑмӗнче ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, пухуран кӑларса янӑ ҫын тӗлпулӑва килсен, кашни хыпарҫӑ ӑна саламламалла-и, саламламалла мар-и тесе шутланӑ чухне Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совеҫне шута илсе хӑй йышӑну тӑвать.
e ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑван ҫылӑх тунӑ хӑйӗн тусне старейшинӑсем патне пырса калаҫма ӳкӗтлет, анчах лешӗ ҫавна тумасть. Вара хӗрарӑм тӑван мӗн пулни ҫинчен старейшинӑсене хӑй каласа парать.