18-МӖШ СЫПӐК
Тав тумалли пирки манмастӑн-и?
ЭСӖ паян апат ҫинӗ-и? ~ Ӑна кам пӗҫернине пӗлетӗн-и? ~ Тен, аннӳ е кам та пулин урӑххи. Апла пулсан апатшӑн пирӗн мӗншӗн Турра тав тумалла? ~ Мӗншӗн тесен ӳсентӑрансемпе йывӑҫсене Турӑ тунӑ, вӗсем вара пире ҫимелли нумай параҫҫӗ. Ҫапах та апат пӗҫерекене е сӗтел хатӗрлекене те тав тумалла.
Анчах та хушӑран эпир хамӑра ырӑ тунӑшӑн тав тума манса каятпӑр. Пӗррехинче юхан-суранлӑ ҫынсем Аслӑ Вӗрентекене тав тума манса кайнӑ.
Эсӗ пӗлетӗн-и, кама юхан-суранлӑ ҫын теҫҫӗ? ~ Юхан-суранлӑ ҫын вӑл — юхан-суран, е тилҫе, чирӗпе чирлекенскер. Хӑш-пӗр чухне ҫак чир ҫыннӑн кӗлеткине илемсӗрлетет тата ҫиет. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ вӑхӑтра юхан-суранлӑ ҫынсене ыттисемпе юнашар пурӑнма ирӗк паман. Юхан-суранлӑ ҫын хӑй патне кам та пулин ҫывхарнине курчӗ пулсан, унӑн: «Таса мар! таса мар!»,— тесе кӑшкӑрмалла пулнӑ. Ҫакна тилҫе чирӗпе чирлекен патне ҫынсем ытлашши ҫывӑха ан пыччӑр, вӗсене чир ан ертӗр тесе тумалла пулнӑ.
Иисус юхан-суранлӑ ҫынсемпе ырӑ пулнӑ. Пӗррехинче Иерусалима кайнӑ чухне пӗр пысӑках мар яла кӗрсен вӑл вунӑ юхан-суранлӑ ҫынна тӗл пулнӑ. Ҫав ҫынсем Турӑ Иисуса пур тӗрлӗ чиртен сыватма вӑй пани ҫинчен илтнӗ, ҫавӑнпа вӗсем ӑна хирӗҫ тухнӑ.
Юхан-суранлӑ ҫынсем Иисус патне питӗ ҫывӑха пыман, вӗсем аяккинче чарӑнса тӑнӑ. Вӗсем хӑйсене Иисус сыватма пултарасса ӗненнӗ. Ҫавӑнпа Аслӑ Вӗрентекене курсан вӗсем кӑшкӑрса янӑ: «Иисус, Вӗрентекен, пулӑшсам пире!»
Эсӗ чирлекен ҫынсене хӗрхенетӗн-и? ~ Иисус вӗсене питӗ хӗрхеннӗ. Вӑл юхан-суранлӑ ҫынсене питӗ йывӑр килнине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӑл вӗсене каланӑ: «Кайӑр та священниксене курӑнӑр» (Лука 17:11—14).
Анчах та Иисус мӗншӗн ҫапла каланӑ? Ӗлӗк-авал Иегова хӑйӗн халӑхне юхан-суранлӑ ҫынсем тӗлӗшӗпе саккун панӑ. Вӑхӑтран вӑхӑта Турӑ священникӗн юхан-суранлӑ ҫыннӑн ӳт-пӗвне пӑхмалла пулнӑ. Вӑл кӑна тилҫе иртсе кайнипе кайманнине пӗлме пултарнӑ. Чир иртсе кайнӑ пулсан ҫын каллех сывӑ ҫынсем хушшинче пурӑнма пултарнӑ (Левит 13:16, 17).
Анчах та ҫак юхан-суранлӑ ҫынсем ун чухне сывалман пулнӑ-ха. Вӗсем Иисус хушнине итлесе священник патне кайнӑ-и? ~ Ҫапла, тӳрех кайнӑ. Ҫак ҫынсем Иисус хӑйсене сыватма пултарасса хытӑ ӗненнӗ. Вӗсемпе мӗн пулса иртнӗ-ха?
Вӗсем священник патне ҫитсе ӗлкӗричченех тилҫе чирӗ иртсе кайнӑ. Вӗсен ӳт-пӗвӗ тап-таса пулса тӑнӑ. Вӗсем сывалнӑ! Иисус сыватма пултарасса ӗненни вӗсене пысӑк усӑ панӑ. Ҫакӑ чӑн-чӑн телей пулнӑ! Анчах та вӗсем хӑйсем пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултарнӑ? Эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑн? ~
Сывалнӑ ҫынсенчен пӗри Иисус патне таврӑннӑ. Вӑл Иегова ҫинчен нумай лайӑххине каласа ӑна мухтавлама пуҫланӑ. Вӑл тӗрӗс тунӑ, ӑна сыватнӑ вӑй Турӑран пулнӑ вӗт. Ҫав ҫын Аслӑ Вӗрентекене те тав тунӑ, вӑл ун умӗнче чӗркуҫленсе те ларнӑ. Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе тунӑшӑн вӑл Иисуса питӗ пархатарлӑ пулнӑ!
Анчах та ытти тӑххӑрӑшӗ ӑҫта пулнӑ-ха? Иисус ҫавӑнпа ыйтнӑ: «Эсир юхан-суранран вуннӑн тасалмарӑр-и вара? Тепӗр тӑххӑрӑшӗ ӑҫта? Турра мухтама нивушлӗ пӗри кӑна таврӑнчӗ?»
Ҫапла, пӗри кӑна таврӑннӑ. Вуннӑшӗнчен пӗри ҫеҫ Турра мухтавланӑ. Пӗри кӑна Иисуса тав тума таврӑннӑ. Ҫав ҫын самаритянин, урӑх ҫӗршыв ҫынни, пулнӑ. Ытти тӑххӑрӑшӗн Турӑпа Иисуса тав тӑвасси асне те килмен (Лука 17:17—19).
Эсӗ вара хӑшӗн пек? Эпир пурте Самари ҫынни пек пуласшӑн, ҫапла вӗт? ~ Ҫавӑнпа пирӗншӗн мӗн те пулин лайӑххине тӑваҫҫӗ пулсан, мӗн тума манмалла мар? ~ Ҫапла, тав сӑмахӗсем калама. Ҫынсем час-часах ҫакна тума манаҫҫӗ. Ыттисене тав туни вара питӗ кирлӗ. Ҫапла тунипе эпир Иегова Турра тата унӑн Ывӑлне Иисуса савӑнтаратпӑр.
Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлатӑн пулсан эсӗ ыттисем саншӑн тунӑ ырӑ ӗҫсенчен пӗрне те манмӑн. Аса ил-ха, эсӗ хӑҫан та пулин чирленӗ-и? ~ Эсӗ нихӑҫан та ҫав вунӑ юхан-суранлӑ ҫын пек чирлесе курман пулӗ. Анчах та эсӗ, тен, шӑнса чирленӗ е санӑн вар ыратнӑ? Сана кам та пулин сипленӗ-и? ~ Тен, сана мӗнле те пулин эмел панӑ е урӑхла майпа саншӑн тӑрӑшнӑ. Хӑвна сывалма пулӑшнӑшӑн эсӗ савӑнтӑн-и? ~
Самари ҫынни хӑйне сыватнӑшӑн Иисуса тав тунӑ, Иисуса ҫакӑ питӗ килӗшнӗ. Мӗнле шухӑшлатӑн, аҫу-аннӳ саншӑн мӗн те пулин тунишӗн эсӗ вӗсене тав тӑватӑн пулсан, вӗсем савӑнӗҫ-и? ~ Паллах!
Саншӑн кашни кунах е кашни эрнерех мӗн те пулин тӑвакан ҫынсем пур. Тен, ку вӗсен ӗҫӗ. Ҫакӑ вӗсене нумай савӑнӑҫ пама пултарать. Анчах эсӗ вӗсене тав тумалли пирки хӑш-пӗр чухне манма та пултаратӑн. Шухӑшласа пӑх-ха, сана вӗренме пулӑшас тесе вӗрентекен мӗн чухлӗ вӑй хурать. Ҫакӑ унӑн ӗҫӗ. Анчах эсӗ ӑна хӑвна вӗренме пулӑшнӑшӑн тав тӑватӑн пулсан, вӑл мӗн тери савӑннӑ пулӗччӗ.
Хӑш-пӗр чухне ҫынсем пирӗншӗн пысӑках мар ӗҫсем тӑваҫҫӗ: алӑка уҫӑ тытса тӑраҫҫӗ е апат ҫинӗ чухне ҫӑкӑр илсе параҫҫӗ. Вӗсене ҫакӑн пек пӗчӗк ӗҫсемшӗн те тав тумалла.
Эпир ҫынсене тав тума манмастпӑр пулсан, пирӗн хамӑрӑн ҫӳлти Аттене те тав тума манмалла мар. Иегова пире мӗн чухлӗ лайӑххине парнеленӗ! Атя кашни кунах Турра мухтавлар тата ун ҫинчен лайӑххине калар!
Пархатарлӑ пулнине кӑтартмалли ҫинчен эпир Эфес 5:20; Колоссӑ 3:17 тата 1 Фессалоника 5:18 вулама пултаратпӑр.
[98, 99-мӗш страницӑсенчи ӳкерчӗк]
Ҫак юхан-суранлӑ ҫынсене Иисус мӗн тума хушать?
[99-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Ҫак юхан-суранлӑ ҫын мӗн тума манса кайман?
[100-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Иисус патне таврӑннӑ ҫын пек пулас тесен санӑн мӗн тумалла?
[101-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Мӗншӗн ыттисене тав тума манмалла мар?