Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 23 сыпӑк, 122—126 с.
  • Ҫынсем мӗншӗн чирлеҫҫӗ?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫынсем мӗншӗн чирлеҫҫӗ?
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ»
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2018
  • «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ»
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Иисус нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвать
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Иисус чирлисене сыватать
    Библи калавӗсен кӗнеки
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 23 сыпӑк, 122—126 с.

23-МӖШ СЫПӐК

Ҫынсем мӗншӗн чирлеҫҫӗ?

ЭСӖ мӗнле те пулин чирпе чирлекен ҫынна пӗлетӗн-и? ~ Санӑн хӑвӑн та чирлесси пулнӑ пулӗ. Тен, эсӗ шӑнса чирленӗ е санӑн вар ыратнӑ. Хӑш-пӗрисем хытах чирлеҫҫӗ. Вӗсем ҫын пулӑшмасӑр тӑма та пултараймаҫҫӗ. Ҫын ватӑлнӑҫемӗн ҫакӑн пекки час-часах пулать.

Вӑхӑтран вӑхӑта кашниех чирлет. Ҫынсем мӗншӗн чирленине, ватӑлнине тата вилнине эсӗ пӗлетӗн-и? ~ Пӗррехинче Иисус патне утма пултарайман ҫынна илсе пынӑ. Ун чухне Аслӑ Вӗрентекен ҫынсем мӗншӗн чирленине тата вилнине ӑнлантарса панӑ. Эпӗ сана ҫавӑн ҫинчен каласа парасшӑн.

Иисус Галилея тинӗсӗнчен инҫех мар ларакан хулана ҫитет. Вӑл вырнаҫнӑ ҫуртра халӑх чылай пуҫтарӑнать. Ҫынсем лӑк тулли пулнӑран алӑк патне пыма май та пулман, пӳрте кӗресси пирки вара сӑмах та ҫук. Апла пулин те, килекенсем нумайлансах пыраҫҫӗ. Акӑ шалкӑм ҫапнӑ ҫынна йӑтса килеҫҫӗ, вӑл пачах утаймасть. Вӑл наҫилкка ҫинче выртать, ӑна тӑваттӑн ҫӗклесе пыраҫҫӗ.

Эсӗ пӗлетӗн-и, мӗншӗн вӗсем чирлӗ ҫынна Иисус патне ҫӗклесе килеҫҫӗ? ~ Вӗсем Иисус ҫав ҫынна пулӑшма тата сыватма пултарасса ӗненеҫҫӗ. Анчах та ҫурта кӗме май пулман. Вӗсен шалкӑм ҫапнӑ ҫынна Иисус патне мӗнле йӑтса кӗмелле-ши? ~

Ӳкерчӗк ҫине пӑх-ха. Кунта вӗсем мӗн тунине кӑтартнӑ. Малтан вӗсем хӑйсен тусне ҫурт тӑррине ҫӗклесе хӑпартаҫҫӗ, ҫав вырӑнти ҫурт тӑррисем вара лаптак пулнӑ. Унтан вӗсем пӳрт тӑррин пӗр пайне сӳтсе шӑтӑк тӑваҫҫӗ. Юлашкинчен вара чирлӗ ҫынна наҫилккипех пӳлӗме антараҫҫӗ. Вӗсем мӗн тери хытӑ ӗненнӗ!

Ҫавна куракансем пурте тӗлӗнсе каяҫҫӗ. Шухӑшласа пӑх-ха, шалкӑм ҫапнӑ ҫынна мачча ҫинчен пӳлӗме ҫынсем хушшине антараҫҫӗ! Ҫакна курсан Иисус тарӑхса кайнӑ-и? ~ Ҫук, паллах! Ҫав ҫынсем хытӑ ӗненни ӑна питӗ савӑнтарать. Вӑл шалкӑм ҫапнӑ ҫынна калать: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ».

Хӑш-пӗрисем Иисус сӑмахӗсене илтсен тарӑхаҫҫӗ. Вӗсем Иисус ҫылӑхсене мӗнле каҫарма пултартӑр тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа хӑйӗн ҫакна тума ирӗк пуррине кӑтартас тесе Иисус чирлӗ ҫынна ҫапла калать: «Тӑр та вырӑнна ил те кай».

Иисус ҫак сӑмахсене каласанах ҫын сып-сывӑ пулса тӑрать! Халӗ вӑл шалкӑм ҫапнӑ ҫын мар. Вӑл хӑех тӑма та, утма та пултарать. Ҫынсене ҫакӑ тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнче ҫакӑн пеккине нихӑҫан та курман! Хӑйсем патне ҫакнашкал чирсенчен сыватма пултаракан Аслӑ Вӗрентекене янӑшӑн вӗсем Иеговӑна мухтаҫҫӗ (Марк 2:1—12).

Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? ~ Эпир Иисусӑн ҫылӑхсене каҫарма тата чирлӗ ҫынсене сыватма ирӗк пуррине пӗлтӗмӗр. Ҫавӑн пекех эпир тата тепӗр кирлӗ япалана та пӗлтӗмӗр. Ҫылӑхлӑ пулнӑран иккен ҫынсем чирлеҫҫӗ.

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн эпир пурте чирлетпӗр. Нивушлӗ вара эпир пурте ҫылӑхлӑ? ~ Ҫапла, Библире пур ҫын та ҫылӑхлӑ ҫуралать тенӗ. Ҫылӑхлӑ ҫурални вара мӗне пӗлтернине пӗлетӗн-и? ~ Ҫакӑ эпир ҫитменлӗхлӗ ҫуралнине пӗлтерет. Хушӑран эпир тӑвас темесӗрех йӑнӑш тӑватпӑр. Эсӗ пӗлетӗн-и, ҫынсем пурте мӗнле майпа ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ? ~

Пӗрремӗш ҫын, Адам, Турра итлемен, ҫавӑнпа эпир ҫылӑхлӑ ҫуралатпӑр. Вӑл Туррӑн саккунне пӑсса ҫылӑха кӗнӗ. Адам ҫылӑха кӗнине пула эпир пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ. Пӗлетӗн-и, ҫакӑ мӗнле пулса тухнӑ? Сана ҫакна ӑнланма пулӑшас тесе пӗр тӗслӗх каласа парас тетӗп.

Эсӗ ҫӑкӑра формӑсенче пӗҫернине курнӑ пулӗ. Анчах та кӑлтӑклӑ, е путӑклӑ, формӑпа усӑ курсан мӗн пулать-ши? ~ Ҫӑкӑр та кӑлтӑклӑ, е путӑклӑ, пулать, ҫапла вӗт? ~

Адама формӑпа танлаштарма пулать, пире вара — ҫӑкӑрпа. Адам Туррӑн саккунне пӑссан ҫитменлӗхлӗ пулса тӑнӑ. Ҫакӑ вӑл кӑлтӑклӑ пулса тӑнӑпа пӗрех пулнӑ, урӑхла каласан, халӗ ӑна ҫитменлӗх витӗм кӳрсе тӑнӑ. Ҫакӑ унӑн тӑхӑмӗсене витӗм кӳнӗ-и? ~ Вӗсем пурте ҫитменлӗхлӗ ҫуралнӑ.

Ҫынсенчен чылайӑшӗ тӳрех курӑнакан кӑлтӑксемпе, сӑмахран, алӑсӑр е урасӑр ҫуралмасть. Апла пулин те ҫитменлӗх вӗсене питӗ япӑх витӗм кӳрет. Ҫитменлӗхлӗ пулнине пула вӗсем чирлеҫҫӗ, кайран вара вилеҫҫӗ.

Эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ, хӑш-пӗрисем ыттисенчен ытларах чирлеҫҫӗ. Мӗншӗн-ши? Вӗсем ҫылӑхлӑрах ҫуралнӑ-ши? ~ Ҫук, пурте пӗрешкел: пӗри ҫылӑхлӑрах, тепри ҫылӑхсӑртарах теме ҫук. Эпир пурте ҫитменлӗхлӗ ҫуралатпӑр. Ҫавӑнпа пур ҫын та чирлет. Туррӑн пур саккунне тытса тӑракан, ним япӑххине туман ҫынсем те чирлесе ӳкме пултараҫҫӗ.

Апла пулсан, мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисем ыттисенчен тӑтӑшрах чирлеҫҫӗ? ~ Ҫакӑн сӑлтавӗ нумай. Пӗрисем, тен, выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнаҫҫӗ. Е вӗсем усӑ паман апат, сӑмахран, канфетпа пирожнӑй шутсӑр нумай ҫиме пултараҫҫӗ. Теприсем питӗ кая юлса ҫывӑрма выртаҫҫӗ, ҫавна пула ҫывӑрса тӑранаймаҫҫӗ. Урамра сивӗ чухне питӗ ҫӳхе тӑхӑнса ҫӳрекенсем те пур. Хӑш-пӗрисен вара организмӗ хавшак. Вӗсем хӑйсен сывлӑхӗ пирки тӑрӑшаҫҫӗ пулсан та, организмӗ тӗрлӗрен вируссемпе тата чир-чӗрпе кӗрешме пултараймасть.

Чир-чӗр пачах пулман вӑхӑт ҫитӗ-ши? Эпир хӑҫан та пулин ҫылӑхран хӑтӑлӑпӑр-ши? ~ Аса ил-ха, Иисус шалкӑм ҫапнӑ ҫынна мӗнле пулӑшнӑ? ~ Иисус унӑн ҫылӑхӗсене каҫарнӑ та ӑна сыватнӑ. Ҫакӑнпа Иисус тӗрӗссине тума тӑрӑшакан ҫынсене пурне те пуласлӑхра мӗн туса парассине кӑтартнӑ.

Пирӗн ҫылӑх тӑвас килмест пулсан тата эпир усаллӑха кураймастпӑр пулсан, Иисус пире сыватӗ. Пуласлӑхра пирӗн ҫитменлӗхе пӗтерӗ. Вӑл ҫакна тӑватех, мӗншӗн тесен вӑл — Турӑ Патшалӑхӗн Патши. Анчах та ҫылӑха самантрах тӗп тумӗҫ. Ҫакна тума вӑхӑт кирлӗ. Ҫылӑха яланлӑхах пӗтерсен эпир урӑх чирлемӗпӗр. Пирӗн пурин те сывлӑх лайӑх пулӗ. Ҫав вӑхӑт мӗн тери савӑнӑҫлӑ пулӗ!

Пирӗнтен кашнине ҫылӑх мӗнле витӗм кӳни ҫинчен ҫак сӑвӑ йӗркисене вула: Иов 14:4; Псалом 50:7 тата Рим 3:23; 5:12; 6:23.

[123-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Ҫылӑх яланлӑхах пӗтсен, пирӗн сывлӑх мӗнле пулӗ?

[124-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Иисус шалкӑм ҫапнӑ ҫынна мӗн тума хушать?

[125-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Ҫак тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренетпӗр?

[126-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Мӗнле майпа эпир пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр