35-МӖШ СЫПӐК
Ҫынсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма пултараҫҫӗ!
ЭПИР вилес пулсан Туррӑн пире чӗртсе тӑратас килӗ-и? ~ Тӳрӗ ҫын Иов ҫавна ӗненнӗ. Ҫавӑнпа хӑй кӗҫех вилетӗп тесе шутланӑ чухне вӑл Турра каланӑ: «Эсӗ чӗнӗттӗн те, эпӗ Сана хурав панӑ пулӑттӑм». Иов Иегова Турӑ маншӑн питӗ тунсӑхлама пуҫлӗ те вара унӑн мана чӗртсе тӑратас килӗ тенӗ (Иов 14:14, 15).
Иисус хӑйӗн Ашшӗ, Иегова Турӑ, пекех. Унӑн пире питӗ пулӑшас килет. Пӗррехинче пӗр тилҫеллӗ ҫын ӑна каланӑ: «Тасатас тесессӗн Эсӗ мана тасатма пултаратӑн-ҫке». Иисус тӳрех хуравланӑ: «Тасатас тетӗп». Вара тилҫеллӗ ҫынна сыватнӑ (Марк 1:40—42).
Иисус Хӑйӗн Ашшӗнчен ачасене юратма вӗреннӗ. Нумай ҫул каяллах Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем урлӑ икӗ ачана чӗртсе тӑратнӑ. Пӗррехинче Илия хӑйне ырӑ тунӑ пӗр хӗрарӑмӑн ывӑлне чӗртсе тӑратма Иеговӑна йӑлӑнса ыйтнӑ. Иегова вара вӑл ыйтнине пурнӑҫланӑ. Каярахпа Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗ Елисей урлӑ тата тепӗр пӗчӗк арҫын ачана чӗртсе тӑратнӑ (3 Патшасен 17:17—24; 4 Патшасен 4:32—37).
Иегова пире ҫав тери хытӑ юратнине пӗлни питӗ савӑнтарать, ҫапла-и? ~ Вӑл пирӗн ҫинчен эпир чӗрӗ чухне кӑна мар шухӑшлать. Эпир вилес пулсан та вӑл пире асра тытӗ. Хӑйӗн юратнӑ ҫыннисем вилнӗ хыҫҫӑн та Ашшӗ вӗсене чӗрӗ тесе шутлать тенӗ Иисус (Лука 20:38). Библире «вилӗм те, пурӑнӑҫ та, хальхи те, малашнехи те пире Турӑ юратӑвӗнчен уйӑраяс ҫук» тенӗ (Рим 8:38, 39).
Иегова пӗчӗк ачасемшӗн тӑрӑшнине Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне кӑтартнӑ. Эпир пӑхса тухнӑччӗ ӗнтӗ, Иисус ачасемпе Турӑ ҫинчен калаҫма вӑхӑт уйӑрнӑ. Анчах Турӑ Иисуса ачасене вилӗмрен чӗртсе тӑратма та вӑй панине эсӗ пӗлнӗ-и? ~ Эпӗ сана Иисус 12 ҫулхи хӗрачана, Иаир хӗрне, мӗнле чӗртсе тӑратни ҫинчен каласа парасшӑн.
Иаир Галилея тинӗсӗнчен инҫех мар хӑйӗн арӑмӗпе тата пӗртен-пӗр хӗрӗпе пурӑннӑ. Пӗррехинче хӗрачи хытӑ чирлесе ӳкнӗ. Ӑна пулӑшмасан вӑл вилсе кайма пултарасса Иаир ӑнланнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл Иисус ҫинчен аса илнӗ, вӑл ҫав тӗлӗнмелле ҫын чирлӗ ҫынсене сыватма пултарни ҫинчен илтнӗ. Ҫавӑнпа вӑл Иисуса шырама тухса кайнӑ. Вӑл ӑна Галилея тинӗсӗ хӗрринче тупать, Иисус унта халӑха вӗрентнӗ пулнӑ.
Халӑх хушшипе хӗсӗнсе тухса Иаир Иисус ури умне ӳкет. Вӑл Иисуса калать: «Манӑн хӗрӗм вилес пек выртать. Тархаслатӑп сана, пырса пулӑшсам ӑна!» Иисус тӳрех Иаир хыҫҫӑн утать. Аслӑ Вӗрентекене итлеме килнӗ ҫынсем те вӗсемпе пӗрле каяҫҫӗ. Анчах та ҫул ҫинче вӗсем Иаир килӗнчен килекен ҫынсемпе тӗл пулаҫҫӗ, ҫавсем япӑх хыпар пӗлтереҫҫӗ: «Хӗрӳ вилчӗ! Вӗрентекене мӗншӗн чӑрмантарас?»
Иисус та ҫак сӑмахсене илтет. Вӑл Иаира хӑйӗн пӗртен-пӗр хӗрне ҫухатма мӗн тери йывӑр пулнине ӑнланать. Ҫавӑнпа вӑл калать: «Ан хӑра, ӗнен ҫеҫ. Вара санӑн хӗрачупа йӑлтах лайӑх пулать». Вӗсем малалла утаҫҫӗ, вара Иаир килне ҫитеҫҫӗ. Ҫемье тусӗсем пурте хуйхӑраҫҫӗ. Вӗсем хӗрача вилнӗшӗн йӗреҫҫӗ. Анчах Иисус вӗсене калать: «Йӗме пӑрахӑр. Хӗрача вилмен, вӑл ҫывӑрать».
Ҫакна илтсен ҫынсем кулма пуҫлаҫҫӗ, вӗсем хӗрача вилнине пӗлеҫҫӗ-ҫке. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, Иисус мӗншӗн хӗрача ҫывӑрать тенӗ? Ҫынсене вӑл мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ-ши? ~ Вӑл вилӗм тарӑн ыйхӑпа пӗрех пулнине тата Турӑ панӑ вӑйпа ҫынна чӗртсе тӑратма пултарнине кӑтартнӑ. Ҫывӑракан ҫынна ыйхӑран вӑратма йывӑр пулман пекех, Иисуса та ҫакна тума ҫӑмӑл.
Иисус пурне те пӳртрен тухма хушать, хӗрачан ашшӗпе амӑшне тата Пётр, Иаков, Иоанн апостолсене вара юлма калать. Унтан вӑл хӗрача выртакан пӳлӗме кӗрет те ӑна аллинчен тытса калать: «Хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр!» Акӑ тӗлӗнтермӗш — хӗрача ҫавӑнтах тӑрать те утма пуҫлать! Ашшӗпе амӑшӗ мӗн тери савӑнаҫҫӗ! (Марк 5:21—24, 35—43; Лука 8:40—42, 49—56.)
Халӗ вара шухӑшласа пӑх-ха, Иисус ҫак хӗрачана каллех пурӑнмалла тума пултарнӑ пулсан, вӑл ытти ҫынсене те вилӗмрен чӗртсе тӑратма пултарӗ-ши? ~ Эсӗ мӗнле шутлатӑн, вӑл ҫакна тӑватех-ши? ~ Тӑвать паллах. Иисус хӑй каланӑ вӗт: «Тупӑкра выртакансен пурин те Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес вӑхӑт ҫитсе пырать» (Иоанн 5:28, 29).
Сан шутпа, Иисусӑн вилнисене чӗртсе тӑратас килӗ-ши? ~ Ҫак ыйтӑвӑн хуравне тупма пире Библири тепӗр тӗслӗх пулӑшать. Эпир ҫак тӗслӗхрен ҫывӑх ҫынни вилнӗрен питӗ хытӑ кулянакан ҫынсене курсан Иисус мӗн туйнине пӗлӗпӗр. Ҫак ӗҫ Наин хулинчен инҫех мар пулса иртнӗ.
Пӗр хӗрарӑмӑн ачине пытарма Наинран халӑх тухать. Нумаях пулмасть унӑн упӑшки вилнӗ, халӗ вара пӗртен-пӗр ывӑлӗ вилсе кайнӑ. Мӗн тери пысӑк хуйхӑ! Наинра пурӑнакансенчен нумайӑшӗ ҫак хӗрарӑмпа пӗрле унӑн ывӑлне пытарма каяҫҫӗ. Ачан амӑшӗ татӑлса йӗрет, анчах та никам та унӑн хуйхине пусарма пултараймасть.
Ҫав вӑхӑтра Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Наин патне ҫитет. Хула хапхинчен инҫех мар вӗсем ҫын пытарма каякансене тӗл пулаҫҫӗ. Йӗрекен хӗрарӑма курсан Иисус ӑна хӗрхенсех каять. Хӗрарӑм хытӑ кулянни унӑн чунне пырса тивет. Вӑл ӑна пулӑшас тет.
Иисус ӑна питӗ ӑшшӑн, ҫав хушӑрах ҫирӗппӗн калать: «Ан йӗр». Пурте ун ҫине пӑхаҫҫӗ. Вӑл вилнӗ ҫын патне пырать. Иисус мӗн тӑвасшӑн-ши? Вӑл вилнӗ ҫынна калать: «Ачам, сана калатӑп — тӑр!» Арҫын ача вара ҫав самантрах тӑрса ларать те калаҫма пуҫлать (Лука 7:11—17).
Шухӑшласа пӑх-ха, ҫав вӑхӑтра амӑшӗ мӗн тери савӑннӑ! Ҫывӑх ҫыннусенчен кам та пулин чӗрӗлсе тӑчӗ пулсан, эсӗ мӗн туйнӑ пулӑттӑн? ~ Ҫак тӗслӗх Иисус ҫынсене чӑнахах юратнине тата унӑн вӗсене пулӑшас килнине кӑтартмасть-и вара? ~ Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсене кӗтсе илме мӗн тери савӑнӑҫлӑ пулӗ! (2 Петр 3:13; Ӳлӗмхине 21:3, 4.)
Чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем хушшинче эпир унччен пӗлнӗ ҫынсем те, ҫав шутра ачасем те, пулӗҫ. Иаир хӑйӗн хӗрне Иисус чӗртсе тӑратсан палласа илнӗ пекех, эпир те вӗсене палласа илӗпӗр. Анчах та ҫӗр-ҫӗр е пин-пин ҫул каялла вилнисем те чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Вӗсем тахҫанах вилнӗ пулсан та, Турӑ вӗсене манса кайман.
Иегова Турӑпа унӑн Ывӑлӗ, Иисус, пире ҫав тери юратнине пӗлни пире питӗ савӑнтармасть-и вара? ~ Вӗсен пире темиҫе ҫул кӑна мар, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарас килет!
Вилнисен мӗнле чаплӑ шанчӑк пурри ҫинчен Библире каланине, тархасшӑн, ҫак сӑвӑ йӗркисенче вула: Исаия 25:8; Апостолсен ӗҫӗсем 24:15 тата 1 Коринф 15:20—22.
[182-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Пӗчӗк ачасене юратнине Иегова мӗнле кӑтартнӑ?
[184-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Иисус Иаирӑн хӗрне чӗртсе тӑратнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
[186-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Иисус ҫак хӗрарӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлне чӗртсе тӑратни мӗн кӑтартса парать?