Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 47 сыпӑк, 118 с.—119 с., 6 абз.
  • Хӗрача каллех чӗрӗ!

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Хӗрача каллех чӗрӗ!
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус вилнисене чӗртет
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫынсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма пултараҫҫӗ!
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Иисус нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвать
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Иисусӑн тумтирне сӗртӗннипе сывалать
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Ытларах пӗлӗр
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 47 сыпӑк, 118 с.—119 с., 6 абз.
Иисус Иаирӑн хӗрне вилӗмрен чӗртсе тӑратать

47-МӖШ СЫПӐК

Хӗрача каллех чӗрӗ!

МАТФЕЙ 9:18, 23—26 МАРК 5:22—24, 35—43 ЛУКА 8:40—42, 49—56

  • ИИСУС ИАИРӐН ХӖРНЕ ВИЛӖМРЕН ЧӖРТЕТ

Иаир юн кайнипе асапланакан хӗрарӑма Иисус сыватнине курать. Апла пулсан, Иисус унӑн хӗрне те, вӑл халӗ «вилсе кайрӗ» пулсан та, пулӑшма пултарать (Матфей 9:18). Шанчӑк чӑнах та пур-ши?

Иисус хӑй сыватнӑ хӗрарӑмпа калаҫнӑ чухне Иаир килӗнчен ҫынсем килеҫҫӗ те ӑна калаҫҫӗ: «Хӗрӳ вилчӗ; Вӗрентекене мӗншӗн чӑрмантаратӑн тата?» (Марк 5:35.)

Мӗн тери хӑрушӑ хыпар! Иаир, хисеплӗ те пысӑк вырӑн йышӑнакан ҫын, халӗ ним тума пӗлмесӗр ҫухалса каять. Унӑн пӗртен-пӗр хӗрӗ вилсе кайнӑ. Анчах Иисус, ҫак сӑмахсене илтсен, Иаира ҫапла шантарать: «Ан хӑра, ӗнен ҫеҫ» (Марк 5:36).

Иаирӑн вилнӗ хӗрӗн вырӑнӗ патӗнче ҫынсем хурланаҫҫӗ

Иисус Иаирпа пӗрле ун патне килне каять. Унта ҫитсен вӗсем ҫынсем пӑлханнине кураҫҫӗ. Пурте макӑраҫҫӗ, уласа йӗреҫҫӗ тата хӑйсене кӑкӑртан ҫапаҫҫӗ. Пӳрте кӗрсен Иисус ыттисемшӗн тӗлӗнмелле пек туйӑнакан сӑмахсем калать: «Мӗншӗн кулянатӑр, мӗншӗн йӗретӗр? хӗрача вилмен, ҫывӑрать» (Марк 5:39). Ҫакна илтсен ҫынсем унран кулма пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем хӗрача вилнине пӗлеҫҫӗ. Ҫакна пӑхмасӑрах, Иисус хӑйне Турӑ панӑ вӑйпа усӑ курса ҫынсене, тарӑн ыйхӑран вӑратнӑ пекех, вилӗмрен чӗртсе тӑратма ҫӑмӑл пулнине кӑтартасшӑн.

Иисус пилӗк ҫынсӑр пуҫне: Петрсӑр, Иаковсӑр, Иоансӑр тата вилнӗ хӗрачан ашшӗпе амӑшӗсӗр пуҫне — пурне те тухса кайма ыйтать. Иисус вӗсемпе пӗрле хӗрача выртакан ҫӗре кӗрет. Вӑл хӗрачана аллинчен тытать те калать: «Талифа́ куми́!.. Куҫарсассӑн ку: „хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр“ тени пулать» (Марк 5:41). Хӗрача тӳрех тӑрать те утма пуҫлать. Ҫакӑ Иаирпа унӑн арӑмне мӗн тери савӑнтарса яма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Иисус ӑна апат ҫитерме хушать, ҫакӑ та хӗрача чӗрӗ пулнине ҫирӗплетсе парать.

Унччен Иисус хӑй сыватнӑ ҫынсене хӑй вӗсемшӗн мӗн туни ҫинчен никама та каласа ан парӑр тенӗ. Хӗрӗн ашшӗпе амӑшне те вӑл ҫавнах тума хушать. Анчах та ҫакӑн ҫинчен «ҫав таврара пур ҫӗре те хыпар» сарӑлать (Матфей 9:26). Сирӗн ҫывӑх ҫынсенчен пӗрне те пулин вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗҫ пулсан, эсир ҫавӑн ҫинчен пур ҫӗрте те, пурне те каласа паман пулӑттӑрччӗ-ши? Ҫакӑ Библире Иисус вилӗмрен чӗртсе тӑратни ҫинчен каласа панисенчен иккӗмӗшӗ.

  • Иаира мӗн ҫинчен пӗлтереҫҫӗ тата Иисус ӑна мӗн тесе шантарать?

  • Иаир хӑйӗн килне Иисуспа пӗрле ҫитсен, унта вӗсем мӗн кураҫҫӗ?

  • Мӗншӗн Иисус вилнӗ ача пирки ҫывӑрать тесе калать?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр