45-МӖШ СЫПӐК
Турӑ Патшалӑхӗ мӗн вӑл? Вӑл килессе кӗтнине пирӗн мӗнле кӑтартмалла?
ИИСУС хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентнӗ кӗлле эсӗ пӗлетӗн-и? ~ Пӗлместӗн пулсан, атя Библи уҫар та Матфей 6:9—13-мӗшӗсене вулар. Ҫынсем «ҫӳлти Аттемӗр» текен кӗлӗре ҫакӑн пек сӑмахсем пур: «Санӑн Патшалӑху килтӗр». Турӑ Патшалӑхӗ мӗн вӑл, эсӗ пӗлетӗн-и? ~
Атя шухӑшласа пӑхар. Патшалӑх вӑл — влаҫа тытса тӑмалли мелсенчен пӗри. Сӑмахран, хӑш-пӗр правительствӑра чи аслӑ вырӑн йышӑнакан ҫынна президент теҫҫӗ. Анчах та Туррӑн правительствине Патшалӑх, ҫав Патшалӑхра власть тытса тӑракана Патша теҫҫӗ.
Ҫак правительствӑн Патши пулма Иегова Турӑ кама суйласа илнӗ? ~ Хӑйӗн Ывӑлне, Иисус Христоса. Мӗншӗн Иисус ҫынсем суйлакан пуҫлӑхсенчен пуринчен те чи лайӑххи? ~ Мӗншӗн тесен Иисус хӑйӗн Ашшӗне, Иеговӑна, юратать. Вӑл яланах тӗрӗс тӑвать.
Иисус Вифлеемре ҫураличченех, нумай вӑхӑт маларах, Библире вӑл ҫураласси тата вӑл Турӑ лартнӑ Патша пулса тӑрасси пирки каланӑ. Атя ҫавӑн ҫинчен Исаия 9:6, 7-мӗшӗсенче вулар. Унта ҫапла ҫырнӑ: «Ача ҫуралнӑ — пире Ывӑл панӑ; Унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче — патшалӑх; Ӑна ҫапла ят хурӗҫ... Тӑнӑҫлӑх Пуҫлӑхӗ» тата «Унӑн хӑватлӑхӗн, Унӑн тӑнӑҫлӑхӗн чикки те пулас ҫук».
Ҫакӑнта Турӑ Патшалӑхӗн Патшине мӗншӗн «Пуҫлӑх» тенине пӗлетӗн-и? ~ Мӗншӗн тесен Иисус — Иеговӑн, Аслӑ Патшан, Ывӑлӗ. Иегова ӑна хӑйӗн правительствинче Патша пулма лартнӑ, ҫав Патшалӑх ҫӗре пин ҫул тытса тӑрӗ (Ӳлӗмхине 20:6). Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Иисус ҫапла «каласа вӗренте пуҫланӑ: ӳкӗнӗр, Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ» (Матфей 4:17).
Сан шутпа, Иисус мӗншӗн Патшалӑх ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ тенӗ? ~ Мӗншӗн тесен каярахпа пӗлӗтре патшана ларас Патша ун чухне ҫынсемпе юнашар пулнӑ! Акӑ мӗншӗн Иисус вӗсене «Турӑ Патшалӑхӗ — хӑвӑр ӑшӑрта», е сирӗн хушӑрта, тенӗ (Лука 17:21). Санӑн Иеговӑн Патшине хӑвпа юнашар пултарас килӗччӗ-и? ~
Иисусӑн мӗнле питӗ кирлӗ ӗҫ тумалла пулнине эсӗ астӑватӑн-и? ~ Иисус каланӑ: «Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермелле: Мана ҫавӑншӑн янӑ» (Лука 4:43). Иисус ҫак ӗҫе мӗншӗн пӗччен тума ҫуккине ӑнланнӑ. Вӑл мӗн тунӑ-ха? ~
Иисус хӑйпе пӗрле ыттисене илнӗ, вара вӗсене ырӑ хыпар мӗнле сармаллине кӑтартнӑ. Малтан вӑл 12 апостола вӗрентнӗ (Матфей 10:5, 7). Анчах вӑл ырӑ хыпар сарма апостолсене кӑна вӗрентнӗ-ши? Ҫук, Библире Иисус ытти нумай ҫынна та вӗрентнӗ тенӗ. Вӑхӑт иртсен вӑл сӑваплӑ ӗҫе тума тата тепӗр 70 вӗренекене суйласа илнӗ те вӗсене икшерӗн янӑ. Вӗсем ҫынсене мӗне вӗрентнӗ? ~ Иисус хушнӑ: «„Сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑхарчӗ“ тейӗр» (Лука 10:9). Ҫавна пула ҫынсем Турӑ правительстви ҫинчен пӗлнӗ.
Ӗлӗкхи йӑла тӑрӑх Израильти ҫӗнӗ патшасем халӑха курӑнас тесе хулана ашак ҫине ларса кӗнӗ. Иисус та Иерусалима юлашки хут килнӗ чухне хулана ашак ҫине ларса кӗрет. Иисус Турӑ Патшалӑхӗн пулас Патши вӗт. Ҫынсем вара Иисуса хӑйсен Патши пултарасшӑн-и? ~
Иисус ашак ҫинче ларса пынӑ чухне нумайӑшӗ ун умне хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене сарса хураҫҫӗ. Теприсем йывӑҫ турачӗсене хуҫаҫҫӗ те вӗсене ҫул тӑрӑх хурса пыраҫҫӗ. Ҫапла вӗсем Иисуса хӑйсен Патши вырӑнне хунине кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем хӗпӗртесе кӑшкӑраҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен Патша мухтавлӑ!» Анчах та савӑнманнисем те пур. Тӗн ертӳҫисенчен хӑш-пӗрисем Иисуса ҫапла та калаҫҫӗ: «Вӗрентекен! вӗренекенӳсене чар» (Лука 19:28—40).
Пилӗк кун иртсен Иисуса тытаҫҫӗ те Понтий Пилат пуҫлӑх керменне илсе килеҫҫӗ. Тӑшманӗсем Иисуса вӑл хӑйне патша вырӑнне хурать тата Рим правительствине хирӗҫ тӑрать тесе айӑплаҫҫӗ. Пилат чӑнах ҫапла пулнипе пулманнине пӗлесшӗн. Иисус нихӑҫан та влаҫа хӑй аллине илме ӑнтӑлманнине ӑнлантарса парать. Вӑл Пилата калать: «Манӑн Патшалӑхӑм кунтан мар» (Иоанн 18:36).
Вара Пилат халӑх патне тухать те калать: «Эпӗ Унра нимӗнле айӑп та курмастӑп». Анчах та халӗ ҫынсем Иисуса хӑйсен Патши пултарасшӑн мар. Вӗсем ӑна ирӗке кӑларттарасшӑн мар (Иоанн 18:37—40). Пилат каллех Иисуспа калаҫать те ҫак ҫын ним япӑххине те туманнине ӑнланать. Ҫавӑнпа Пилат Иисуса юлашки хут илсе тухать те калать: «Акӑ сирӗн Патшӑр!» Анчах ҫынсем кӑшкӑраҫҫӗ: «Пӗттӗр, пӗттӗр, пӑталаттар Ӑна!»
Пилат ыйтать: «Сирӗн Патшӑра пӑталаттарас-и манӑн?» Аслӑ священниксем вара хуравлаҫҫӗ: «Кесарьсӗр пуҫне пирӗн урӑх патша ҫук». Шухӑшласа пӑх-ха! Ҫак усал священниксем ҫынсене Иисуса хирӗҫ тӑратма пултарнӑ! (Иоанн 19:1—16.)
Паян та нимӗн те улшӑнманпа пӗрех. Ҫынсенчен нумайӑшӗн Иисуса хӑйсен Патши пултарас килмест. Вӗсем эпир Турра ӗненетпӗр теме пултараҫҫӗ, анчах Турӑ е Христос мӗн хушнине тӑвасшӑн мар. Вӗсен ҫӗр ҫинче хӑйсен правительствине пултарас килет.
Эпир вара? Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тата вӑл илсе килекен пиллӗхсем ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн пирӗн мӗнле туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ? ~ Эпир Турра юратнине туятпӑр, ҫапла-и? ~ Турра юратнине тата унӑн Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне пурӑнас килнине вара мӗнле кӑтартмалла? ~
Пирӗн Иисусран тӗслӗх илмелле. Иисус вара Иеговӑна юратнине мӗнле кӑтартнӑ? ~ «Эпӗ яланах Ӑна юрӑхлине тӑватӑп»,— тенӗ Аслӑ Вӗрентекен (Иоанн 8:29). Ҫапла, Иисус ҫӗр ҫине «[Ашшӗн] ирӗкне пурӑнӑҫламашкӑн» тата «Унӑн ӗҫне туса ҫитер[ме]» килнӗ (Еврейсем 10:7; Иоанн 4:34). Иисус ырӑ хыпар сарма пуҫлас умӗн мӗн тунине атя пӑхар.
Иисус Шыва кӗртекен Иоанн патне Иордан ятлӑ юханшыв хӗрне пынӑ. Вӗсем шыва кӗнӗ те Иоанн Иисуса шыва чиксе кӑларнӑ. Пӗлетӗн-и, Иоанн Иисуса мӗншӗн шыва кӗртнӗ? ~
Ҫакна тума ӑна Иисус хӑй ыйтнӑ. Турӑ Иисуса шыва кӗртесшӗн пулнине эпир вара ӑҫтан пӗлетпӗр? ~ Иисус шывран тухсан пӗлӗтрен Турӑ сасси илтӗнсе кайнӑ: «Эсӗ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Сан ҫинче». Турӑ Иисуса святой сывлӑш та панӑ, вӑл кӑвакарчӑн евӗр ун ҫине аннӑ. Шыва кӗнипе Иисус Иеговӑн ирӗкне пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑршшӗпе — ӗмӗр-ӗмӗрех — туса тӑрасшӑн пулнине кӑтартнӑ (Марк 1:9—11).
Эсӗ вара хальлӗхе пӗчӗк-ха. Ҫитӗнсе ҫитсен эсӗ мӗн тӑвӑн? ~ Эсӗ, Иисус пекех, шыва кӗме шут тытӑн-и? ~ Санӑн унран тӗслӗх илмелле, Библире вӑл пире хӑй йӗрӗпе пыртарас тесе епле пурӑнмаллине кӑтартса хӑварнӑ тенӗ вӗт (1 Петр 2:21). Шыва кӗнипе эсӗ Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне пурӑнас килнине кӑтартӑн. Анчах та шыва кӗни ҫеҫ сахал.
Пирӗн Иисуса пур тӗлӗшрен те итлемелле. Вӑл пирӗн «тӗнченӗн мар» пулмалла тенӗ. Ҫак тӗнче ӗҫӗсене хутшӑнатпӑр пулсан эпир Иисуса итлетпӗр-и? Иисуспа унӑн апостолӗсем ҫавӑн пек ӗҫсене хутшӑнман (Иоанн 17:14). Вӗсем вара мӗнле ӗҫ туса тӑнӑ-ха? ~ Вӗсем ыттисене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа панӑ. Ҫакӑ вӗсен пурнӑҫӗнче тӗп вырӑнта пулнӑ. Эпир те вӗсем пекех тума пултаратпӑр-и? ~ Ҫапла, Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тесе чӗререн кӗлтӑватпӑр пулсан эпир, паллах, ун ҫинчен ыттисене те каласа парӑпӑр.
Турӑ Патшалӑхӗ килессе кӗтнине мӗнле кӑтартмалла? Хуравне ҫак сӑвӑ йӗркисенче тупма пулать: Матфей 6:24—33; 24:14 тата 1 Иоанн 2:15—17; 5:3.
[232, 233-мӗш страницӑсенчи ӳкерчӗк]
Иисусӑн ҫӗр ҫинче мӗнле ӗҫе тумалла пулнӑ?
[235-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Мӗншӗн ҫынсем каярахпа Иисуса хӑйсен Патши тӑвасшӑн пулман?
[236-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Мӗншӗн Иисус шыва кӗнӗ тата Турӑ ӑна ырланине мӗнле кӑтартнӑ?
[237-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Эпир ыттисене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ӑҫта каласа пама пултаратпӑр?