38-МӖШ СЫПӐК
Иисуса мӗншӗн юратмалла?
ШУХӐШЛАСА пӑх-ха, эсӗ ларакан кимӗ путма пуҫлать. Санӑн хӑвна ҫӑлтарас килӗччӗ-и? ~ Ҫакна тума камӑн та пулин хӑйӗн пурнӑҫне памалла пулсан вара? ~ Иисус шӑпах ҫавна тунӑ. 37-мӗш сыпӑкран эпир пӗлнӗччӗ ӗнтӗ, вӑл пире ҫӑлмашкӑн хӑйӗн пурнӑҫне тӳлесе илмелли парне пек панӑ.
Паллах ӗнтӗ, Иисус пире шыва путса вилесрен ҫӑлман. Вӑл пире мӗнрен ҫӑлнине эсӗ астӑватӑн-и? ~ Пире Адамран куҫнӑ ҫылӑхпа вилӗмрен ҫӑлнӑ. Иисус пуриншӗн те, питӗ япӑх ӗҫсем тунӑ ҫынсемшӗн те, вилнӗ. Эсӗ хӑвӑн пурнӑҫна ҫавӑн пек ҫынсемшӗн шеллемесӗр панӑ пулӑттӑн-и? ~
Библире каланӑ: «Тӳрӗ ҫыншӑн кам та пулин вилӗ-ши вара? Хӑйне ырӑ тӑваканшӑн, тен, кам та пулин вилӗ те». Апла пулин те, Библире ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Иисус «ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн вилнӗ». Ҫапла, вӑл Турӑшӑн ӗҫлемен ҫынсемшӗн те хӑйӗн пурнӑҫне панӑ! Малалла Библире каланӑ: «Христос пирӗншӗн хамӑр ҫылӑхлӑ [эпир тӗрӗс мар ӗҫсем тунӑ] чухне вилнӗ» (Рим 5:6—8).
Эсӗ астӑватӑн-и, кам апостол пулса тӑриччен питӗ япӑх ӗҫсем тунӑ? ~ Ҫав апостол ҫырнӑ: «Христос Иисус тӗнчене ҫылӑхлӑ ҫынсене ҫӑлма килнӗ, ҫав ҫылӑхлисенчен чи айӑпли — эпӗ». Ку Павел апостол пулнӑ. Вӑл хӑй пирки унччен «вӗчӗхсе» пурӑннӑ «нимӗн те ӑнланман» ҫын тенӗ (1 Тимофей 1:15; Тит 3:3).
Шухӑшласа пӑх-ха, Турӑ ҫакӑн пек ҫынсемшӗн хӑйӗн Ывӑлне панӑ пулсан, вӑл ҫынсене мӗн тери хытӑ юратать! Хӑвӑн Библине уҫ та Иоанн ҫырнӑ кӗнекен 3-мӗш сыпӑкӗнчи 16-мӗш сӑвӑ йӗркине вула-ха. Унта ҫырнӑ: «Тӗнчене [ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсене] питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ».
Хӑйӗн Ашшӗ пекех, Иисус пире хытӑ юратнине ҫирӗплетсе панӑ. Ҫак кӗнекен 30-мӗш сыпӑкӗнчен эпир Иисуса тытса кайнӑ каҫ ӑна мӗнле асаплантарнине пӗлтӗмӗр. Иисуса Каиафа аслӑ священникӑн ҫуртне илсе пырса суд тунӑ. Чӗннӗ кӳнтеленсем Иисус ҫинчен суйса каланӑ. Ҫынсем ӑна чышкӑпа ҫапнӑ. Ҫав вӑхӑтра Пётр хӑйӗн вӗрентекенӗнчен туннӑ. Атя ҫав вӑхӑта куҫ умне тӑратар та малалла мӗн пулса иртнине курма тӑрӑшар.
Тул ҫутӑлнӑ. Иисус ҫӗрӗпех ҫывӑрман. Каҫпа иртнӗ суд саккунлӑ пулман, ҫавӑнпа священниксем Синедрион, иудейсен аслӑ судне, хӑвӑрт пуҫтараҫҫӗ. Иисуса Турра хирӗҫле ӗҫсем тунӑ тесе каллех айӑплаҫҫӗ.
Ӑна ҫыхаҫҫӗ те Пилат (Рим лартнӑ пуҫлӑх) патне илсе каяҫҫӗ. «Ҫак ҫын правительствӑна хирӗҫ калаҫать,— теҫҫӗ священниксем Пилата.— Вӗлермелле ӑна!» Анчах Пилат священниксем суйнине ӑнланать. Ҫавӑнпа вӑл вӗсене хуравлать: «Эпӗ ҫак ҫынра пӗр айӑп та курмастӑп, ҫавӑнпа ӑна ярас тетӗп». Анчах священниксемпе ытти ҫынсем кӑшкӑраҫҫӗ: «Ҫук! Вӗлермелле ӑна!»
Каярахпа Пилат Иисуса ирӗке кӑларас тени ҫинчен халӑха тепӗр хут калать. Анчах священниксем халӑха ҫапла кӑшкӑрма хӗтӗртеҫҫӗ: «Эсӗ ӑна ярсан, эсӗ те правительствӑна хирӗҫ тӑратӑн! Вӗлермелле ӑна!» Пӑлхану ӳссех пырать, ҫынсем хытӑрах та хытӑрах кӑшкӑраҫҫӗ. Пилат мӗн тӑвать-ха? ~
Вӑл халӑх каланине итлет. Малтан Пилат Иисуса хӗнеме хушать. Унтан ӑна салтаксене пӑталама парать. Салтаксем ун пуҫне йӗплӗ хулӑран явса тунӑ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартаҫҫӗ те ун умне чӗркуҫленсе ларса унран мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн Иисус хулпуҫҫийӗ ҫине питӗ йывӑр юпа хураҫҫӗ, вара ӑна хула ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Пуҫ тӳпи» теекен вырӑна йӑтса пыма хушаҫҫӗ. Унта вӗсем Иисусӑн аллипе урине юпа ҫумне пӑталаҫҫӗ. Юпана ҫӗкленӗ чухне Иисус чӑтмалла мар ыратнине туять. Суранӗсенчен юн юхать.
Иисус тӳрех вилмест. Вӑл тата тепӗр вӑхӑт юпа ҫинче ҫакӑнса тӑрать. Аслӑ священниксем унран мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ. Иртсе пыракан ҫынсем калаҫҫӗ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, хӗрес [«асап юпи», ҪТ] ҫинчен ан!» Анчах та Иисус хӑйне Ашшӗ мӗншӗн янине пӗлет: пирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пултӑр тесе унӑн хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне памалла. Кӑнтӑрла иртсен виҫӗ сехет патнелле Иисус юлашки хут хӑйӗн Ашшӗне пулӑшма чӗнет те вилсе каять (Матфей 26:36—27:50; Марк 15:1; Лука 22:39—23:46; Иоанн 18:1—19:30).
Иисус Адамран мӗн тери уйрӑлса тӑнӑ! Адам Турра юратман. Вӑл Иеговӑна итлемен. Ҫавӑн пекех пире те юратман. Вӑл ҫылӑха кӗнӗ, ҫавӑнпа эпир пурте ҫылӑхлӑ ҫуралатпӑр. Иисус вара Турра та, ҫынсене те питӗ юратнӑ. Вӑл Турра яланах итленӗ. Вӑл пире Адам кӳнӗ сиене пӗтерме хӑйӗн пурнӑҫне пӗр шеллемесӗр панӑ.
Иисус пирӗншӗн мӗн тунине эсӗ хаклатӑн-и? ~ Турӑ хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн панӑшӑн эсӗ ӑна кӗлӗре тав тӑватӑн-и? ~ Павел апостол Христос мӗн тунине пурне те хакланӑ. Турӑ Ывӑлӗ «мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗм аллине панӑ» тенӗ вӑл (Галати 2:20). Иисус ҫавӑн пекех саншӑн та, маншӑн та вилнӗ. Вӑл пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарас тесе хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне панӑ! Акӑ мӗншӗн пирӗн Иисуса юратмалла.
Павел апостол Коринф хулинчи христиансем патне ҫырнӑ: «Пире Христос юратулӑхӗ ертсе пырать». Христос юратӑвӗ мӗнле ӗҫсем тума хавхалантарать-ха? ~ Павел малалла ҫырнӑ: «Чӗррисем хӑйсемшӗн мар [хӑйсен кӑмӑлне ҫырлахтарма мар], хӑйсемшӗн вилсе чӗрӗлнишӗн пурӑнччӑр тесе, Христос пуриншӗн те вилнӗ» (2 Коринф 5:14, 15, ҪХ).
Эсӗ Христосшӑн пурӑннине мӗнле кӑтартма пултаратӑн? ~ Сӑмахран, эсӗ ыттисене Аслӑ Вӗрентекен ҫинчен хӑв мӗн пӗлсе пынине каласа пама пултаратӑн. Анчах акӑ тата мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Эсӗ килте пӗчченех юлнӑ тейӗпӗр. Аннӳ те, аҫу та, пӗр ҫын та эсӗ мӗн тунине курмасть. Эсӗ телевизорпа Иисус сивлекен программӑсене е ҫавӑн пеккисене Интернетра пӑхӑн-и? ~ Асра тыт, Иисус чӗрӗ тата йӑлтах курать!
Эпир Иеговӑран тӗслӗх илесшӗн, ҫавӑнпа пирӗн Иисуса юратмалла. «Аттем юратать Мана»,— тенӗ Иисус. Турӑ Иисуса мӗншӗн юратнине тата мӗншӗн пирӗн ӑна юратмаллине эсӗ пӗлетӗн-и? ~ Мӗншӗн тесен Иисус Турӑ ирӗкӗ пурнӑҫлантӑр тесе хатӗр пулсах хӑйӗн пурнӑҫне панӑ (Иоанн 10:17). Ҫавӑнпа Библи пире мӗн тума хавхалантарнине атя тӑвар: «Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшӑр — эсир Унӑн юратнӑ ачисем-ҫке; пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр — Христос хамӑра юратнӑ пек юратӑр» (Эфес 5:1, 2).
Ҫак сӑвӑ йӗркисем сана Иисуса тата хытӑрах юратма, ҫавӑн пекех вӑл пирӗншӗн мӗн тунине пурне те хаклама пулӑшӗҫ: Иоанн 3:35; 15:9, 10 тата 1 Иоанн 5:11, 12.
[199-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Иисус хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн париччен ӑна мӗнле асаплантарнӑ?
[200-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Иисуса юратнине пирӗн мӗнле кӑтартмалла?
[201-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Эпир мӗн тунине пурне те кам курать?