Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 11 сыпӑк, 30 с.—31 с., 14 абз.
  • Шыва кӗртекен Иоанн ҫул хатӗрлет

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Шыва кӗртекен Иоанн ҫул хатӗрлет
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Иоанн ҫул хатӗрлет
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Иисус Мессия пулса тӑрать
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Иисус шыва кӗрет
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Иоанн Иисус мӗн каласшӑн пулнине илтесшӗн
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Ытларах пӗлӗр
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 11 сыпӑк, 30 с.—31 с., 14 абз.
Шыва кӗртекен Иоанн ӳкӗнме чӗнет

11-МӖШ СЫПӐК

Шыва кӗртекен Иоанн ҫул хатӗрлет

МАТФЕЙ 3:1—12 МАРК 1:1—8 ЛУКА 3:1—18 ИОАНН 1:6—8, 15—28

  • ИОАНН ВӖРЕНТСЕ ҪӲРЕТ ТАТА ШЫВА КӖРТЕТ

  • НУМАЙӐШӖ ШЫВА КӖРЕҪҪӖ, АНЧАХ ПУРТЕ МАР

Храмра 12 ҫулхи Иисус вӗрентекенсене ыйтусем панӑранпа 17 ҫула яхӑн вӑхӑт иртет. Халӗ ҫуркунне, пирӗн эрӑри 29 ҫул пырать. Нумайӑшӗ Иисусӑн хурӑнташӗ Иоанн ҫинчен калаҫать. Вӑл Иорданӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗ патӗнчи тавралӑхра вӗрентсе ҫӳрет.

Иоанӑн ҫи-пуҫӗ те, сӑмахӗсем те вӑл хӑйне евӗрлӗ ҫын пулнине кӑтартса параҫҫӗ. Вӑл тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳрет. Ҫиессе вӑл хӗрлӗ шӑрчӑкпа вӑрман пыл хурчӗн пылне ҫисе пурӑнать. Вӑл ҫынсене мӗнле хыпар пӗлтерет? «Ӳкӗнӗр, Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ» (Матфей 3:2).

Иоанӑн хыпарӗ ӑна итлекен ҫынсен чӗрине пырса тивет. Нумайӑшӗ ӳкӗнме кирлине, урӑхла каласан, хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗпе ӗҫӗсене улӑштармаллине тата унччен пурӑннӑ пек пурӑнма пӑрахмаллине, ӑнланса илет. «Ун патне Иерусалимран, пӗтӗм Иудейӑран, пӗтӗм Иордан таврашӗнчен» ҫынсем пырсах тӑраҫҫӗ (Матфей 3:5, ҪХ). Килекенсенчен нумайӑшӗ ӳкӗнеҫҫӗ. Вӑл вӗсене Иордан юханшывӗнче шыва кӗртет. Мӗншӗн вӑл ҫавна тӑвать?

Ӳкӗнекен иудейсем Иоанн патне шыва кӗме пыраҫҫӗ

Вӑл ҫынсене, вӗсем Турӑ панӑ Саккун килӗшӗвне хирӗҫ тунӑ ҫылӑхсемшӗн чун-чӗререн ӳкӗннӗ ятпа шыва кӗртет (Апостолсен ӗҫӗсем 19:4). Анчах та пурте шыва кӗме хатӗр мар. Иоанн патне тӗн пуҫлӑхӗсем, фарисейсемпе саддукейсем, пырсан, вӑл вӗсене «ҫӗлен ҫурисем» тет. Иоанн калать: «Ӳкӗннине юрӑхлӑ ӗҫсем тӑвӑр, хӑвӑр ӑшӑрта: „пирӗн атте — Авраам“ тесе калама ан шухӑшлӑр; калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам валли ачасем тума пултарать. Ӗнтӗ пуртӑ та йывӑҫ тымарӗ ҫумӗнчех выртать: ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа, кирек хӑшне те, касса вута пӑрахаҫҫӗ» (Матфей 3:7—10).

Нумайӑшӗ Иоанпа интересленнӗрен тата вӑл хӑватлӑ хыпар пӗлтернӗрен, нумай ҫынна шыва кӗртнӗрен вӑл кам иккенне пӗлес тесе ун патне священниксемпе левитсене яраҫҫӗ.

— Эпӗ Христос мар,— тет Иоанн.

— Эсӗ кам эппин? Илия-и? — пӗлесшӗн вӗсем.

— Эпӗ Илия мар,— хуравлать вӑл.

— Пророк-и? — тесе ыйтнипе вӗсем Моисей малтанах каласа хунӑ Пророк ҫине тимлеттереҫҫӗ (Саккуна астутарни 18:15, 18).

— Пророк та мар,— хуравлать Иоанн.

Вӗсем ҫине тӑрсах ыйтаҫҫӗ:

— Апла кам эсӗ? хамӑра яракансене каласа кӑтартмашкӑн эсӗ ху ҫинчен мӗн калӑн пире?

— Исаия пророк каланӑ пек, эпӗ — пушхирте «Ҫӳлхуҫамӑр валли ҫула тӳрлетӗр» тесе чӗнекенӗн сасси (Иоанн 1:19—23).

— Эсӗ Христос та мар, Илия та мар, пророк та мар пулсан мӗншӗн шыва кӗртетӗн? — пӗлесшӗн вӗсем.

Вӑл питӗ пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем каласа ҫапла хуравлать:

— Эпӗ шывпа тӗне кӗртетӗп; анчах сирӗн хушшӑрта Пӗри пур, эсир Ӑна пӗлместӗр: ман хыҫҫӑн Килекенни шӑпах Ҫавӑ (Иоанн 1:25—27).

Иоанн ҫынсене, малтанах каласа хунӑ Мессийӑна — камӑн Патша пулса тӑмалла пулнӑ, ҫавна — йышӑнма вӗсен чӗри хатӗр пултӑр тесе ҫул хатӗрлетӗп тесе палӑртать. Ун ҫинчен Иоанн ҫапла калать: «Ман хыҫҫӑн Килекенӗ манран хӑватлӑ, эпӗ Унӑн ури сыррине йӑтса пыма та тивӗҫлӗ мар» (Матфей 3:11). Иоанн ҫакна та палӑртать: «Ман хыҫҫӑн Килекенни манран мала тухрӗ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл манран малтанах пулнӑ» (Иоанн 1:15).

Эппин, Иоанӑн «ӳкӗнӗр, Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ» текен хыпарӗ — питӗ вӑхӑтлӑ хыпар (Матфей 3:2). Ҫавна пула Иегова суйласа лартнӑ пулас Патшан, Иисус Христосӑн, сӑваплӑ ӗҫӗ кӗҫех пуҫланассине пурте пӗлсе ҫитеҫҫӗ.

  • Иоанн вӑл мӗнле ҫын тата вӑл мӗн тӑвать?

  • Мӗншӗн Иоанн ҫынсене шыва кӗртет?

  • Иоанн мӗнле хыпар пӗлтерет тата мӗншӗн вӑл вӑхӑтлӑ хыпар?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр