Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 75 сыпӑк, 176 с.—177 с., 2 абз.
  • Иисус мӗн телей панине уҫса парать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иисус мӗн телей панине уҫса парать
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Тӗлӗнмелле ӗҫсене камӑн вӑйӗпе тӑваҫҫӗ?
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Иисус фарисейсене сивлет
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Иисус демонсенчен вӑйлӑрах
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать, анчах ӑна Назаретра та сирсе яраҫҫӗ
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 75 сыпӑк, 176 с.—177 с., 2 абз.
Иисус хӑйӗн амӑшне, Марийӑна, ятарлӑ майпа чыс тумалла текен хӗрарӑма тӳрлетет

75-МӖШ СЫПӐК

Иисус мӗн телей панине уҫса парать

ЛУКА 11:14—36

  • ДЕМОНСЕНЕ ТУРРӐН «ПӲРНИПЕ», Е ХӐВАЧӖПЕ, ХӐВАЛАСА КӐЛАРНИ

  • ЧӐН-ЧӐН ТЕЛЕЙ ҪӐЛКУҪӖ

Тин кӑна Иисус мӗнле кӗлтумалли ҫинчен тепӗр хут ӑнлантарса пачӗ. Анчах вӑл хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне кӗлӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусемсӗр пуҫне ытти темӑсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене те пӗрре анчах мар ҫӗклеҫҫӗ. Иисус Галилейӑра тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ чухне ӑна ҫав ӗҫсене вӑл демонсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе тӑвать тесе айӑпланӑ. Халӗ Иудейӑра та ӑна ҫавнашкалах айӑплаҫҫӗ.

Иисус чӗлхесӗр тӑвакан демона ҫын ӑшӗнчен хӑваласа кӑларсан халӑх тӗлӗнет, анчах та пурте мар. Иисуса унччен Галилейӑра мӗнле айӑпланӑ пекех, хӑш-пӗрисем ӑна ҫапла суйса айӑплаҫҫӗ: «Усалсене Вӑл усалсенӗн пуҫлӑхӗ веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать» (Лука 11:15). Теприсем вара, Иисус кам иккенне лайӑхрах пӗлес тесе, унран хӑват кӑтартма ыйтаҫҫӗ.

Вӗсем хӑйне тӗрӗслесе пӑхасшӑн пулнине пӗлсе Иисус хӑйне Галилейӑра ҫавӑн пек айӑпласа калани ҫине мӗнле хуравланӑ, вӗсене те ҫавӑн евӗрлӗрех хуравлать. Кирек мӗнле патшалӑх хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн пӗтет тенӗ хыҫҫӑн вӑл шухӑша малалла тӑсать: «Шуйттан та хӑйпе хӑй хирӗҫет пулсассӑн, унӑн патшалӑхӗ епле тытӑнса тӑрӗ?» Унтан Иисус вӗсене тӳррӗн калать: «Эпӗ усалсене Турӑ хӑвачӗпе [тӳррӗн каласан, «пӳрнипе»] хӑваласа кӑларатӑп пулсан, ӗнтӗ сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ» (Лука 11:18—20).

Иисус кунта Туррӑн «хӑвачӗ», е «пӳрни», ҫинчен асӑннӑ чухне ӑна итлекенсем Израилӗн историнче пулса иртнӗ хӑш-пӗр ӗҫсене аса илеҫҫӗ пулмалла. Моисей тӗлӗнмелле ӗҫ тусан, фараон таврашӗнчи ҫынсем: «Ку Турӑ алли [«пӳрни», ҪТ]»,— тесе кӑшкӑрса янӑ. Вунӑ ӳкӗте те икӗ чул хӑма ҫине «Турӑ... аллипе [«пӳрнипе», ҪТ] ҫырнӑ» пулнӑ (Тухни 8:19; 31:18). Ҫавӑн пекех Иисус та Туррӑн «пӳрнипе» — унӑн святой сывлӑшӗпе, е ӗҫ тӑвакан вӑйӗпе, — демонсене хӑваласа кӑларать тата чирлисене сыватать. Апла пулсан, Иисуса хирӗҫ тӑракансем патне Турӑ Патшалӑхӗ чӑннипех ҫитнӗ, мӗншӗн тесен ҫав Патшалӑхӑн суйласа лартнӑ Патши вӗсен куҫӗ умӗнче хӑватлӑ ӗҫсем тӑвать.

Иисус демонсене хӑваласа кӑларма пултарни вӑл Сатанаран вӑйлӑрах пулнине кӑтартса парать. Иисус ҫурта хӗҫ-пӑшалпа сыхласа тӑракан ҫын ҫинчен калакан тӗслӗхе илсе парать. Ӑна унран вӑйлӑраххи ҫӗнтерет. Ҫавӑн пекех Иисус ҫынран тухнӑ усал сывлӑш ҫинчен тепӗр хут каласа парать. Ҫав ҫын пушаннӑ вырӑна лайӑххипе тултармасть пулсан, усал сывлӑш тепӗр ҫичӗ усал сывлӑшпа таврӑнсан, юлашкинчен ҫакӑ ҫав ҫыншӑн унчченхинчен те япӑхрах пулать (Матфей 12:22, 25—29, 43—45). Израиль халӑхӗпе шӑп ҫапла пулса тухать те.

Иисуса итлекен хӗрарӑмсенчен пӗри сасартӑк: «Сана ҫӗклесе ҫӳренӗ вар, Сана ӗмӗртсе ӳстернӗ кӑкӑр телейлӗ!» — тесе кӑшкӑрса ярать. Иудей хӗрарӑмӗсем пурте пророк амӑшӗ, уйрӑмах Мессия амӑшӗ, пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑнпа ҫав хӗрарӑм Мария пирки питӗ телейлӗ тесе шутлать, мӗншӗн тесен вӑл ҫавӑн пек чаплӑ вӗрентекенӗн амӑшӗ пулса тӑнӑ вӗт. Анчах Иисус мӗн чӑн-чӑн телей пани ҫинчен ҫапла калать: «Турӑ сӑмахне илтекенсем, ӑна пурнӑҫлакансем телейлӗ» (Лука 11:27, 28, ҪХ). Иисус нихӑҫан та Марийӑна ятарлӑ майпа чыс тумалла тесе каламан, ҫавна тума сӗнмен те. Ун вырӑнне вӑл кашни ҫынна — арҫынна е хӗрарӑма — кампа та пулин тӑван-хурӑнташлӑ пулни мар е ҫитӗнӳсем туни мар, Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑни чӑннипе телейлӗ тӑвать тесе палӑртать.

Унччен Галилейӑра пулнӑ пекех, Иисус ҫынсене тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑшӑн сивлет. Вӑл вӗсене «Иона пророк хӑвачӗсӗр» пуҫне урӑх нимӗнле хӑват та пулмӗ тесе калать. Иона пулӑ ӑшӗнче виҫӗ кун пулнипе тата Ниневи ҫыннисене ӳкӗнме хавхалантарнӑ хыпара хӑюллӑн пӗлтернипе хӑват палли пулса тӑнӑ. Иисус калать: «Кунта акӑ Ионӑран та Аслӑраххи пур» (Лука 11:29—32). Иисус Соломонран та аслӑрах — Соломон ӑслӑлӑхне вара Сава ҫӗршывӗн хӗрарӑм патши итлеме килнӗ пулнӑ.

«Ҫутаткӑҫ ҫутсан, ӑна никам та курӑнмалла мар ҫӗре е савӑт айне лартмасть,— тет Иисус,— ӑна шантал [е ҫутаткӑҫ лартмалли вырӑн] ҫине лартать» (Лука 11:33). Вӑл ҫак халӑха вӗрентесси тата ун умӗнче тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвасси ҫутнӑ ҫутаткӑҫа курӑнмалла мар ҫӗре лартнӑпа пӗрех тесе каласшӑн пулмалла. Ҫав ҫынсен куҫӗсем таса мар, ҫавӑнпа вӗсем вӑл тӗлӗнмелле ӗҫсене мӗнле тӗллевпе тунине ӑнланмаҫҫӗ.

Тин кӑна Иисус демона хӑваласа кӑларнӑ та чӗлхесӗр ҫынна сыватнӑ. Ҫакӑ ҫынсене Иеговӑна мухтама тата унӑн аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен ыттисене каласа пама хавхалантармалла. Ҫавӑнпа Иисус хӑйне айӑплакансене ҫапла асӑрхаттарать: «Эппин, асту, санӑн ӑшӑнти ҫутту тӗттӗм мар-и? Санӑн ӳт-пӗвӳ пӗтӗмпех ҫутӑ пулсан, унта пӗр тӗттӗм пай та пулмасан, вара вӑл хӑвна ҫутаткӑҫ ҫути ҫутатса тӑнӑ пек ҫутӑ пулӗ» (Лука 11:35, 36).

  • Иисус ҫынна сыватни ҫине Иудея ҫыннисенчен хӑш-пӗрисем мӗнле пӑхаҫҫӗ?

  • Мӗн вӑл «Турӑ пӳрни» тата Иисуса итлекен ҫынсем патне Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ тенине мӗнле ӑнланмалла?

  • Чӑн-чӑн телее тупас тесен ҫынсен мӗн тумалла?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр