125-МӖШ СЫПӐК
Иисуса малтан Анна патне, кайран Каиафа патне илсе каяҫҫӗ
МАТФЕЙ 26:57—68 МАРК 14:53—65 ЛУКА 22:54, 63—65 ИОАНН 18:13, 14, 19—24
ИИСУСА УНЧЧЕН ЧИ АСЛӐ СВЯЩЕННИК ПУЛНӐ АННА ПАТНЕ ИЛСЕ ПЫРАҪҪӖ
СИНЕДРИОН САККУНА ПӐССА СУД ЛАРӐВНЕ ИРТТЕРЕТ
Иисуса преступника тытса ҫыхнӑ пек ҫыхса Анна патне илсе каяҫҫӗ. Ҫамрӑк Иисус храмри учительсене тӗлӗнтернӗ чухне Анна чи аслӑ священник пулнӑ (Лука 2:42, 47). Каярахпа Аннӑн хӑш-пӗр ывӑлӗсем чи аслӑ священниксем пулса ӗҫленӗ, халӗ вара ҫав тивӗҫе унӑн кӗрӗвӗ, Каиафа, туса тӑрать.
Иисус Анна килӗнче пулнӑ чухне Каиафӑн Синедрион пухма вӑхӑт пур. Ҫав суд 71 ҫынран тӑрать. Ун шутне чи аслӑ священник тата унччен ҫав тивӗҫе туса тӑнисем кӗреҫҫӗ.
Анна Иисусран «Унӑн вӗренекенӗсем ҫинчен тата Унӑн вӗрентӗвӗ ҫинчен» ыйтать. Иисус ҫапла хуравлать: «Эпӗ тӗнчене уҫҫӑн каларӑм; Эпӗ кирек хӑҫан та иудейсем ялан пуҫтарӑнакан синагогӑпа Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентрӗм, вӑрттӑн нимӗн те каламан. Мӗншӗн Манран ыйтатӑн? Эпӗ мӗн каланине илтнисенчен ыйт» (Иоанн 18:19—21).
Юнашар тӑракан хуралҫӑсенчен пӗри Иисуса питрен ҫупса ярать те кӑмӑлсӑррӑн ҫапла калать: «Эсӗ аслӑ священника ҫапла хуравлатӑн-и-ха?» Анчах та Иисус хӑй ним япӑххине те туманнине пӗлет, ҫавӑнпа вӑл калать: «Эпӗ тӗрӗс мар каларӑм пулсан мӗн тӗрӗс маррине ӑнлантарса пар... Эпӗ тӗрӗсех каларӑм пулсан эсӗ Мана мӗншӗн ҫапатӑн?» (Иоанн 18:22, 23, ҪХ.) Унтан Анна Иисуса хӑйӗн Каиафа кӗрӳшӗ патне илсе кайма хушать.
Ҫав вӑхӑт тӗлнелле Каиафа ҫуртне Синедрион членӗсем пурте — хальхи чи аслӑ священник, халӑх старейшинисем тата кӗнекеҫӗсем — пухӑннӑ. Пасхӑна паллӑ тӑвакан каҫ саккун тӑрӑх суд ларӑвне ирттерме юрамасть, анчах та вӗсем ниме пӑхмасӑр хӑйсен путсӗр шухӑшне пурнӑҫа кӗртесшӗн.
Ҫак ҫынсенчен тӗрӗс суд тӑвасса кӗтме йывӑр. Иисус Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ хыҫҫӑн Синедрион Иисуса вӗлерме йышӑннӑ (Иоанн 11:47—53). Унсӑр пуҫне, темиҫе кун маларах тӗн пуҫлӑхӗсем Иисуса ярса тытса вӗлерме калаҫса татӑлнӑ (Матфей 26:3, 4). Апла пулсан, суд пуҫланичченех Иисуса вӗлерме приговор йышӑннӑ пулнӑ!
Аслӑ священниксемпе Синедрионӑн ытти членӗсем пӗрле пухӑннипе саккуна хирӗҫ кайнисӗр пуҫне вӗсем Иисуса айӑплама май пултӑр тесе суйса каласа паракан свидетельсене те тупма хӑтланаҫҫӗ. Свидетельсем сахал мар тупӑнаҫҫӗ, анчах вӗсем мӗн каласа пани пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑмасть. Юлашкинчен, вӗсенчен иккӗшӗ ҫапла пӗлтереҫҫӗ: «Вӑл: „этем аллипе тунӑ ҫак Турӑ Ҫуртне аркатӑп та виҫӗ кунран урӑххине, алӑпа туманнине, туса лартӑп“ тесе каланине эпир хамӑрах илтрӗмӗр» (Марк 14:58). Ҫакӑнта та вӗсем мӗн калани пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑмасть.
Каиафа Иисусран ыйтать: «Мӗншӗн Эсӗ хирӗҫ нимӗн те каламастӑн? Хӑвна айӑпланине хирӗҫ нимӗн те калаймастӑн-и?» (Марк 14:60.) Иисус чӗнмест — пӗр-пӗрне хирӗҫлесе калакан свидетельсем суйса айӑпланине хирӗҫ нимӗн те каламасть. Ҫавӑнпа чи аслӑ священник Каиафа тепӗр майпа усӑ курас тет.
Кам та пулин хӑйӗн пирки Турӑ Ывӑлӗ тесе калать пулсан, ҫакӑ иудейсене тарӑхтарма пултарнине Каиафа пӗлет. Иисус унччен Турра хӑйӗн Ашшӗ тесе каласан, иудейсем вӑл «Хӑйне Турӑпа тана» хурать тесе ӑна вӗлересшӗн пулаҫҫӗ (Иоанн 5:17, 18; 10:31—39). Вӗсем мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулнине пӗлсе Каиафа Иисуса чее ыйту парать: «Чӗрӗ Турӑ ячӗпе хушатӑп Сана: тупа туса кала пире — Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ Христос-и?» (Матфей 26:63.) Иисус чӑнах та хӑйӗн пирки Турӑ Ывӑлӗ тенӗ (Иоанн 3:18; 5:25; 11:4). Вӑл халӗ ҫавна тумасан, вӑл хӑйӗн пирки Турӑ Ывӑлӗ тата Христос теме пӑрахнӑ тесе калама пултарӗҫ. Ҫавӑнпа Иисус калать: «Эпӗ; акӑ эсир Этем Ывӑлӗ Пурне те Пултараканӑн сылтӑм енче ларнине курӑр, Вӑл тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр» (Марк 14:62).
Ҫакна илтсен, Каиафа ҫийӗнчи тумтирне пурне те курмалла ҫурса ярать те кӑшкӑрать: «Вӑл Турра хурлать! кӳнтеленсем [е свидетельсем] мӗне кирлӗ тата пире? Вӑл Турра хурланине акӑ хӑвӑрах илтрӗр! Эсир мӗн шутлатӑр?» Синедрион пӗр сӑлтавсӑрах ҫакӑн пек йышӑну тӑвать: «Айӑплӑ, вӗлермелле» (Матфей 26:65, 66).
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисусран мӑшкӑллама пуҫлаҫҫӗ. Ӑна чышкӑпа ҫапаҫҫӗ, ҫупа-ҫупа яраҫҫӗ тата питрен сураҫҫӗ. Унтан унӑн куҫне хупласа ӑна ҫупа-ҫупа яраҫҫӗ те йӗкӗлтесе: «Эсӗ пророк пулсан, кала-ха — Сана кам ҫапрӗ?» — тесе ыйтаҫҫӗ (Лука 22:64). Каҫхине саккуна пӑсса ирттернӗ судра Турӑ Ывӑлӗн акӑ мӗнле мӑшкӑл тӳсме тивет!