137-МӖШ СЫПӐК
Аллӑмӗш кун уявӗ умӗн ҫӗр-ҫӗр ҫынна курӑнать
МАТФЕЙ 28:16—20 ЛУКА 24:50—52 АПОСТОЛСЕН ӖҪӖСЕМ 1:1—12; 2:1—4
ИИСУС НУМАЙӐШНЕ КУРӐНАТЬ
ТӲПЕНЕ ХӐПАРАТЬ
ИИСУС 120 ВӖРЕНЕКЕНӖ ҪИНЕ СВЯТОЙ СЫВЛӐШ ЯРАТЬ
Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус 11 апостолне Галилейӑри пӗр ту ҫине кайма ыйтать, вара унта вӗсем ӑна тӗл пулаҫҫӗ. Унта ытти вӗренекенӗсем те пыраҫҫӗ. Вӗсен шучӗ пӗр 500-е яхӑн. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем ку чӑннипех Иисус пулни пирки чи малтан иккӗленеҫҫӗ (Матфей 28:17; 1 Коринф 15:6). Анчах Иисус халӗ калакан сӑмахсем вӗсенчен кашнине вӑл чӗрӗ пулнине ӑнланса илме пулӑшӗҫ.
Иисус хӑйне Турӑ тӳпере те, ҫӗр ҫинче те пӗтӗм влаҫа панӑ тесе калать. «Ӗнтӗ кайӑр та — чӗнсе калать вӗсене Иисус,— пур халӑха та вӗрентсе [«пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлӗр, вӗсене», ҪТ] Ашшӗн, Ывӑлӗн, Таса Сывлӑшӗн ячӗпе тӗне кӗртӗр, Эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене» (Матфей 28:18—20). Чӑнах та, Иисус чӗрӗ. Унсӑр пуҫне, ӑна ырӑ хыпар сарас ӗҫ малалла пыни халӗ те интереслентерет.
Иисус хыҫҫӑн пыракансене пурне те — арҫынсене те, хӗрарӑмсене те, ачасене те — вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе тума хушнӑ. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хирӗҫ тӑракансем чарса лартма хӑтланӗҫ, анчах та Иисус: «Ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те пур ирӗке те Мана панӑ»,— тесе шантарса калать. Вӑл хӑй хыҫҫӑн пыракансене: «Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп»,— тесе сӑмах парать. Иисус ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнакансем тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултарӗҫ тесе каламасть. Анчах та вӗсене святой сывлӑш пулӑшса тӑрӗ.
Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн вӗренекенӗсене «хӗрӗх кун хушши» курӑнать. Вӗсем ӑна палласа илеймен чухне те «Вӑл вӗсене Хӑй чӗрӗ иккенне нумай тӗрлӗн кӑтартса» парать. Ҫавӑн пекех вӑл вӗсене «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен» те вӗрентет (Апостолсен ӗҫӗсем 1:3; 1 Коринф 15:7).
Апостолсем Галилейӑра пулнӑ чухне пулас, Иисус вӗсене Иерусалима таврӑнма хушать. Ҫав хулара вӗсемпе тӗл пулсан, вӑл калать: «Иерусалимран ан кайӑр, Аттем ярса пама пулнине кӗтсе тӑрӑр; ун ҫинчен эсир Манран илтнӗ ӗнтӗ: Иоанн шыва кӗртнӗ, эсир вара темиҫе кун иртсенех Таса Сывлӑшпа тӗне кӗретӗр» (Апостолсен ӗҫӗсем 1:4, 5).
Каярахпа Иисус каллех хӑйӗн апостолӗсемпе тӗл пулать. Вӑл вӗсене Елеон тӑвӗн хӗвелтухӑҫ айккинче вырнаҫнӑ Вифание илсе ҫитерет (Лука 24:50). Иисус хӑй каясси пирки темӗн чухлӗ каласа панӑ пулин те, вӗсем халӗ те унӑн Патшалӑхӗ хӑш-пӗр енчен ҫӗр ҫинче пулать тесе шутлаҫҫӗ (Лука 22:16, 18, 30; Иоанн 14:2, 3).
Апостолсем Иисусран ыйтаҫҫӗ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр, ҫӗнӗ Израиль патшалӑхне Эсӗ ҫак вӑхӑтра никӗслесшӗн-и?» Вӑл вӗсене хуравлать: «Аттем Хӑй ирӗкӗпе палӑртнӑ вӑхӑта е тапхӑра [«пӗлесси сирӗн ӗҫӗр мар», ҪХ] эсир пӗлме пултараймастӑр». Унтан Иисус вӗренекенӗсен мӗнле ӗҫ тумаллине палӑртса ҫапла калать: «Таса Сывлӑш ансассӑн, эсир хӑват илетӗр те вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех каласа кӑтартакансем пулатӑр» (Апостолсен ӗҫӗсем 1:6—8).
Апостолсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисуспа Елеон тӑвӗ ҫинче тӑраҫҫӗ, сасартӑк вӑл тӳпенелле хӑпарма пуҫлать. Кӗҫех ӑна пӗлӗт хупласа илет те вӑл куҫран ҫухалать. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус тӗрлӗ ӳт-пӳллӗ пулса курӑннӑ. Анчах халӗ вӑл хӑйӗн этем кӗлеткине — ку хутӗнче хӑйӗн вӗренекенӗсене курӑннӑ кӗлеткене — хӑварать те тӳпене сывлӑш пулса таврӑнать (1 Коринф 15:44, 50; 1 Петр 3:18). Шанчӑклӑ апостолсем Иисус хӑпарса кайнине пӑхса тӑнӑ чухне вӗсемпе юнашар «шурӑ тумлӑ икӗ ҫын» курӑнса каять. Кусем вӗсем — ҫын кӗлеткине илнӗ ангелсем. Вӗсем ыйтаҫҫӗ: «Эй, Галилея ҫыннисем!.. Мӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Эсир Иисус хӑвӑртан уйӑрӑлса тӳпене ҫӗкленнине куртӑр. Вӑл тӳпене епле ҫӗкленчӗ, килессе те ҫавнашкалах килӗ» (Апостолсен ӗҫӗсем 1:10, 11, ҪХ).
Иисусӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсем ҫеҫ вӑл тӳпене кайнине курнӑ. Турӑ Патшалӑхӗнче Иисус патшана ларсан, вӑл «килессе те ҫавнашкалах килӗ», урӑхла каласан, вӑл тӳпере патшана ларнине унӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсем ҫеҫ тавҫӑрса илӗҫ.
Апостолсем Иерусалима таврӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑнхи кунсенче вӗсем ытти вӗренекенсемпе пӗрле пухӑнса тӗлпулусем ирттереҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӗсемпе пӗрле унта «Иисус Амӑшӗ Мария тата Иисусӑн тӑванӗсем» (Апостолсен ӗҫӗсем 1:14, ҪХ). Вӗсем пурте пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтӑваҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем Иуда Искариот вырӑнне кама суйласа илесси пирки, ҫапла вара апостолсен шучӗ каллех 12 пултӑр тесе кӗлтӑваҫҫӗ (Матфей 19:28). Вӗсем ҫав ҫын Иисусӑн ӗҫӗсене тата вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине куракансенчен пӗри пултӑр теҫҫӗ. Вӗсем шӑпа яраҫҫӗ — ҫакӑ вӑл Турӑ ирӗкне пӗлес тесе шӑпа яни ҫинчен Библире юлашки хут асӑнни (Псалом 108:8; Ытарӑшсем 16:33). Матфия суйласа илеҫҫӗ. Вӑл Иисус ырӑ хыпар сарма янӑ 70 вӗренекен шутне кӗме пултарнӑ. Ӑна 11 апостолпа пӗрле пӗр йыша кӗртеҫҫӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 1:26).
Иисус тӳпене кайнӑ хыҫҫӑн 10 кун иртсен, иудейсен уявӗ, пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗ, пуҫланать. Ҫав уяв вӑхӑтӗнче Иерусалимри ҫуртсенчен пӗринче ҫӳлти пӳлӗме 120-е яхӑн вӗренекен пухӑнать. Сасартӑк вӑйлӑ ҫил кӗрлесе килнӗ чухнехи пек шав пӗтӗм пӳрте кӗрсе тулать. Вӗренекенсем вут ҫулӑмӗ евӗрлӗ чӗлхесем кураҫҫӗ, вара кашнийӗ ҫине пӗрер анать. Пурте тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма пуҫлаҫҫӗ. Ҫапла вара, Иисус сӑмах панӑ пек, святой сывлӑш ярса пани пулса иртет (Иоанн 14:26).