Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 104 калав
  • Иисус пӗлӗт ҫине таврӑнать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иисус пӗлӗт ҫине таврӑнать
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
    Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
  • Турӑ Патшалӑхӗ мӗн вӑл? Вӑл килессе кӗтнине пирӗн мӗнле кӑтартмалла?
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
Ытларах пӗлӗр
Библи калавӗсен кӗнеки
my 104 калав
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен куҫӗ умӗнче пӗлӗт ҫине хӑпарса каять

104-МӖШ КАЛАВ

Иисус пӗлӗт ҫине таврӑнать

ҪАК кунсенче Иисус нумай хутчен хӑйӗн вӗренекенӗсене курӑнать. Иисусӑн 500-е яхӑн вӗренекенӗ ӑна пӗр вӑхӑтрах кураҫҫӗ. Иисус вӗсене мӗн ҫинчен каласа панине пӗлетӗн-и? Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен. Иегова Иисуса ҫӗр ҫине хӑйӗн Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентме янӑ. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн та ун ҫинчен каласа ҫӳреме чарӑнмасть.

Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ, астӑватӑн-и? Тӗрӗс, Турӑ Патшалӑхӗ вӑл — пӗлӗтре вырнаҫнӑ Туррӑн чӑн-чӑн правительстви, Иисус вара — Турӑ суйласа лартнӑ Патша. Иисус выҫӑ ҫынсене тӑрантарнипе, чирлисене сыватнипе тата вилнисене чӗртсе тӑратнипе питӗ чаплӑ патша пулассине кӑтартнӑ — эпир ҫакна пӗлтӗмӗр ӗнтӗ!

Иисус пин ҫул хушши патша пулса ертсе пынӑ вӑхӑтра ҫӗр ҫинче мӗнле пурнӑҫ пулӗ-ши? Ҫапла, пӗтӗм ҫӗр илемлӗ сад пулса тӑрӗ. Урӑх нихӑҫан та вӑрҫӑсем, усал ӗҫсем тӑвасси, чирсем тата вилӗм те пулмӗҫ. Ҫапла пулассине эпир пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен Турӑ ҫӗре ҫынсем райра телейлӗ пурӑнччӑр тесе тунӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ чи малтанах вӑл Еде́м садне лартса ӳстернӗ. Иисус вара Турӑ ирӗкне пӗтӗмпех туса ҫитерӗ.

Халӗ Иисусӑн пӗлӗт ҫине таврӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Хӗрӗх кун хушши вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене курӑннӑ. Ҫавӑнпа та вӑл чӗрӗ пулнине вӗсем ҫирӗп ӗненеҫҫӗ. Хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑварас умӗн Иисус вӗсене калать: «Святой сывлӑш иличчен Иерусалимра́н ан кайӑр». Святой сывлӑш вӑл — Туррӑн ӗҫ тӑвакан вӑйӗ, ӑна вӗрекен ҫилпе танлаштарма пулать. Ҫак вӑй Иисусӑн вӗренекенӗсене Турӑ ирӗкне тума пулӑшӗ. Юлашкинчен вара Иисус вӗренекенӗсене калать: «Сирӗн ман ҫинчен ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех вӗрентсе ҫӳремелле».

Иисус ҫакна каланӑ хыҫҫӑн тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртет. Ӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек, Иисус пӗлӗт ҫине хӑпарса каять. Кайран ӑна пӗлӗтсем хупласа илеҫҫӗ, вара вӗренекенӗсем урӑх ӑна курмаҫҫӗ. Иисус пӗлӗт ҫине каять те унтан ҫӗр ҫинче юлнӑ хӑйӗн вӗренекенӗсене ертсе пыма пуҫлать.

1 Коринф 15:3—8; Апокалипсис 21:3, 4; Апостолсен ӗҫӗсем 1:1—11.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр