3-МӖШ УРОК
Ыйтусем пар
Матфей 16:13—16
ТӖЛЛЕВ. Хӑвна итлекенсене интереслентерсе ярас тесе, тимлӗ итлеме пулӑшас тесе, шухӑшлаттарас тесе тата тӗп шухӑшсене палӑртас тесе ыйтусем пар, анчах та ҫакна ҫынсен туйӑмӗсене шута илсе ту.
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
Интереслентерсе яр та хӑвна тимлӗ итлеме ҫӑмӑл пултӑр тесе тӑрӑш. Хӑвна итлеме интереслӗ пултӑр тесе е ыттисене шухӑшлама хавхалантарас тесе ыйтусем пар.
Шухӑшлаттар. Итлекенсене шухӑшсем пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑнса пынине курса тӑма пулӑш. Ыйтусем парса кирлӗ шухӑш патне илсе ҫитер.
Кирлӗ шухӑшсене палӑрт. Тӗп шухӑшсене каличчен интереслентерсе яма пултаракан ыйтусем пар. Ҫав шухӑшсене палӑртса хӑварас тесе те ыйтусемпе усӑ кур. Вӗсене шухӑша сӳтсе явнӑ хыҫҫӑнах е доклад вӗҫӗнче пама пулать.