8-МӖШ УРОК
Вӗрентнӗ чухне тӗслӗхсемпе усӑ кур
Матфей 13:34, 35
ТӖЛЛЕВ. Итлекенсен чӗрисене пырса тивекен тата тӗп шухӑшсене ӑнланма пулӑшакан тӗслӗхсемпе усӑ кур.
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
Ӑнланма ҫӑмӑл тӗслӗхсемпе усӑ кур. Ӑнланма йывӑр япаласене ӑнлантарса панӑ чухне Иисусран тӗслӗх илсе кулленхи пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ ахаль тӗслӗхсемпе усӑ кур. Кирлӗ мар вак-тӗвексем ҫине ан тимлеттер. Тӗслӗх эсӗ ӑнлантарса паракан шухӑшпа килӗшсе тӑнине тӗрӗсле. Унсӑрӑн эсӗ илсе панӑ тӗслӗх итлекенсене пӑтраштарса яма пултарать.
Итлекенсем ҫинчен шутла. Эсӗ илсе паракан тӗслӗхсем ҫынсене мӗн интереслентернипе тата вӗсен кулленхи пурнӑҫӗпе ҫыхӑнса тӑччӑр. Ыттисене аванмарлантарма е кӳрентерме пултаракан тӗслӗхсемпе усӑ ан кур.
Тӗп шухӑшсене палӑрт. Тӗслӗхсене тӗп шухӑшсене ӑнлантарса панӑ чухне кӑна илсе пар. Итлекенсем тӗслӗхе кӑна мар, ӑна мӗнле тӗллевпе каланине те астуса юлччӑр.