Вӗрентес пултарулӑха лайӑхлатма пулӑшакан виҫӗ канаш
1. Пирӗн мӗншӗн вӗрентес тӗлӗшрен лайӑхланма тӑрӑшмалла?
1 Пур хыпарҫӑ та — вӗрентекен. Эпир ҫынпа пӗрремӗш хут калаҫатпӑр-и, интереса аталантарма тепӗр хут килнӗ-и е Библи вӗренӗвӗ ирттеретпӗр, пирӗн тӗллев — пӗлӳ парасси. Ҫак пӗлӳ ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. Вӗт эпир «Турӑ Ҫырӑвӗнче» ҫырнисене ӑнланма пулӑшатпӑр, вӗсем ҫынсене «ҫӑлӑнмашкӑн... ӑслӑлантарса ҫитер[еҫҫӗ]» (2 Тим. 3:15). Мӗн тери пысӑк чыс! Акӑ вӗрентес тӗлӗшрен лайӑхланма виҫӗ канаш.
2. Ансат мӗнле вӗрентмелле?
2 Ансатлӑх. Эпир пӗр-пӗр темӑна лайӑх пӗлетпӗр пулсан, тепӗр ҫыншӑн ҫав тема йывӑр пулнине ҫӑмӑллӑнах манса кайма пулать. Ҫавӑнпа Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чух кирлӗ мар вак-тӗвек ҫинче чарӑнса ан тӑрӑр. Ун вырӑнне тӗп шухӑшсене палӑртӑр. Лайӑх вӗрентни нумай каламаллине пӗлтермест (Ытар. 10:19). Ытларах чухне Библири тӗп сӑвӑ йӗркисене кӑна вуламалла. Вуланӑ хыҫҫӑн вара сӳтсе явакан темӑпа ҫыхӑннӑ шухӑшсем ҫине кӑна тимлеттерӗр. Иисусӑн ту ҫинчи вӗрентӗвӗнче, Матфей ҫырнинче, 5—7-мӗш сыпӑксенче, питӗ тарӑн шухӑшсем пур, Иисус вара вӗсене ансат тата кӗскен каланӑ.
3. Тӗслӗхсем мӗнле усӑ параҫҫӗ тата мӗнлисем ӑнӑҫлӑрах?
3 Тӗслӗхсем. Тӗслӗхсем шухӑшлама хавхалантараҫҫӗ, туйӑмсене хускатаҫҫӗ тата астуса юлма пулӑшаҫҫӗ. Лайӑх тӗслӗхсем илсе памашкӑн ӑста халапҫӑ пулни кирлех мар. Иисус усӑ курнӑ тӗслӗхсем час-часах кӗске те ансат пулнӑ (Матф. 7:3—5; 18:2—4). Схема евӗрлӗ ӳкерчӗксем те усӑллӑ пулма пултараҫҫӗ. Маларах кӑшт шухӑшласа пӑхсан, лайӑх тӗслӗхсем шухӑшласа кӑларма пулать.
4. Ыйтусемпе ӑнӑҫлӑ мӗнле усӑ курма пулать?
4 Ыйтусем. Ыйтусем шухӑшлама хистеҫҫӗ. Ҫавӑнпа тӳсӗмлӗ пулса ҫын хуравласса кӗтӗр. Ыйту ҫине тӳрех хӑв хуравласан эсӗ вӗренекен ҫакӑн пирки мӗн шухӑшланине пӗлеймӗн. Вӑл тӗрӗс хуравламасть пулсан, ӑна тӳрлетме кирлӗ мар, ун вырӑнне хушма ыйтусем парса хӑйне тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тума пулӑшни лайӑхрах (Матф. 17:24—27). Паллах, пирӗн хушӑра пӗр ҫитменлӗхсӗр вӗрентекенсем ҫук. Ҫавӑнпа Библи пире хамӑр мӗнле вӗрентнине асӑрхаса тӑма хавхалантарать. Ҫакӑ пире те, пире итлекенсене те ӗмӗрлӗх пиллӗхсем парӗ (1 Тим. 4:16).