Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lff 14 урок
  • Турӑ хӑш тӗне ырлать?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Турӑ хӑш тӗне ырлать?
  • Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
  • ТӖП ШУХӐШ
  • ТӖПЧЕМЕЛЛИ
  • Иеговӑна пуҫҫапни телейлӗрех тӑвать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем сире мӗнле усӑ пама пултараҫҫӗ?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Турра мӗнле пуҫҫапни юрӑхлӑ?
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Турра мӗнле тӗрӗс пуҫҫапмалла?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
Ытларах пӗлӗр
Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
lff 14 урок
14-мӗш урок. Тӗлпулура Иегова Свидетелӗсем тата унта килнисем юрӑ юрлаҫҫӗ.

14-МӖШ УРОК

Турӑ хӑш тӗне ырлать?

Пичетленӗ публикаци
Пичетленӗ публикаци
Пичетленӗ публикаци

Иртнӗ урокран эпир Турӑ пур тӗне те ырламаннине пӗлтӗмӗр. Ҫав-ҫавах эпир хамӑра Пултаракана, хамӑр Турра, пуҫҫапнӑ чухне ӑна юрӑхлӑ пуҫҫапма пултаратпӑр (Иаков 1:27). Ҫавна тума мӗн кирлӗ? Ҫакӑн пирки Библире мӗн каланине пӗлер.

1. Турра тӗрӗс мӗнле пуҫҫапмаллине эпир ӑҫтан пӗлме пултаратпӑр?

Ҫакна эпир Библирен пӗлме пултаратпӑр. Иисус Христос Иегова Турра ҫапла каланӑ: «Санӑн сӑмаху — чӑнлӑх» (Иоанн 17:17). Хӑш-пӗр тӗнсем Турӑ Сӑмахӗнчи, Библири, чӑнлӑха шута илмеҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем ӑна ҫынсен йӑлисемпе тата вӗрентӗвӗсемпе улӑштараҫҫӗ. Кам та пулин «Турӑ хушнине» тытса тӑмасть пулсан, ҫакӑ Иеговӑна хурлантарать. (Марк 7:9 вулӑр.) Тепӗр енчен, эпир Турра Библире каланӑ пек пуҫҫапатпӑр пулсан тата унта ҫырса панӑ канашсене тытса тӑратпӑр пулсан, ҫакӑ Иеговӑна савӑнтарать.

2. Иеговӑна пирӗн мӗнле пуҫҫапмалла?

Иегова — пире тунӑ Турӑ, ҫавӑнпа та пирӗн ӑна чунтан парӑнса пурӑнмалла (Ӳлӗмхи 4:11). Ҫакӑ вӑл пирӗн ӑна юратмалла, ӑна ҫеҫ пуҫҫапмалла тата ӑна пуҫҫапнӑ чухне нимле йӗрӗхпе те, ӳкерчӗкпе те, турӑшпа та усӑ курмалла мар тенине пӗлтерет. (Исаия 42:8 вулӑр.)

Эпир мӗнле пуҫҫапни Иеговӑна юрӑхлӑ тата сӑваплӑ пулмалла (Рим 12:1). Апла пулсан, пирӗн унӑн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнмалла. Тӗслӗхрен, Иеговӑна юратакансем вӑл мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки панӑ законсене юратаҫҫӗ тата вӗсене тытса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем сиен кӳрекен йӑласенчен сыхланаҫҫӗ, сӑмахран, чӗлӗм туртмаҫҫӗ, наркотикпе тата эрехпе иртӗхмеҫҫӗa.

3. Мӗншӗн Иеговӑна пирӗн ыттисемпе пӗрле пуҫҫапмалла?

Пирӗн тӗлпулусем кашни эрнере иртеҫҫӗ. Ҫав тӗлпулусем пире Иеговӑна пухура мухтама чаплӑ май параҫҫӗ (Псалом 110:1, 2). Сӑмахран, эпир унта Турра мухтаса юрлатпӑр. (Псалом 103:33 вулӑр.) Иегова пире ҫавӑн пек тӗлпулусене ҫӳреме ыйтать, мӗншӗн тесен вӑл пире юратать тата ҫав тӗлпулусем пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пулӑшасса пӗлет. Пӗрле пуҫтараннӑ чухне эпир пӗр-пӗрне ҫирӗплететпӗр тата хавхалантаратпӑр.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Ҫынсем йӗрӗхсемпе, турӑшсемпе усӑ курса пуҫҫапнине мӗншӗн Иегова ырламаннине тӗпчӗр. Турра эпир мӗнле пуҫҫапма пултарнине пӗлӗр.

4. Турра пуҫҫапнӑ чухне йӗрӗхсемпе, турӑшсемпе усӑ курмалла мар

Турӑ ҫакна ырламаннине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

ВИДЕО: «Турӑ хӑйне пуҫҫапнӑ чухне ӳкерчӗксемпе тата тӗрлӗ япаласемпе усӑ курнине ырлать-и?» (3:26)

Ӳкерчӗксем: 1. Арҫын апат-ҫимӗҫ тултарнӑ савӑтсем умӗнче тата турӑ кӗлетки умӗнче кӗлтӑвать. 2. Арҫын Таса хӗр Мария кӗлетки умӗнче шӑрҫана тытса кӗлтӑвать.
  • Хӑш-пӗрисем Турра пуҫҫапнӑ чухне йӗрӗхпе усӑ курма пуҫласан мӗн пулса тухнӑ?

Хӑш-пӗр ҫынсем Турра пуҫҫапнӑ чухне йӗрӗхсемпе усӑ кураҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫапла тунипе Турӑпа ҫывӑхланнине туяҫҫӗ. Чӑннипе вара, ҫакӑ вӗсене Турӑран пӑрса ярать ҫеҫ. Мӗнле майпа? Тухни 20:4—6 тата Псалом 105:35, 36 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Ҫынсем Турра пуҫҫапнӑ чухне мӗнле япаласемпе е мӗнле йӗрӗхсемпе усӑ кураҫҫӗ?

  • Йӗрӗхсемпе усӑ курни ҫине Иегова мӗнле пӑхать?

  • Турра пуҫҫапнӑ чухне йӗрӗхсемпе усӑ курни ҫинчен эсир хӑвӑр мӗн шутлатӑр?

5. Эпир Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапатпӑр пулсан, ҫакӑ пире суя тӗн вӗрентӗвӗсемпе тӗшмӗшрен хӑтарать

Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапни суя тӗн вӗрентӗвӗсемпе тӗшмӗшрен мӗнле хӑтарнине пӗлӗр. ВИДЕО пӑхӑр.

ВИДЕО: «Чӑнлӑх мана ирӗке кӑларчӗ» (5:16)

Псалом 90:14 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Эпир Иеговӑна юрататпӑр тата ӑна ҫеҫ пуҫҫапатпӑр пулсан, вӑл пире мӗн тума сӑмах парать?

6. Эпир Турра пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче пуҫҫапатпӑр

Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче эпир Иеговӑна мухтатпӑр, юрӑ юрланипе пӗр-пӗрне ҫирӗплететпӗр тата хуравсем панипе пӗр-пӗрне хавхалантаратпӑр. Псалом 21:23 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Сире тӗлпулусенче ыттисем мӗнле хуравланине итлеме килӗшет-и?

  • Сирӗн хурав пама хатӗрленсе хурас килет-и?

Библи вӗренекен хӗрарӑм Турра тӗрӗс пуҫҫапма вӗреннине кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1. Вӑл пухӑвӑн тӗлпулӑвӗнче Турра юрӑ юрласа мухтать. 2. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗнче вӑл хурав парать. 3. Вӑл хӗрарӑмпа унӑн хӗрне Библие ӑнлантарса паракан видео кӑтартать.

7. Эпир Библирен мӗн пӗлнине ыттисене каласа панӑ чухне Иегова савӑнать

Библири чӑнлӑха ыттисене каласа памалли майсем пирӗн нумай. Псалом 9:2 тата 33:2 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Библирен эсир мӗн пӗлтӗр, ҫавсенчен хӑшне сирӗн ыттисене каласа парас килет?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Турра юраса пӗтерме май ҫук».

  • Эсир вара мӗн шутлатӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Эпир Турра пуҫҫапнӑ чухне, ӑна пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче мухтанӑ чухне тата Библирен мӗн пӗлнине ыттисене каласа панӑ чухне ӑна савӑнтаратпӑр.

Вӗреннине аса илни

  • Турра тӗрӗс мӗнле пуҫҫапмаллине эпир ӑҫтан пӗлме пултаратпӑр?

  • Мӗншӗн Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапмалла?

  • Мӗншӗн Турра пирӗн ыттисемпе пӗрле пуҫҫапмалла?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

«Больше не служу идолам» статьяра пӗр хӗрарӑм йӗрӗхсене пуҫҫапма мӗнле пӑрахни ҫинчен вулӑр.

«Библия меняет жизнь» («Сторожевая башня», 2011 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗ)

Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче сире хуравсем пама мӗн пулӑшма пултарнине пӗлӗр.

«Пухура Иеговӑна мухтаса тӑрӑр» («Хурал башни», 2019 ҫулхи январь)

Пӗр ҫамрӑка пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме йывӑр пулнӑ пулин те, ҫав тӗлпулусем ӑна мӗнле усӑ панине пӑхӑр.

«Иегова маншӑн тӑрӑшнӑ» (3:07)

Ҫынсенчен нумайӑшӗ хӗрес христиансен тӗнӗн символӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ку чӑнах та ҫапла-ши? Турра пуҫҫапнӑ чухне хӗреспе усӑ курмалла-и?

«Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем хӗреспе усӑ курмаҫҫӗ?» (интернет-статья)

a Ҫак темӑсене ҫитес уроксенче тӗплӗнрех сӳтсе явӑпӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр