Путекӗн туйӗшӗн савӑнӑр!
«Савӑнса хӗпӗртер... мӗншӗн тесен Путекӗн туйӗ ҫитрӗ» (ӲЛӖМ. 19:7, ҪХ).
1, 2. а) Камӑн туйӗ пӗлӗтре пысӑк савӑнӑҫ кӳрӗ? ӑ) Мӗнле ыйтусене эпир пӑхса тухӑпӑр?
ТУЯ хатӗрленме яланах вӑхӑт кирлӗ. Анчах та эпир хӑйне евӗрлӗ туй — пӗр патшан туйӗ — ҫинчен калаҫӑпӑр. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, ҫав туя 2 000 ҫула яхӑн хатӗрленеҫҫӗ. Халӗ вара туй вӑхӑчӗ питӗ хӑвӑрт ҫывхарса пырать. Кӗҫех Патша керменӗнче кӗвӗ янрама пуҫлӗ те ҫӳлти ҫарсем ҫапла юрласа ярӗҫ: «Аллилуия! Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Туррӑмӑр патшана ларчӗ! Ӗнтӗ савӑнса хӗпӗртер те Ӑна мухтар, мӗншӗн тесен Путекӗн туйӗ ҫитрӗ. Ӗнтӗ ҫураҫнӑ хӗрӗ те капӑрланса хатӗрленчӗ» (Ӳлӗм. 19:6, 7, ҪХ).
2 Ҫак сӑвӑ йӗркинче каланӑ «Путек» вӑл — Иисус Христос (Иоанн 1:29). Унӑн туйӗ пӗлӗтре пысӑк савӑнӑҫ кӳрӗ. Ҫак туя вӑл мӗн тумланса килет? Унӑн ҫураҫнӑ хӗрӗ кам вӑл? Туя хӗрӗ хӑйне мӗнле хатӗрленӗ? Туй хӑҫан пулать? Ҫак мӑшӑрлану пӗлӗтре савӑнӑҫ кӳрет, анчах та ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакансем ҫавӑншӑн ҫавӑн пекех хӗпӗртӗҫ-ши? Ҫак ыйтусен хуравӗсене пире 44-мӗш Псалома малалла пӑхса тухнӑ май пӗлме интереслӗ пулӗ.
УНӐН ТУМӖНЧЕН ЫРӐ ШӐРШӐ ТУХСА ТӐРАТЬ
3, 4. а) Кӗрӳ Каччӑн туй тумӗ пирки мӗн каланӑ тата ӑна мӗн савӑнӑҫлӑрах тӑвать? ӑ) Кӗрӳ Каччӑпа пӗрле савӑнакан «патша хӗрӗсем» тата «патша мӑшӑрӗ» камсем вӗсем?
3 Псалом 44:9, 10 вуласа пар. Кӗрӳ Каччӑ — Иисус Христос — туя хӑйӗн чаплӑ патша тумне тӑхӑнать. Ҫав тумран, «чи паха ырӑ» шӑршӑллӑ япала евӗрлӗ, Израильте усӑ курнӑ сӗрмелли сӑваплӑ ҫӑвӗнчи смирнӑпа кассия пек, ытарма ҫук тутлӑ шӑршӑ тухса тӑрать (Тух. 30:23—25).
4 Керменте янраса тӑракан пӗлӗтри кӗвӗ туя кӗтекен Кӗрӳ Каччӑна тата савӑнӑҫлӑрах тӑвать. Унпа пӗрле «патша мӑшӑрӗ» — Турӑ организацийӗн пӗлӗтри пайӗ — савӑнать. Ҫав организаци шутне «патша хӗрӗсем», урӑхла каласан, святой ангелсем кӗреҫҫӗ. Тӳпери сасӑсем пӗлтереҫҫӗ: «Савӑнса хӗпӗртер... мӗншӗн тесен Путекӗн туйӗ ҫитрӗ».
ҪУРАҪНӐ ХӖР ХӐЙНЕ ТУЯ ХАТӖРЛЕНӖ
5. Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ кам вӑл?
5 Псалом 44:11, 12 вуласа пар. Кӗрӳ Каччӑ кам иккенне эпир пӗлтӗмӗр ӗнтӗ, анчах унӑн ҫураҫнӑ хӗрӗ кам-ши вӑл? Вӑл ҫын мар. Ҫав ҫураҫнӑ хӗр святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен пӗтӗм ушкӑнне — 144 пинӗшне — пӗлтерет. Иисус Христос — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ҫак пухӑвӑн пуҫӗ. (Эфес 5:23, 24 вуласа пар.) Ҫак святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ 144 000 христианин пӗлӗтре Христоспа пӗрле унӑн Мессианла Патшалӑхӗнче ертсе пырӗ (Лука 12:32). Вӗсем «Путек кирек ӑҫта кайсан та... Ун хыҫӗнчен пыраҫҫӗ» (Ӳлӗм. 14:1—4). Вӗсем «Ун [Путекӗн] арӑмӗ» пулса тӑраҫҫӗ те унпа пӗрле унӑн тӳпери ҫуртӗнче пурӑнӗҫ (Ӳлӗм. 21:9; Иоанн 14:2, 3).
6. Мӗншӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнисем пирки «Патша хӗрӗ» тенӗ тата мӗншӗн вӗсене хӑйсен халӑхне манма хушнӑ?
6 Ҫав ҫураҫнӑ хӗре «этем хӗрӗ», ҫавӑн пекех «Патша хӗрӗ» тесе чӗнеҫҫӗ (Пс. 44:14). Ҫав «Патша» кам-ши вӑл? Иегова святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене ывӑллӑха илет те вӗсем вара унӑн «ачисем» пулса тӑраҫҫӗ (Рим 8:15—17). Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем пӗлӗтри ҫураҫнӑ хӗр пулса тӑнӑран вӗсене ҫапла хушнӑ: «Хӑвӑн халӑхна, [ҫӗр ҫинчи] аҫу кил-ҫуртне манӑҫла». Вӗсен «ҫӗр ҫинчи пирки мар, ҫӳлти ҫинчен» шухӑшламалла (Кол. 3:1—4, ҪХ).
7. а) Христос хӑйӗн пулас хӗрне мӗнле хатӗрлет? ӑ) Хӗрӗ хӑйӗн пулас упӑшки ҫине мӗнле пӑхать?
7 Ӗмӗрсем хушши Христос хӑйӗн пулас хӗрне пӗлӗтри туя хатӗрлет. Павел апостол ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Христос «ӗненекенсене юратнӑ... Чиркӳшӗн [«пухушӑн», ҪТ] Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ. Ҫакна Вӑл Чиркӗве сӑмахпа сӑваплатса тасатмашкӑн шыва кӗртес [«пухӑва сӑмахпа шывра ҫуса ӑна сӑваплӑ тӑвас, ӑна тасатас», ҪТ] тесе, мухтавлӑ Чиркӗвӗн [«пухӑвӑн», ҪТ] — Хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗн — нимӗнле ҫитменлӗх те ан пултӑр тесе, вӑл сӑваплӑ та таса пултӑр тесе тунӑ» (Эф. 5:25—27, ҪХ). Павел авалхи Коринфри святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене каланӑ: «Эпӗ сире Турӑ кӗвӗҫӗвӗпе кӗвӗҫсе чунӑма ҫунтаратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ сире пӗртен-пӗр ар валли — Христос валли — ҫураҫрӑм, сире Ун умне таса хӗр халлӗн тӑратасчӗ тетӗп» (2 Кор. 11:2, ҪХ). Ҫураҫнӑ хӗрӗн пуҫҫапни таса тата Турра юрӑхлӑ пулнӑран Иисус Христос Патша ӑна илемлӗ тесе шутлать. Хӗрӗ вара ӑна хӑйӗн «Хуҫи» тесе йышӑнать, ҫавӑн пекех ӑна хӑйӗн пулас упӑшки вырӑнне хурса пуҫ таять.
ҪУРАҪНӐ ХӖРЕ «ПАТША ПАТНЕ ИЛСЕ КАЯҪҪӖ»
8. Мӗншӗн ҫураҫнӑ хӗре сӑнласа панӑ чухне «мӗнпур чапӗ» текен сӑмахсемпе усӑ курни вырӑнлӑ?
8 Псалом 44:14, 15а вуласа пар. Патша туйне ҫураҫнӑ хӗр «мӗнпур чапӗпе» тухса тӑрать. Ӳлӗмхине 21:2-мӗшӗнче «упӑшкишӗн илемлӗ тумланнӑ, капӑрланнӑ ҫураҫнӑ хӗре» хулапа, «ҫӗнӗ Иерусалимпа» (ҪХ), танлаштарнӑ. Ҫав пӗлӗтри хулан «Турӑ мухтавлӑхӗ» пур тата «унӑн ҫути хаклӑ йышши, витӗр курӑнакан яспис теекен чул ҫути» евӗрлӗ (Ӳлӗм. 21:10, 11). Ҫӗнӗ Иерусалимӑн чапне Ӳлӗмхине кӗнекере илемлӗн каласа панӑ (Ӳлӗм. 21:18—21). Ҫавӑнпа ӗнтӗ псалом юрлакан ҫураҫнӑ хӗре сӑнласа панӑ чухне «мӗнпур чапӗ» текен сӑмахсемпе усӑ курать! Вӗт Патша туйӗ пӗлӗтре пулать-ҫке.
9. Ҫураҫнӑ хӗре мӗнле «Патша» патне илсе пыраҫҫӗ тата вӑл мӗнле тумланнӑ?
9 Ҫураҫнӑ хӗре Каччи, Мессианла Патша, патне илсе пынӑ. Каччи вара ӑна «сӑмахпа шывра ҫуса» тасатса хатӗрленӗ. Ҫураҫнӑ хӗр «сӑваплӑ та айӑпсӑр» (Эф. 5:26, 27, ҪТ). Ҫураҫнӑ хӗрӗн те ҫак событипе килӗшӳллӗ тумланмалла пулнӑ. Вӑл чӑнах та ҫавӑн пек тумланнӑ! «Унӑн тумтирне ылтӑнпа тӗрленӗ» тата «чеченленӗ хӳхӗм тумпа ӑна Патша патне илсе» кайӗҫ. Путекпе мӑшӑрланма «ӑна таса та шурӑ виссон тӑхӑнтартрӗҫ. Виссон тумтир вара сӑваплисен тӳрӗлӗхне пӗлтерет» (Ӳлӗм. 19:8, ҪХ).
«ТУЙӖ ҪИТРӖ»
10. Путекӗн туйӗ хӑҫан пулмалла?
10 Ӳлӗмхине 19:7 вуласа пар. Путекӗн туйӗ хӑҫан пулмалла? Ӳлӗмхине 19:7-мӗшӗнче «Унӑн арӑмӗ туя хатӗр тӑрать» тенӗ пулин те, ҫакӑн хыҫҫӑнхи сӑвӑ йӗркисенче туй ҫинчен каламан. Ун вырӑнне вӗсенче хӑрушла асап вӑхӑчӗн юлашки тапхӑрне уҫҫӑн сӑнласа панӑ (Ӳлӗм. 19:11—21). Апла пулсан, ҫакӑ туй Патша пӗтӗмпех ҫӗнтериччен пулать тенине пӗлтерет-и? Ҫук. Ӳлӗмхине кӗнекери курӑнусене хронологи йӗркипе ҫырса паман. Патша туйӗ, 44-мӗш Псаломра каланӑ тӑрӑх, Патша, Иисус Христос, малтан хӑйӗн хӗҫне пилӗкӗнчен ҫакса ярса тӑшманӗсене тӗп тунӑ хыҫҫӑн пуҫланать (Пс. 44:4, 5).
11. Туй пуҫланиччен Христос мӗн-мӗн тӑвӗ?
11 Ҫавӑнпа та эпир событисем ҫакӑн пек йӗркепе пулса пырӗҫ теме пултаратпӑр: малтан «аскӑнран та аскӑн арӑма», Аслӑ Вавилона, суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империне, тӗп тӑвӗҫ (Ӳлӗм. 17:1, 5, 16, 17; 19:1, 2). Унтан Сатанан йӗркесӗр тӗнчин ҫӗр ҫинче тӑрса юлнӑ пайне Христос Армагеддонра, «Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн аслӑ кунӗнче» пулакан вӑрҫӑра, тӗппипех пӗтерӗ (Ӳлӗм. 16:14—16; 19:19—21). Юлашкинчен вара Сатанапа унӑн демонӗсене Патша тӗпсӗр вырӑна хупса хунипе пӗтӗмпех ҫӗнтерӗ. Унта вӗсем, вилнисем пекех, никама та нимле сиен те тума пултараймӗҫ (Ӳлӗм. 20:1—3).
12, 13. а) Путекӗн туйӗ хӑҫан пулать? ӑ) Путекӗн туйӗ пӗлӗтре кама савӑнтарӗ?
12 Юлашки кунсенче святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем, мӗн виличченех шанчӑклӑ тӑрса юлнисем, пӗлӗтре пурӑнма вилӗмрен чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ. Аслӑ Вавилона тӗп тунӑ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт иртсен, анчах та Армагеддонччен, Христос ҫӗр ҫинче тӑрса юлнӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене пурне те хӑйӗн патне пӗлӗт ҫине пуҫтарӗ (1 Фес. 4:16, 17). Унтан, Армагеддон вӑрҫи хыҫҫӑн, Путекӗн туйӗ пуҫланать. Ҫакӑ мӗн тери савӑнӑҫлӑ событи пулӗ! «Путекӗн туйне чӗннисем телейлӗ»,— тенӗ Ӳлӗмхине 19:9-мӗшӗнче (ҪХ). Ҫураҫнӑ хӗр класне кӗрекен 144 пинӗшӗ чӑннипех савӑнӑҫлӑ пулӗ. Патша та хӑйӗн Патшалӑхӗнче хӑйӗн сӗтелӗ хушшинче хӑйӗнпе пӗрле патшара ларакансем пурте, сӑнарлӑ каласан, ӗҫсе ҫисе ларнине кура хӗпӗртӗ (Лука 22:18, 28—30). Анчах та Путекӗн туйӗ Кӗрӳ Каччӑпа унӑн хӗрне кӑна мар савӑнӑҫ кӳрӗ.
13 Ҫӳлти ҫарсем пурте пӗрле ҫапла юрлаҫҫӗ тесе маларах палӑртнӑччӗ ӗнтӗ: «Савӑнса хӗпӗртер те Ӑна [Иеговӑна] мухтар, мӗншӗн тесен Путекӗн туйӗ ҫитрӗ. Ӗнтӗ ҫураҫнӑ хӗрӗ те капӑрланса хатӗрленчӗ» (Ӳлӗм. 19:6, 7, ҪХ). Анчах та Иеговӑн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсем пирки мӗн калама пулать? Вӗсем те савӑнса хӗпӗртӗҫ-ши?
ВӖСЕНЕ «САВӐНСА, ХАВАСЛАНСА» ЕРТСЕ ПЫРӖҪ
14. 44-мӗш Псаломра каланӑ ҫураҫнӑ хӗрӗн «тус-хӗрӗсем» камсем вӗсем?
14 Псалом 44:13, 15ӑ, 16 вуласа пар. Захария пророк юлашки кунсенче пур халӑхран та тухнӑ ҫынсем, пархатарлӑ пулнипе, святой сывлӑшпа суйласа лартнисемпе, ҫӗр ҫинче юлнисемпе, пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Ҫав кунсенче акӑ мӗнле пулӗ: тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсенчен кашни халӑхӗн вунӑ ҫынни пӗр иудей аркинчен тытӗ те: „эпир санпа каятпӑр: сирӗнпе пӗрле Турӑ пулнине илтрӗмӗр эпир“ тейӗ» (Зах. 8:23). Псалом 44:13-мӗшӗнче ҫав сӑнарлӑ «вунӑ ҫын» пирки «Тир хӗрӗ» тата «халӑх хушшинчи ҫӗрме пуянсем» тенӗ. Вӗсем хӑйсене святой сывлӑшпа суйласа лартнисем ырлаччӑр тата Иеговӑшӑн ӗҫлеме пулӑшчӑр тесе вӗсем патне парнесемпе пыраҫҫӗ. 1935-мӗш ҫултан пуҫласа святой сывлӑшпа суйласа лартнисем, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем, миллион-миллион ҫынна «тӗрӗслӗх енне» ҫавӑрнӑ, урӑхла каласан, вӗсене Иегова ҫинчен калакан чӑнлӑха вӗрентнӗ (Дан. 12:3). Ҫав «вунӑ ҫын», святой сывлӑшпа суйласа лартнисен шанчӑклӑ юлташӗсем, хӑйсен пурнӑҫне пур суя тӗнрен те тасатнӑ. Акӑ мӗншӗн вӗсене, ҫураҫнӑ хӗрӗн «тус-хӗрӗсем», урӑхла каласан, хӗрлӗхне ҫухатман «хӗрсем» тесе каланӑ. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халалланӑ та Иисус Христос Патшан шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пулнине ҫирӗплетсе панӑ.
15. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисемпе, хальлӗхе ҫӗр ҫинче пурӑнакансемпе, пӗрле «тус-хӗрӗсем» мӗнле ӗҫлесе тӑраҫҫӗ?
15 Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем, хальлӗхе ҫӗр ҫинче пурӑнакансем, ҫав «тус-хӗрӗсене» пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара» хастарлӑ сарма пулӑшнӑшӑн уйрӑмах пархатарлӑ (Матф. 24:14, ҪХ). «Сывлӑш та, ҫураҫнӑ хӗр те: кил!» тенисӗр пуҫне илтекенсем те: «Кил!» — теҫҫӗ (Ӳлӗм. 22:17). Ҫапла, «урӑх сурӑхсем» святой сывлӑшпа суйласа лартнисем, ҫураҫнӑ хӗр ушкӑнне кӗрекенсем: «Кил!» — тесе каланине илтнӗ те ҫураҫнӑ хӗрпе пӗрле ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те: «Кил!» — теҫҫӗ (Иоанн 10:16).
16. Иегова мӗнле майпа урӑх сурӑхсене чыс тунӑ?
16 Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем, халӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансем, хӑйсен «тус-хӗрӗсене» юратаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем Каччӑн Ашшӗ, Иегова, «урӑх сурӑхсене» ҫӗр ҫинче Путекӗн тӳпери туйне паллӑ тума май парса чыс тунӑшӑн савӑнаҫҫӗ. Ҫак «хӗрсене, унӑн тус-хӗрӗсене... савӑнса, хавасланса» ертсе пырӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ. Чӑнах та, ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакан урӑх сурӑхсем Путекӗн туйӗ пӗлӗтре пуҫлансан Иеговӑн ҫут тӗнчери пӗтӗм ҫемйипе пӗрле савӑнӗҫ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ӳлӗмхине кӗнекере Иеговӑна ҫӗр ҫинче пуҫҫапакан «имсӗр-сумсӑр ҫын» пирки «аслӑ пуканпа Путек умӗнче» тӑрать тесе каланӑ. Вӗсем Иеговӑшӑн унӑн аслӑ сӑнарлӑ храмӗн ҫӗр ҫинчи картишӗнче ӗҫлесе тӑраҫҫӗ (Ӳлӗм. 7:9, 15).
«АҪУСЕМ ВЫРӐННЕ ЫВӐЛУСЕМ ПУЛӖҪ САНӐН»
17, 18. Путекӗн туйӗ мӗнле пиллӗхсем парӗ тата Пин ҫулхи Патшалӑх вӑхӑтӗнче Христос камсемшӗн атте пулса тӑрӗ?
17 Псалом 44:17 вуласа пар. Христосӑн пӗлӗтри хӗрӗн «тус-хӗрӗсем» ҫав туй ҫӗнӗ тӗнчере мӗнле пиллӗхсем панине курсан, савӑнма вӗсен тата ытларах сӑлтав пулӗ. Иисус Христос Патша ҫӗр ҫине ҫаврӑнса пӑхӗ те хӑйӗн ҫӗр ҫинчи «ашшӗсене» вилӗмрен чӗртсе тӑратӗ, вара ҫав «ашшӗсем» унӑн ҫӗр ҫинчи «ывӑлӗсем» пулса тӑрӗҫ (Иоанн 5:25—29; Евр. 11:35). Ҫав «ывӑлсенчен» хӑш-пӗрисене вӑл «пӗтӗм ҫӗр ҫине пуҫлӑхсем» туса лартӗ. Паллах ӗнтӗ, Христос ҫӗнӗ тӗнчере ертсе пырас ӗҫе кама шанса парӗ, ҫавсем хушшинче хальхи шанчӑклӑ хӑш-пӗр старейшинӑсем те пулӗҫ (Ис. 32:1).
18 Хӑйӗн Пин ҫулхи Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне Христос ыттисемшӗн те ашшӗ пулса тӑрӗ. Мӗнле майпа? Тӗрӗссипе каласан, ҫӗр ҫинчи ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илекен ҫынсем пурте ҫавна Иисусӑн каҫарттаракан парнине ӗненнине пула илӗҫ (Иоанн 3:16). Ҫапла майпа вӑл вӗсен «Ӗмӗрлӗх Ашшӗ» пулса тӑрӗ (Ис. 9:6, 7).
ПАТША ЯЧӖ ҪИНЧЕН КАЛАМА ХАВХАЛАНТАРНӐ
19, 20. 44-мӗш Псаломра каланӑ хавхалантаракан событисем хальхи чӑн христиансем ҫине мӗнле витӗм кӳрсе тӑраҫҫӗ?
19 Псалом 44:2, 18 вуласа пар. Чӑнах та, 44-мӗш Псаломра каланӑ событисем пур христианинпа та ҫыхӑннӑ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем, хальлӗхе ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисем, пӗлӗтре хӑйсен тӑванӗсемпе тата хӑйсен Каччипе, Иисус Христоспа, кӗҫех пӗрлешме май пурришӗн савӑнаҫҫӗ. Урӑх сурӑхсен хӑйсен мухтавлӑ Патшине тата ытларах пӑхӑнса тӑрас кӑмӑл пур. Ҫавӑн пекех вӗсем ҫураҫнӑ хӗрӗн ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисемпе пӗрле ӗҫлеме май панӑшӑн пархатарлӑ. Туй хыҫҫӑн Христоспа унӑн ҫураҫнӑ хӗрӗ пӗтӗм этемлӗх ҫине нихҫан пулман пиллӗхсем ярӗҫ (Ӳлӗм. 7:17; 21:1—4).
20 Эпир Мессианла Патша ҫинчен калакан «ырӑ сӑмах» пурнӑҫланасса питӗ кӗтетпӗр. Ҫакӑ пире унӑн ячӗ ҫинчен калама хавхалантармасть-и? Ҫавӑнпа та Патшана «ӗмӗр-ӗмӗрех» мухтакансем хушшинче пулма тӑрӑшар.