Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • wp19 2№ 6—7 с.
  • Ҫывӑх ҫын вилсен

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫывӑх ҫын вилсен
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2019
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ЫТТИСЕНЕ МӖН ПУЛӐШНӐ?
  • «Йӗрекенпе йӗрӗр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2019
wp19 2№ 6—7 с.
Хуйхӑракан мӑшӑр ҫыран ҫинче инҫете пӑхса тӑрать

Ҫывӑх ҫын вилсен

«Пичче сасартӑк вилсе кайсан эпӗ ҫапла пулса тухнӑшӑн хама айӑплаттӑм. Темиҫе уйӑх иртсен те ун ҫинчен аса илсен чӗре ҫӗҫӗпе каснӑ пекех ырататчӗ. Хӑш-пӗр чухне эп тарӑхаттӑм: „Мӗншӗн манӑн пиччен вилмелле пулнӑ?“ Унпа ытларах вӑхӑт ирттерменшӗн хама вӑрҫаттӑм» (Ванесса, Австрали).

ЭСИР юратнӑ ҫынна ҫухатрӑр пулсан, сирӗн тӗрлӗ туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ пулӗ: хуйхӑрни, хӑвӑра пӗччен пек туйни тата ним тума пӗлмесӗр аптраса ӳкни. Тен, эсир тарӑхатӑр та пулӗ, хӑвӑра айӑплатӑр е хӑратӑр. Сирӗн пурӑнас та килмест пулӗ.

Хуйхӑрни тӗрӗс мар тесе шутламалла мар. Хамӑра ҫапла туйни вилнӗ ҫын пирӗншӗн ҫав тери хаклӑ пулнине кӑтартать. Анчах та пирӗн хуйха мӗн те пулин пусарма пултарать-и?

ЫТТИСЕНЕ МӖН ПУЛӐШНӐ?

Халӗ сире чун ыратни нихӑҫан та иртсе каймасть пек туйӑнма пултарать. Ҫав-ҫавах ҫак канашсемпе усӑ курса пӑхӑр.

ХУЙХӐРМА ХӐВӐРА ВӐХӐТ ПАРӐР

Юратнӑ ҫын вилсен кашни ҫын тӗрлӗ вӑхӑт хушши хуйхӑрать тата кашнин тӗрлӗ туйӑмсем пулма пултараҫҫӗ. Апла пулин те макӑрни хуйха пусарма пултарать. Ванесса, унӑн сӑмахӗсене ҫӳлерех ҫырнӑ, ҫапла калать: «Эпӗ час-часах макӑраттӑмччӗ, макӑрсан чун ыратни иртсе каять». Софийӑн сасартӑк йӑмӑкӗ вилсе кайнӑ, вӑл хӑй мӗн туйни ҫинчен акӑ мӗн каласа парать: «Мӗн пулса тухни ҫинчен шутланӑ чухне чӗре ҫурӑлса тухасла ырататчӗ. Ҫакна сурана салтса, ҫуса тасатса каллех ҫыхнипе танлаштарма пулать. Чӑтма ҫук йывӑрччӗ, анчах та ҫакӑ ман чун суранне тӳрленме пулӑшатчӗ».

ХӐВӐР ТУЙӐМСЕНЕ УҪСА ПАРӐР

Паллах, хӑш-пӗр чухне сирӗн пӗччен пулас килӗ, анчах та ыттисем пулӑшсан хуйха тӳссе ирттерме ҫӑмӑлтарах пулӗ. Ашшӗне пытарнӑ 17-ҫулхи Джеред калать: «Эпӗ хам мӗн туйнине ыттисене каласа параттӑм. Хам шухӑшсене уҫӑмлӑн ӑнлантарса параймастӑмччӗ те пуль, анчах та калаҫсан-калаҫсан хама лайӑхрах туяттӑм». Пӗрремӗш статьяра асӑннӑ Джанис вара акӑ мӗн калать: «Чуна уҫса парсан хама чылай ҫӑмӑлрах туяттӑм. Эпӗ ыттисем мана ӑнланнине тата хам пӗччен пулманнине кураттӑм».

ЫТТИСЕНЕ ХӐВӐРА ПУЛӐШМА АН ЧАРӐР

Пӗр тухтӑр ҫапла каланӑ: «Юратнӑ ҫын вилсенех кам тӑвансемпе туссене хӑйне пулӑшма май парать, ҫавсене ытларах чухне хӑйсен хуйхине тӳссе ирттерме ҫӑмӑлтарах». Ялан тенӗ пекех туссем мӗнле пулӑшу кирлине пӗлсенех хаваспах пулӑшаҫҫӗ, каламалла ҫеҫ (Ытарӑшсем 17:17).

ТУРӐПА ҪЫВӐХЛАНСА ПЫРӐР

Тина калать: «Ман упӑшка рак чирӗпе чирлесе сасартӑк вилсе кайрӗ. Унччен эпӗ хама мӗн пӑшӑрхантарнине ӑна калаттӑм. Ӑна ҫухатсан вара эпӗ хамӑн туйӑмсене веҫех Турра уҫса пама пуҫларӑм. Эпӗ кашни ир паянхи куна пурӑнса ирттерме вӑй парсам тесе кӗлтӑватӑп. Вӑл мана илтсе хам кӗтмен майпа хуравлать». 22 ҫулта амӑшне ҫухатнӑ Тарша вара ҫапла калать: «Кашни кун Библи вулани мана вӑй паратчӗ тата лайӑххи ҫинчен шутлама пулӑшатчӗ».

ВИЛНИСЕМ ЧӖРӖЛСЕ ТӐРАССИНЕ КУҪ УМНЕ КӐЛАРСА ТӐРАТӐР

«Вилнисем чӗрӗлсе тӑрас шанчӑк мана малтанах питех лӑплантармастчӗ,— тет Тина.— Мана ҫав вӑхӑтрах ман упӑшка кирлӗ пулнӑ, ывӑлсене вара — атте. Халӗ вара, тӑватӑ ҫул иртсен, ҫак шанчӑк мана питӗ ҫирӗплетет. Вӑл маншӑн чӑн-чӑн ҫӑлӑнӑҫ пулса тӑчӗ. Эпӗ упӑшкампа каллех тӗл пулнине куҫ умне кӑларса тӑрататӑп. Вара манӑн чӗре савӑнӑҫпа тулать тата хама лӑпкӑ туятӑп».

Паллах, чун самай вӑхӑт хушши ыратма пултарать. Анчах та Ванессӑн сӑмахӗсем йӑпатма пултараҫҫӗ. Вӑл калать: «Ҫӑмӑлрах нихӑҫан та пулмӗ пек туйӑнма пултарать. Кайран вара хура пӗлӗтсем сирӗлеҫҫӗ те хӗвел ҫути курӑнса каять».

Тен, сирӗн чун ыратма пӑрахмӗ, ҫапах та малалла пурӑнма сӑлтавсем нумай. Ырӑ та юратакан Туррӑмӑр пулӑшнипе эсир каллех пурнӑҫ тӗллевне тупма тата туслӑх ӑшшине туйса илме пултарӑр. Кӗҫех вӑл вилнисене чӗртсе тӑратӗ. Турӑ эсир хӑвӑр юратнӑ ҫынна ыталасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Ун чухне сирӗн суранланса пӗтнӗ чӗре ӗмӗрлӗхех тӳрленӗ!

Йӑпатма пултаракан Библири сӑвӑ йӗркисем

Турӑ эсир макӑрса хуйхӑрнине курать

Туррӑн пӗр ӗҫлекенӗ ҫапла кӗлтунӑ: «Манӑн куҫҫулӗме Хӑвӑн савӑтна яр — вӑл Санӑн кӗнекӳнте мар-ши?» (Псалом 55:9.)

Хӑвӑрӑн туйӑмсене Турра уҫса парӑр

«[Турра] хурлӑхӑма уҫса паратӑп. Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ Сана тархасларӑм» (Псалом 141:2, 5).

Пирӗн шанчӑк пур!

«Вилнӗ ҫынсем... чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15).

Турӑ миллион-миллион ҫынна чӗртсе тӑратма сӑмах парать. Вӑл ҫав вӑхӑта питӗ кӗтет (Иов 14:14, 15)a.

a Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен «Библи пире мӗне вӗрентет?» кӗнекери 7-мӗш сыпӑкран ытларах пӗлме пулать. Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ. Ӑна www.pr418.com сайтран тӳлевсӗр уҫласа илме пулать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр