Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w19 февраль 26—30 с.
  • Мӗн ачаранах чӑнлӑха пӗлни манӑн пурнӑҫа пуянлатрӗ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Мӗн ачаранах чӑнлӑха пӗлни манӑн пурнӑҫа пуянлатрӗ
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ЮРАТАКАН АТТЕПЕ АННЕ
  • ҪАМРӐК ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРНИ
  • НИГЕРИРЕ ЫРӐ ХЫПАР САРНИ
  • ПИРЕ ҪӖНӖ ӖҪСЕМ ШАНСА ПАРАҪҪӖ
  • Иеговӑпа пӗрле эпӗ нимӗнрен те хӑрамӑп!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
w19 февраль 26—30 с.
Вудворт Миллз

БИОГРАФИ

Мӗн ачаранах чӑнлӑха пӗлни манӑн пурнӑҫа пуянлатрӗ

Каласа параканӗ Вудворт Миллз

СӖМ ҪӖРЛЕ. Эпир Нигер юханшывӗ, васкаса юхакан тата пӗр ҫухрӑм ҫурӑ ытларах сарӑлса выртакан юханшыв, умӗнче тӑраттӑмӑрччӗ. Нигерире граждан вӑрҫи пынӑран ҫак юханшыв урлӑ каҫнӑ чухне пире вӗлерме те пултарнӑ. Ҫав-ҫавах пирӗн ҫыранӑн тепӗр енне каҫма тиврӗ тата ҫавна темиҫе хут та тумалла пулчӗ. Ҫавӑн пек лару-тӑрӑва эпӗ мӗнле лекнӗ? Ҫакна пӗлес тесе малтан хам ҫураличчен пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен каласа паратӑп.

Манӑн атте, Джон Миллз, 1913 ҫулта Нью-Йоркра шыва кӗнӗ, ун чухне вӑл 25-ре пулнӑ. Шыва кӗрекенсем валли Расселл тӑван доклад туса панӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсен атте Тринидада кайнӑ. Унта вӑл Констанс Фармер хӗрарӑм тӑвана, хастар Библи Тӗпчекене, качча илнӗ. Атте хӑйӗн тусӗпе, Уильям Браунпаa, ҫынсене «Пултарни ҫинчен фотодрамӑна» кӑтартнӑ. Ҫак ӗҫе вӗсем 1923 ҫулччен, Уильямпа унӑн арӑмӗ Хӗвеланӑҫ Африкӑна куҫса кайиччен туса тӑнӑ. Манӑн аттепе анне вара, пӗлӗтре пурӑнма шанчӑк илнӗскерсем, малалла та Тринидадра Иеговӑшӑн ӗҫленӗ.

ЮРАТАКАН АТТЕПЕ АННЕ

Манӑн аттепе аннен тӑхӑр ача пулнӑ. Пӗрремӗш ывӑлне вӗсем Хурал башнин, Библин тата трактатсен Обществин президенчӗн ячӗпе Рутерфорд ят панӑ. 1922 ҫулта декабрӗн 30-мӗшӗнче вара эпӗ ҫуралнӑ. Мана Клейтон Вудворт ячӗпе, «Ылтӑн ӗмӗр» (халӗ «Вӑранӑр!») журнал редакторӗн ячӗпе, ят панӑ. Эпир пурте вӑтам пӗлӳ илнӗ, анчах аттепе анне пире яланах сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартма хавхалантарнӑ. Анне Библипе усӑ курса чӑнлӑхсене питӗ лайӑх ӑнлантарса пама пултаратчӗ, атте вара Библири сӑнарсем ҫинчен каласа пама юрататчӗ, унӑн калаҫӑвӗсемпе хусканӑвӗсем ҫав сӑнарсене куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшатчӗҫ.

Аттепе анне вӑй хуни усӑсӑр пулмарӗ. Пилӗк арҫын ачаран виҫҫӗшӗ Галаад шкулне вӗренсе тухрӗ. Манӑн тӑватӑ йӑмӑкран виҫҫӗшӗ вара нумай ҫул хушши Тринидадра тата Тобагора пионер пулса ӗҫлерӗ. Аттепе анне пире вӗрентсе тата тӗслӗх кӑтартса, сӑнарлӑ каласан, «Ҫӳлхуҫа Ҫуртне» лартрӗҫ. Вӗсем пулӑшнине пула эпир «Туррӑмӑр картишӗсенче чечек сар[тӑмӑр]» (Пс. 91:14).

Пирӗн килте час-часах пионерсем пулатчӗҫ. Вӗсем Канадӑра миссионер пулса ӗҫленӗ Джордж Янг арҫын тӑван ҫинчен каласа пама юрататчӗҫ. Вӑл Тринидада килсе каятчӗ. Манӑн аттепе анне хӑйсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарнӑ Браунсен ҫемйи пирки хавхаланса каласа паратчӗҫ, ҫав мӑшӑр каярахпа Хӗвеланӑҫ Африкӑна куҫса кайнӑ. Ҫав тӑвансем ҫинчен каланса панисем мана, вунӑ ҫулхи ачана, ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнма хавхалантарчӗҫ.

ҪАМРӐК ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРНИ

Ҫав вӑхӑтра пирӗн журналсем суя тӗне, ҫӑткӑн коммерци системине тата йӗркесӗр политикӑна хыттӑн питлетчӗҫ. Ҫавна пула 1936 ҫулта тӗн пуҫлӑхӗсем хӗтӗртнипе Тринидад губернаторӗ Хурал башнин Обществин литературине ҫӗршыва илсе килме чарнӑ. Хамӑрӑн пулнӑ публикацисемпе эпир вӑрттӑн, вӗсем пӗтичченех усӑ куртӑмӑр. Эпир ырӑ хыпара плакатсемпе усӑ курса тата информаци хучӗсем сарса пӗлтереттӗмӗр, ҫакна эпир урамсем тӑрӑх пӗр-пӗрин хыҫҫӑн утса е велосипедсемпе ярӑнса тӑваттӑмӑр. Тунапуна хулинчи хыпарҫӑсен пӗр ушкӑнӗпе эпир рупор лартнӑ машинӑпа пӗтӗм Тринидадра ырӑ хыпар сарса тухрӑмӑр. Питӗ интереслӗ вӑхӑтчӗ! Турӑшӑн хастарлӑ ӗҫлекенсемпе хутшӑнни мана 16 ҫулта шыва кӗме хавхалантарчӗ.

Тунапунӑри хыпарҫӑсем рупор лартнӑ машина патӗнче

Тунапунӑри хыпарҫӑсем рупор лартнӑ машина патӗнче

Мӗн ачаранах чӑнлӑха пӗлнине пула тата ырӑ хыпар сарнине пула манӑн миссионер пулас кӑмӑл ҫуралчӗ. 1944 ҫулта Аруба утрав ҫине куҫса кайнӑ чухне те ҫав кӑмӑл пӗтмерӗ. Ҫав утрав ҫинче эпир Эдмунд Каммингс тӑванпа ырӑ хыпар сартӑмӑр. 1945 ҫулта Каҫхи апат уявне 10 ҫын килсен эпир питӗ савӑнтӑмӑр. Тепӗр ҫулне вара Арубӑра пӗрремӗш пуху йӗркеленчӗ.

Орис тата Вудворт Миллзсем ҫамрӑк чухне

Ориса качча илнӗ хыҫҫӑн манӑн ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланчӗ

Кӑшт каярах эпӗ хампа пӗрле ӗҫлекен хӗре, Орис Уильямса, ырӑ хыпар пӗлтертӗм. Орис хӑй мӗне ӗненнине питӗ хытӑ хӳтӗлетчӗ. Анчах Библие тӗпчесе вӑл Турӑ Сӑмахӗ чӑннипе мӗне вӗрентнине пӗлчӗ, вара 1947 ҫулхи январӗн 5-мӗшӗнче шыва кӗчӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпир пӗр-пӗрне юратса пӑрахрӑмӑр та мӑшӑрлантӑмӑр. 1950 ҫулхи ноябрьте Орис пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӗ. Унпа манӑн ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланчӗ.

НИГЕРИРЕ ЫРӐ ХЫПАР САРНИ

1955 ҫулта пире Галаад шкулӗнче 27-мӗш класра вӗренме чӗнчӗҫ. Унта каяс тесе эпир Ориспа ӗҫрен тухса кайрӑмӑр тата хамӑрӑн ҫуртпа ытти пурлӑха сутрӑмӑр, вара Арубӑран кайрӑмӑр. 1956 ҫулхи июлӗн 29-мӗшӗнче вӗренсе тухсан пире Нигерие ячӗҫ.

Вудворт тата Орис Миллзсем Лагосри (Нигери) Вефиль ҫемйипе пӗрле. 1957 ҫул

Лагосри (Нигери) Вефиль ҫемйи. 1957 ҫул

Орис аса илетчӗ: «Иеговӑн сывлӑшӗ миссионерсен пулакан йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшать. Упӑшкапа танлаштарсан, манӑн нихӑҫан та миссионер пулса ӗҫлес килмен. Хамӑр кил-ҫуртра пурӑнса ачасене пӑхса ӳстерни лайӑхрах тесе шутлаттӑмччӗ. Анчах ырӑ хыпар сарас ӗҫе вӑраха ямалла маррине ӑнлансан эпӗ ҫакӑн ҫине урӑхла пӑхма пуҫларӑм. Галаад шкулне пӗтерсен эпӗ миссионер пулса ӗҫлеме ҫирӗп шут тытрӑм. Нигерие эпир „Куин Мэри“ ятлӑ пысӑк пӑрахутпа кайрӑмӑр. Пире ӑсатма Норр тӑванпа ӗҫлекен Уэрт Торнтон арҫын тӑван килчӗ. Вӑл пире телейлӗ ҫул сунчӗ те эсир унта Вефильте ӗҫлетӗр тесе каларӗ. Ҫакна илтсен эпӗ хурлантӑм, анчах хамӑн шухӑша тӳрех улӑштартӑм. Эпӗ Вефиле юратма пуҫларӑм, унта эпӗ тӗрлӗ ӗҫе туса тӑтӑм. Уйрӑмах мана приемнӑйра ӗҫлеме килӗшетчӗ. Эпӗ ҫынсене юрататӑп, унта вара эпӗ Нигерири тӑвансене кӗтсе илсе вӗсене пулӑшма пултараттӑмччӗ. Экскурсие килекенсенчен нумайӑшӗ выҫӑччӗ, тусанланса пӗтнӗччӗ тата ывӑнса ҫитнӗччӗ. Мана вара вӗсене пулӑшма, вӗсене мӗн кирлине парса тӑма питӗ килӗшетчӗ. Ҫак ӗҫсем пурте сӑваплӑ ӗҫ шутне кӗретчӗҫ, ҫавӑнпа манӑн кӑмӑла ҫырлахтаратчӗҫ тата нумай савӑнӑҫ паратчӗҫ». Чӑнах та, эпир хамӑра шанса панӑ пур ӗҫре те ӑнӑҫлӑ пултӑмӑр.

1961 ҫулта эпир Тринидада кайса килтӗмӗр. Унта эпир тӑван-хурӑнташсемпе тӗл пултӑмӑр, Браун тӑван та пынӑччӗ. Вӑл Африкӑра хӑйпе мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пачӗ. Унтан эпӗ Нигерире хыпарҫӑсен шучӗ ӳссе пыни ҫинчен каласа патӑм. Браун тӑван мана ыталаса илчӗ те манӑн аттене каларӗ: «Джонни, эсӗ Африкӑна ҫитеймерӗн, Вудворт вара унта ҫитрӗ!» Унтан атте мана: «Ывӑлӑм, малалла та ҫапла ӗҫлесе тӑр!» — терӗ. Иеговӑшӑн нумай вӑхӑт хушши хастарлӑн ӗҫлесе тӑракансен ҫак сӑмахӗсем мана хама шанса панӑ ӗҫе тата лайӑхрах туса тӑма хавхалантарчӗҫ.

Вудворт Миллз, Антония Браун, Уильям Браун тата Орис Миллз

Уильям Браун тата унӑн арӑмӗ Антония пире питӗ хавхалантаратчӗҫ

1962 ҫулта мана каллех Галаад шкулне вӗренме чӗнчӗҫ. Эпӗ 37-мӗш класра 10 уйӑх хушши вӗрентӗм. Нигерири филиалӑн надзирателӗ Уилфред Гуч Галаад шкулӗнчи 38-мӗш класа вӗренсе тухсан ӑна Англие ячӗҫ. Мана вара ун вырӑнне филиалӑн надзирателӗ пулма лартрӗҫ. Браун тӑван пекех манӑн час-часах ҫӗршывӑн тӗрлӗ вырӑнӗсенче пулма тиветчӗ. Ҫапла ҫӳресе эпӗ Нигерири тӑвансене лайӑхрах пӗлтӗм тата ытларах юратма пуҫларӑм. Пуян ҫӗршывсенче пурӑнакансен пулнӑ япаласенчен нумайӑшӗ ҫак тӑвансен пулман. Ҫав-ҫавах вӗсем мӗн пуррипе ҫырлахса савӑнса пурӑннӑ. Ҫакӑ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫ укҫапа пурлӑхран килменнине уҫҫӑн кӑтартса панӑ. Вӗсен лару-тӑрӑвне шута илсен вӗсем пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене яланах таса та тирпейлӗ тумтирпе пыни питӗ тӗлӗнтеретчӗ. Тӑвансем конгрессене ялан тенӗ пекех грузовиксемпе е болекаджӑсемпеb (вырӑнти автобуссем) пыратчӗҫ. Ҫак автобуссем ҫинче вара час-часах интереслӗ сӑмахсем ҫырнине курма пулатчӗ, сӑмахран, ҫакӑн пеккине: «Нумай-нумай шыв тумламӗнчен океан пулать».

Ҫак сӑмахсем мӗн тери тӗрӗс! Сӑваплӑ ӗҫре кашни тӑван вӑй хуни питӗ пӗлтерӗшлӗ, эпир те ҫак ӗҫре вӑй хутӑмӑр. 1974 ҫулта Нигерире хыпарҫӑсен шучӗ 100 000-е ҫитнӗ. Пӗрлешӳллӗ Штатсене шута илмесен, хыпарҫӑсен шучӗ ҫак хисепе ҫитнӗ ҫӗршывсенчен Нигери пӗрремӗш пулса тӑнӑ. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ сарӑлсах пынӑ!

1967 ҫултан пуҫласа 1970 ҫулччен, хыпарҫӑсен шучӗ ӳссе пынӑ вӑхӑтра, Нигерире граждан вӑрҫи пынӑ. Нигер юханшывӗн тепӗр енче, Биафрӑра, пурӑнакан пирӗн тӑвансен нумай уйӑх хушши филиалпа ҫыхӑнма май пулман. Эпир вара ҫав тӑвансене сӑнарлӑ апатсӑр хӑварма пултарайман. Ҫавӑнпа та эпир, унччен каланӑччӗ ӗнтӗ, темиҫе хут та юханшыв урлӑ каҫрӑмӑр. Эпир Иегова пире пулӑшасса питӗ хытӑ шаннӑ.

Нигер юханшывӗ урлӑ каҫма питӗ хӑрушӑ пулнине эпӗ халӗ те лайӑх астӑватӑп. Пире пӑшалпа персе вӗлерме пултарнӑ е эпир хӑрушӑ чирпе чирлесе кайма пултарнӑ. Унсӑр пуҫне, урӑх хӑрушлӑхсем те пулнӑ. Патшалӑх ҫарӗсен блокпосчӗсем урлӑ тухма питӗ йывӑрччӗ, анчах Биафрӑри пӑлхавҫӑсен блокпосчӗсем урлӑ тухма тата хӑрушӑрахчӗ. Пӗррехинче, ҫӗрле, манӑн хӑвӑрт юхакан Нигер юханшывӗ тӑрӑх ҫынсене лартса ҫӳрекен кимӗпе Асаба хулинчен Оничу хулине кайма тиврӗ. Унтан эпӗ Энугу хулине, унти старейшинӑсене хавхалантарма кайрӑм. Тепрехинче эпӗ Аба хулинчи старейшинӑсене ҫирӗплетме кайса килтӗм, Абӑра вара каҫхине ҫутӑ ҫутма юраман. Порт-Харкорт хулинче пулнӑ чухне пирӗн хамӑрӑн тӗлпулӑва хӑвӑрт вӗҫлеме тиврӗ, мӗншӗн тесен ун чухне патшалӑх ҫарӗсем пӑлхавҫӑсен блокпостне аркатса хулана кӗнӗ.

Ҫак тӗлпулусем пирӗн тӑвансене питӗ кирлӗччӗ. Вӗсем ҫак тӗлпулусенче Иегова вӗсемшӗн юратса тӑрӑшнине курнӑ, ҫавӑн пекех нейтралитет тытса тӑма тата пӗрлӗхе упрама пулӑшакан питӗ кирлӗ канашсене илтнӗ. Ҫак хӑрушӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Нигерири тӑвансем Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Йӑхсем пӗр-пӗринпе хирӗҫнӗ чухне пирӗн тӑвансем пӗр-пӗрне хытӑ юратса тата пӗрлӗхе упраса пурӑннӑ. Ҫав йывӑр вӑхӑтра тӑвансене пулӑшни маншӑн пысӑк чыс пулчӗ!

1969 ҫулта Нью-Йоркри «Янки» стадионӗнче «Ҫӗр ҫинчи мир» ятлӑ пӗтӗм тӗнчери конгресс иртрӗ. Ҫав конгресӑн председателӗ Милтон Хеншель пулнӑччӗ. Ӑна пулӑшса тӑнӑ май эпӗ нумай мӗне вӗрентӗм. Ҫак опыт вара мана питӗ кирлӗ пулчӗ, мӗншӗн тесен 1970 ҫулта Лагосра (Нигери) «Турӑ ырлакан ҫынсем» ятлӑ пӗтӗм тӗнчери конгресс иртрӗ. Граждан вӑрҫи тин кӑна вӗҫленнӗрен ҫак событи Иегова пулӑшнипе ҫеҫ пулса иртме пултарнӑ. Ҫав конгресра 121 128 ҫын пулнӑ, программӑна вара 17 чӗлхе ҫине куҫарнӑ пулнӑ — ҫакӑн пекки унччен нихӑҫан та пулман! Норр, Хеншель тата ытти тӑвансем Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен тата Англирен самолетпа вӗҫсе килнӗ. Вӗсем 3 775 ҫын шыва кӗнине курнӑ. Пӗр кунра ҫавӑн чухлӗ нумай ҫын шыва кӗни Аллӑмӗш кун уявӗ хыҫҫӑн темиҫе хут кӑна пулнӑ. Ҫак конгреса йӗркелесе яма пулӑшнӑ чухне манӑн питӗ нумай ӗҫ тума тиврӗ, унччен эпӗ ҫавӑн пек ӗҫлӗ пулманччӗ. Нигерире хыпарҫӑсен шучӗ питӗ хӑвӑрт ӳссе пычӗ.

Лагосри (Нигери) «Турӑ ырлакан ҫынсем» ятлӑ пӗтӗм тӗнчери конгресс. 1970 ҫул

«Турӑ ырлакан ҫынсем» ятлӑ пӗтӗм тӗнчери конгресра 121 128 ҫын пулнӑ. Программӑна 17 чӗлхе ҫине, ҫав шутрах игбо чӗлхи ҫине те, куҫарнӑ

Эпир Нигерире 30 ҫул ытла сӑваплӑ ӗҫе туса тӑтӑмӑр. Хушӑран эпӗ Хӗвеланӑҫ Африкӑра район надзирателӗ е зональнӑй надзиратель пулса ӗҫлерӗм. Эпӗ миссионерсене хавхалантараттӑм: вӗсене сире манман тата сире питӗ хаклаҫҫӗ тесе шантарса калаттӑм. Вӗсем вара ҫакӑншӑн питӗ пархатарлӑччӗ. Ҫак ӗҫе туса тӑнӑ май эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: тӑвансем сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулччӑр тесен, Иеговӑн организацине ҫирӗплетчӗр тесен тата пӗрлӗхе упраччӑр тесен пирӗн вӗсемпе чунтан интересленмелле.

Турӑ пулӑшнипе кӑна эпир граждан вӑрҫипе тата чирсемпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пултартӑмӑр. Иегова пире пилленине эпир яланах курса тӑтӑмӑр.

Орис акӑ мӗн аса илетчӗ: «Эпир темиҫе хут та малярипе чирлерӗмӗр. Пӗррехинче, Вудворт чирлесе ӳксен тӑн ҫухатрӗ, вара ӑна Лагосри больницӑна илсе кайрӗҫ. Мана вӑл вилме пултарать тесе каларӗҫ, анчах, телее, вӑл вилмерӗ! Тӑна кӗрсен вӑл тӳрех хӑйне пӑхса тӑракан медбрата Турӑ Патшалахӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерме пуҫларӗ. Ҫав Нвамбиве хушаматлӑ медбрат Библипе интересленнӗрен эпир ун патне тепӗр хут кайса килтӗмӗр. Вӑхӑт иртсен вӑл шыва кӗчӗ, каярахпа Аба хулинче старейшина пулса ӗҫлеме тытӑнчӗ. Манӑн та нумай ҫынна, ҫав шутрах мусульман тӗнне ҫирӗп тытса тӑракансене те, хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халалламашкӑн пулӑшма май пулчӗ. Нигери ҫыннисене, вӗсен культурине, вӗсен йӑли-йӗркине тата чӗлхине лайӑхрах пӗлме тата юратма май пулнишӗн эпир питӗ савӑнатпӑр».

Эпир тата ҫакна ӑнлантӑмӑр: ют ҫӗршывра сӑваплӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ тӑвас тесен тӑвансен культури пирӗннинчен уйрӑлса тӑнине пӑхмасӑрах пирӗн вӗсене юратма вӗренмелле.

ПИРЕ ҪӖНӖ ӖҪСЕМ ШАНСА ПАРАҪҪӖ

1987 ҫулта пире ҫӗнӗ ӗҫ шанса пачӗҫ: эпир Кариб тинӗсӗнчи Сент-Люсия утравӗ ҫинче миссионерсем пулса ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Ҫак ӗҫ пире питӗ килӗшетчӗ, анчах унта йывӑрлӑхсем те пулнӑ. Африкӑри ҫӗршывсене аса илсен, унта арҫыннӑн темиҫе арӑм та пулма пултарнӑ, ҫак утрав ҫинче вара нумайӑшӗ ҫырӑнмасӑр пӗрле пурӑннӑ. Эпир кампа Библи вӗреннӗ, ҫавсенчен чылайӑшӗ Турӑ Сӑмахӗ витӗм кӳнине пула хӑйсен пурнӑҫӗнче улшӑнусем турӗҫ.

Вудворт тата Орис Миллзсем ватӑ чухне

Эпир Ориспа пӗрле 68 ҫул пурӑнтӑмӑр, эпӗ ӑна питӗ юратнӑ

Ватӑлса пынӑ май пирӗн вӑй чаксах пычӗ, ҫавӑнпа 2005 ҫулта Ертсе пыракан совет пирӗншӗн тӑрӑшса пире Бруклинри (Нью-Йорк) пӗтӗм тӗнчери тӗп управление куҫарчӗ. Эпӗ кашни кун Орисшӑн Иеговӑна тав тӑватӑп. 2015 ҫулта вӑл вилчӗ, чун мӗн тери хытӑ ыратни ҫинчен сӑмахпа та каласа параяс ҫук. Вӑл питӗ лайӑх тус, кӑмӑллӑ та юратакан арӑм пулнӑ. Эпир пӗрле 68 ҫул пурӑнтӑмӑр, эпӗ ӑна питӗ юратнӑ. Эпир хамӑра телейлӗ пулма мӗн пулӑшнине ӑнлантӑмӑр. Ҫакӑ пире пухура та, ҫемьере те пулӑшрӗ. Телейлӗ пулас тесен камӑн кама пӑхӑнмалли пирки Турӑ хунӑ йӗркене шута илмелле, чун-чӗререн каҫармалла, хамӑра кӗҫӗне хумалла тата святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене кӑтартмалла.

Ал усӑннӑ чухне е хуйха ӳкнӗ чухне эпир Иеговӑран пире хӑвӑншӑн малалла та ӗҫлесе тӑма пулӑшсам тесе ыйтаттӑмӑр. Эпир лайӑхланса пыма тӑрӑшрӑмӑр, Иеговӑн организацийӗнче лайӑх улшӑнусем пулнине те курса тӑтӑмӑр. Чи лайӑх улшӑнусем вара — пуласлӑхра! (Ис. 60:17; 2 Кор. 13:11.)

Манӑн аттепе анне тата ытти тӑвансем Тринидадпа Тобагора ырӑ хыпар сарнине Иегова пилленӗ. Халӗ унта, юлашки отчет тӑрӑх, 9 892 хыпарҫӑ ӗҫлесе тӑрать. Нумай тӑван Арубӑри пӗрремӗш пухӑва, хам ҫӳренӗ пухӑва, ҫирӗплетес тесе нумай тӑрӑшнӑ, ҫав утрав ҫинче вара халӗ 14 ҫирӗп пуху. Нигерире хыпарҫӑсен шучӗ тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет, халӗ унта 381 398 хыпарҫӑ! Сент-Люсия утравӗ ҫинче вара Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен 783 ҫын ырӑ хыпар пӗлтерет.

Эпӗ 90-ран иртнӗ ӗнтӗ. Псалом 91:15, 16 сӑвӑ йӗркисенче Иеговӑн ҫуртӗнче лартнӑскерсем пирки ҫапла каланӑ: «Вӗсем ватлӑхра та ҫимӗҫ кӳреҫҫӗ, вӗсем сӗтеклӗ те ешӗл». Иеговӑшӑн ӗҫлени манӑн пурнӑҫа пуянлатрӗ, ҫавӑншӑн эпӗ ӑна питӗ пархатарлӑ. Мӗн ачаранах чӑнлӑха пӗлни мана Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме хавхалантарчӗ. Вӑл мана чунтан парӑнса юратнине кӑтартрӗ тата хӑйӗн «картишӗсенче чечек сарса лар[ма]» май пачӗ (Пс. 91:14).

a Уильям Браунӑн биографине пӗлес тесе 2014 ҫулта тухнӑ «Ежегодникри» «Его называли Библейский Браун» статьяна пӑхӑр, 100—101 страницӑсем.

b 1972 ҫулхи мартӑн 8-мӗшӗнчи «Вӑранӑр!» журнала пӑхӑр, 24—26 страницӑсем (акӑлч.).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр