«Библи мӗне вӗрентет» кӗнекене мӗнле сӗнмелле?
Ҫакӑнта «Библи мӗне вӗрентет» кӗнекене сӗнмелли тӗрлӗрен меслетсем илсе панӑ. Ӑнӑҫлӑ пулас тесен сӗнӗве хӑвӑн сӑмахусемпе кала, хӑвӑр вырӑнти ҫынсене ӑнланма ҫӑмӑл пултӑр тесе вӗсене улӑштар тата ҫынпа сӳтсе явмалли кӗнекери шухӑшсене маларах пӑхса тух. Сирӗн вырӑнта усӑллӑрах пулма пултаракан ытти сӗнӳсемпе те усӑ курма пулать. (2005-мӗш ҫулхи январь уйӑхӗн «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хучӗ ҫинчи 8-мӗш страницӑна пӑх.)
Армагеддон
◼ «Нумай ҫынсем „Армагеддон“ сӑмаха илтсен халӑх йышлӑн пӗтесси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Анчах та Армагеддона савӑнӑҫлӑн кӗтмелле, мӗншӗнне сирӗн пӗлес килет-и? [Хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн Апокалипсис 16:14, 16-мӗш сӑвӑ йӗркисене вуласа пар.] Пӑхӑр-ха, Армагеддон хыҫҫӑн мӗнле пурнӑҫ пуласси пирки мӗн каланӑ кунта». Унтан 82-мӗш страницӑри 21-мӗш абзаца вуласа пар.
Библи
◼ «Нумай ҫынсем Библие Турӑ кӗнеки тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та, эсир мӗнле шутлатӑр, ӑна ҫынсем ҫырнӑ пулсан мӗнле вӑл Турӑ кӗнеки пулма пултарать? [Хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн 2 Петр 1:21-мӗш сӑвӑ йӗркине тата 19-мӗш страницӑри 5-мӗш абзаца вуласа пар.] Ҫак кӗнекере ҫак ыйтусем ҫине хуравсем пур». Унтан 6-мӗш страницӑри ыйтусене кӑтарт.
◼ Паян ҫӑмӑллӑнах тӗрлӗрен информаци тупма пулать. Анчах та сирӗн шутпа, пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ тата телейлӗ пулма пулӑшакан канашсене ӑҫта шырамалла? [Хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн 2 Тимофей 3:16, 17-мӗш сӑвӑ йӗркисене тата 22—23-мӗш страницӑсенчи 12-мӗш абзаца вуласа пар.] Ҫак кӗнекере Турра юрӑхлӑ пурӑнас тесен тата хамӑр пурнӑҫа лайӑхлатас тесен мӗн тумалли пирки ӑнлантарса панӑ». Унтан 122—123-мӗш страницӑсенчи рамкӑна тата ӳкерчӗке кӑтарт.
Вӑрҫӑсем/мир
◼ Пур ҫын та мирлӗ пурӑнасшӑн. Эсир мӗнле шутлатӑр, пӗтӗм ҫӗр ҫинче мир хӑҫан та пулин пулӗ-ши е вӑл пушӑ ӗмӗт кӑна? [Хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн Псалом 45:9, 10-мӗш сӑвӑ йӗркисене вуласа пар.] Ҫак кӗнекере Турӑ пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе мӗнле майпа мирлӗ пурнӑҫ туса парасси ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ». Унтан 35-мӗш страницӑри ӳкерчӗке кӑтарт тата 33—34-мӗш страницӑсенчи 17—21-мӗш абзацсене сӳтсе яв.
Вилӗм/вилӗмрен чӗрӗлни
◼ Ҫын вилсен чӑннипех унпа мӗн пулать-ши? Ҫакӑ нумай ҫынсене хумхантарать. Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫак ыйту ҫине хурав тупма пулать-ши? [Хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн Екклесиаст 9:5-мӗш сӑвӑ йӗркине тата 58—59-мӗш страницӑсенчи 5, 6-мӗш абзацсене вуласа пар.] Ҫавӑн пекех ҫак кӗнекере, Библи пӗлтернӗ тӑрӑх, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки каланӑ». Унтан 75-мӗш страницӑри ӳкерчӗке кӑтарт.
◼ Юратнӑ ҫын вилсен, паллах, пирӗн ӑна каллех курас килет, ҫапла мар-и? [Хуравлама вӑхӑт пар.] Вилнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе Библи шантарса калани нумай ҫынсене лӑплантарать. [Иоанн 5:28, 29-мӗш сӑвӑ йӗркисене тата 71—72-мӗш страницӑсенчи 16—17-мӗш абзацсене вуласа пар.] Ҫак сыпӑкра ҫакӑн пек ыйтусем ҫине те хуравсем пур». Унтан 66-мӗш страницӑри сыпӑк пуҫламӑшӗнчи ыйтусене кӑтарт.
Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ
◼ Ҫынсенчен нумайӑшӗ лайӑх сывлӑхлӑ пуласшӑн тата нумай пурӑнасшӑн. Май пулнӑ пулсассӑн, сирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас кӑмӑл пур-и? [Хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн Апокалипсис 21:3, 4-мӗш сӑвӑ йӗркисене тата 53—54-мӗш страницӑсенчи 17-мӗш абзаца вуласа пар.] Ҫак кӗнекере ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илес тесен мӗн тумалли ҫинчен тата ҫак шантарса калани пурнӑҫлансан мӗнле пурнӑҫ пуласси ҫинчен каласа панӑ».
Иегова Турӑ
◼ Турра ӗненекен ҫынсенчен нумайӑшӗн Турӑпа тата ҫывӑхрах пулас килет. Библи пире Турӑпа ҫывӑхланма чӗнет, ҫавӑн пирки эсир илтнӗ-и? [Хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн Иаков 4:8-мӗш сӑвӑ йӗркин пӗрремӗш пайне тата 16-мӗш страницӑри 20-мӗш абзаца вуласа пар.] Библире Турӑ ҫинчен мӗн каланине тата ытларах пӗлме ҫынсене пулӑшас тӗллевпе ҫак кӗнекене кӑларнӑ». Унтан 8-мӗш страницӑри сыпӑк пуҫламӑшӗнчи ыйтусене кӑтарт.
◼ Нумай ҫынсем Турра «Санӑн яту хисеплентӗр» тесе кӗлӗ тӑваҫҫӗ. Сирӗн шутпа, Туррӑн ячӗ мӗнле-ши? [Хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн Псалом 82:19-мӗш сӑвӑ йӗркине тата 195-мӗш страницӑри 2, 3-мӗш абзацсене вуласа пар.] Ҫак кӗнекере Библи Иегова Турӑ ҫинчен чӑннипех мӗн вӗрентнине тата Вӑл ҫынсене валли мӗн тума шухӑшласа хунине ӑнлантарса панӑ».
Иисус Христос
◼ «Иисус Христос ҫинчен пур ҫын та илтнӗ. Пӗрисем вӑл паллӑ ҫын кӑна пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Теприсем ӑна Турӑ вырӑнне хурса чыслаҫҫӗ. Сирӗн шутпа, Иисус Христос чӑннипех кам пулнине пӗлни пире кирлӗ-ши?» Хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн Иоанн 17:3-мӗш сӑвӑ йӗркине тата 37—38-мӗш страницӑсенчи 3-мӗш абзаца вуласа пар. Сыпӑк пуҫламӑшӗнчи ыйтусем ҫине тимлеттер.
Инкек-синкек/хӗн-асап
◼ Инкек-синкек сиксе тухсан, нумай ҫын Турӑ пирӗнпе интересленмест, пирӗншӗн тӑрӑшмасть тесе шухӑшлама пуҫлать. Эсир ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑр? [Хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн 1 Петр 5:7-мӗш сӑвӑ йӗркине тата 11—12-мӗш страницӑсенчи 11-мӗш абзаца вуласа пар.] Ҫак кӗнекере Турӑ пур хӗн-асапа та мӗнле пӗтересси ҫинчен каласа панӑ». Унтан 106-мӗш страницӑри сыпӑк пуҫламӑшӗнчи ыйтусене кӑтарт.
Кӗлӗ туни
◼ Эсир мӗнле шутлатӑр, Турӑ пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле майпа хурав парать? [Хуравлама вӑхӑт пар. 1 Иоанн 5:14, 15-мӗш сӑвӑ йӗркисене тата 170—172-мӗш страницӑсенчи 16—18-мӗш абзацсене вуласа пар.] Ҫавӑн пекех ҫак сыпӑкра Турра мӗншӗн кӗлӗ тумалли ҫинчен тата Вӑл пирӗн кӗлӗсене илттӗр тесен мӗн тумалли ҫинчен ӑнлантарса панӑ».
Ҫемье
◼ Эпир пурте ҫемьере телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнасшӑн. Эсир ҫакӑнпа килӗшетӗр-и? [Хуравлама вӑхӑт пар.] Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен ҫемьере кашнин мӗн тумалли пирки Библире каланӑ,— Турӑ евӗрлӗ пулса юрату кӑтартмалла». Унтан Эфес 5:1, 2-мӗш сӑвӑ йӗркисене тата 135-мӗш страницӑри 4-мӗш абзаца вуласа пар.
Ҫурт-йӗр
◼ Пурӑнма ҫурт-йӗр тума е хваттер илме нумай ҫӗршывсенче ҫӑмӑл мар. Сирӗн шутпа, хӑҫан та пулин пур ҫыннӑн та лайӑх кил-ҫурт пулӗ-ши? [Хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн Исаия 65:21, 22-мӗш сӑвӑ йӗркисене тата 34-мӗш страницӑри 20-мӗш абзаца вуласа пар.] Турӑ шантарса каланӑ ҫак сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланассине ҫак кӗнекере каласа панӑ».
Тӗн
◼ Ҫынсенчен нумайӑшӗ тӗнчери тӗнсем ҫынсене усӑ парас вырӑнне сиен кӑна кӳреҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр, Турра ӗненни тӗрӗс ҫул тупма пулӑшать-ши? [Хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн Матфей 7:13, 14-мӗш сӑвӑ йӗркисене тата 145—146-мӗш страницӑсенчи 5-мӗш абзаца вуласа пар.] Ҫак сыпӑкра Турра юрӑхлӑ тӗне уйӑрса илме пулӑшакан ултӑ паллӑна кӑтартса панӑ». Унтан 147-мӗш страницӑна уҫса ҫак паллӑсене кӑтарт.
[5-мӗш страницӑри рамка]
Ирӗклӗн паракан укҫа-тенкӗ пирки мӗнле майсемпе аса илтерме пулать
«Ҫак пӗтӗм тӗнчипе Библи вӗрентес ӗҫе туса тӑма сирӗн укҫа-тенкӗпе пулӑшас кӑмӑл пулсан, эпир хаваспах йышӑнатпӑр».
«Эпир литературӑна укҫалла сутмастпӑр пулсан та пӗтӗм тӗнчипе Библи вӗрентес ӗҫе туса тӑма укҫа-тенкӗ парса пулӑшас текенсенчен хаваспах илетпӗр».
«Пӗтӗм тӗнчипе ҫак Библи вӗрентес ӗҫе туса тӑма пире укҫа-тенкӗ енчен кам пулӑшса тӑнине сирӗн, тен, пӗлес килет. Ҫак ӗҫе ҫынсем ирӗклӗн панӑ укҫа-тенкӗпе туса тӑраҫҫӗ. Сирӗн те пулӑшас кӑмӑл пур пулсан эпир хаваспах йышӑнатпӑр».