Ыйту — Библи сӑвӑ йӗрки — сыпӑк
«Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?» кӗнекене ҫак меслетпе ҫӑмӑллӑн сӗнме пулать: 1) ҫын мӗн шухӑшланине пӗлме ыйту памалла, 2) вырӑнлӑ Библи сӑвӑ йӗрки вуласа памалла тата 3) кӗнекере ҫак темӑна сӳтсе явакан сыпӑка уҫмалла та сыпӑк ячӗ айӗнче панӑ ыйтусене вуласа сыпӑк ҫине тимлеттермелле. Ҫынна интереслентерчӗ пулсан, сыпӑкӑн пӗрремӗш абзацӗсене сӳтсе явса Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртнине кӑтартса пама пулать. Ҫапла майпа пӗрремӗш хут килсе калаҫнӑ чухне те, тепӗр хут килсен те Библи вӗренӗвӗ пуҫлама пулать.
◼ «Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫакӑнта, Библире, кӑтартса панӑ пек ҫынсем ҫӳлти Турӑпа ҫывӑхланма пултараҫҫӗ-и?» Апостолсен ӗҫӗсем 17:26, 27-мӗш сӑвӑ йӗркисене вуласа пар та хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн 1-мӗш сыпӑка уҫса кӑтарт.
◼ «Паян пире пурӑнма ҫӑмӑлах мар. Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫакӑнта каланӑ лӑпланупа шанчӑка тупма пулать-и?» Рим 15:4-мӗш сӑвӑ йӗркине вуласа пар та хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн 2-мӗш сыпӑка кӑтарт.
◼ «Ҫакӑнта каланине пурнӑҫлама сирӗн вӑй-хал ҫитнӗ пулсан, эсир ҫавна тунӑ пулӑттӑрччӗ-и?» Апокалипсис 21:4-мӗш сӑвӑ йӗркине вуласа пар та хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн 3-мӗш сыпӑка кӑтарт.
◼ «Эсир мӗнле шутлатӑр, пирӗн ачасем ҫак авалхи кӗнекере каланӑ пек лайӑх пурнӑҫпа хӑҫан та пулин пурӑнма пултарӗҫ-ши?» Псалом 36:10, 11-мӗш сӑвӑ йӗркисене вуласа пар та хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн 3-мӗш сыпӑка кӑтарт.
◼ «Сирӗн шутпа, ҫак сӑмахсем хӑҫан та пулин пурнӑҫланма пултарӗҫ-ши?» Исаия 33:24-мӗш сӑвӑ йӗркине е Библирен урӑх сӑвӑ йӗрки вуласа пар та хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн 3-мӗш сыпӑка кӑтарт.
◼ «Эсир мӗнле шутлатӑр, вилнисем чӗррисем мӗн тунине пӗлеҫҫӗ-и?» Хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн Екклесиаст 9:5-мӗш сӑвӑ йӗркине вуласа пар тата 6-мӗш сыпӑка кӑтарт.
◼ «Эсир мӗнле шутлатӑр, Иисус Христос шантарса каланӑ пек хамӑрӑн вилнӗ ҫывӑх ҫынсене эпир каллех курма пултарӑпӑр-ши?» Иоанн 5:28, 29-мӗш сӑвӑ йӗркисене вуласа пар та хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн 7-мӗш сыпӑка кӑтарт.
◼ «Ҫӳлти Аттемӗр кӗлӗре Иисус пире Туррӑн ирӗкӗ ҫӗр ҫинче те пӗлӗтри пекех пултӑр тесе кӗлӗ тума вӗрентнӗ. Сирӗн шутпа, ҫакӑ мӗнле майпа пулӗ?» Хуравлама вӑхӑт пар. Матфей 6:9, 10-мӗш сӑвӑ йӗркисене вуласа пар. Ун хыҫҫӑн 8-мӗш сыпӑка кӑтарт.
◼ «Эпир чӑнах та ҫакӑнта каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланнӑ вӑхӑтра пурӑннипе килӗшме пултаратӑр-и эсир?» 2 Тимофей 3:1—5-мӗш сӑвӑ йӗркисене вуласа пар та хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн 9-мӗш сыпӑка кӑтарт.
◼ «Пурнӑҫ мӗншӗн йывӑрланса пынине нумайӑшӗсем ӑнланса илеймеҫҫӗ. Тен, сӑлтавӗ ҫакӑнта?» Апокалипсис 12:9-мӗш сӑвӑ йӗркине вуласа пар та хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн 10-мӗш сыпӑка кӑтарт.
◼ «Эсир хӑҫан та пулсан хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем панӑ-и?» Иов 21:7-мӗш сӑвӑ йӗркине вуласа пар та хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн 11-мӗш сыпӑка кӑтарт.
◼ «Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫак Библи канашӗпе усӑ курсан ҫемьесем телейлӗрех пулма пултараҫҫӗ-и?» Ефес 5:33-мӗш сӑвӑ йӗркине вуласа пар та хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн 14-мӗш сыпӑка кӑтарт.
Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртнине кӑтартнӑ хыҫҫӑн икӗ хут тӗл пулса вӗреннӗ пулсан тата ҫак Библи вӗренӗвӗ малалла тӑсӑлас шанчӑк пур пулсан, ӑна Библи вӗренӗвӗ тесе отчёта ҫырма пулать.