Библи вӗренӗвне тӗплӗн хатӗрлен
1. Мӗншӗн Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чухне вӗренекене чӑнлӑхшӑн пархатарлӑ пулма вӗрентесси тӗп тӗллев пулмалла?
1 Эпир Библи вӗренӗвӗ ирттеретпӗр пулсан вӗренекене Иеговӑшӑн ӗҫлеме хавхалантарас тесе Библи вӗренӗвне тӗплӗн хатӗрленмелле. Ҫын Библи чӑнлӑхӗсемшӗн пархатарлӑ пулма вӗрентӗр тесе хамӑр мӗн тума пултарнине пурне те тумалла (Сакк. аст. 6:5; Ытар. 4:23; 1 Кор. 9:26). Ҫак тӗлӗшрен мӗн тума пулать?
2. Кӗлӗ туни Библи вӗренӗвне тӗплӗн хатӗрленме мӗнле пулӑшма пултарать?
2 Хатӗрленнӗ чухне кӗлӗ ту. Вӗренекенӗн чӗринче акнӑ чӑнлӑхӑн вӑрлӑхне Иегова хӑй ӳстерет. Ҫавӑнпа та Библи вӗренӗвне хатӗрленес умӗн вӗренекеншӗн тата ӑна уйрӑмах мӗн кирли ҫинчен кӗлӗ туни питӗ кирлӗ (1 Кор. 3:6; Иак. 1:5). Ҫакӑн пек кӗлӗ туни вӗренекен «Турӑ ирӗкне пӗлсе ҫиттӗр» тесе ӑна мӗнле пулӑшмаллине пире ӑнланма пулӑшать (Кол. 1:9, 10).
3. Вӗренекене мӗн кирлине шута илсе мӗнле хатӗрленме пулать?
3 Вӗренекен ҫинчен шухӑшла. Ӑнӑҫлӑ вӗрентес тесен итлекене шута илмеллине Иисус пӗлнӗ. Сахалтан та икӗ хут Иисуса пӗр ыйтӑвах панӑ: «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен, мӗн тумалла манӑн?» Анчах та вӑл ҫав ыйту ҫине тӗрлӗрен хурав панӑ (Лука 10:25—28; 18:18—20). Хатӗрленнӗ чухне вӗренекен ҫинчен шухӑшламалла. Сӑмахран, Библири хӑш сӑвӑ йӗркисене уҫса вуламалла? Вӗреннӗ чухне мӗн чухлӗ материал пӑхса тухмалла? Вӗренмелли сыпӑкри хӑш шухӑшӗсем вӗренекеншӗн, тен, ӑнланма е килӗшме йывӑр пулма пултараҫҫӗ? Вӗреннӗ чухне вӗренекенӗн мӗнле ыйтусем сиксе тухма пултарасси пирки малтанах шухӑшлама тӑрӑшсан ҫак ыйтусем ҫине хуравлама лайӑхрах хатӗрленме пултаратпӑр.
4. Тӗплӗн хатӗрленмелли шутне мӗн кӗрет?
4 Материала тепӗр хут пӑхса тух. Вӗренмелли материала хамӑр темиҫе хут вӗреннӗ пулсан та, пирӗн вӗренекеншӗн вӑл пӗрремӗш хут пулать. Ҫавӑнпа та мӗн вӗренни унӑн чӗрине пырса тивтӗр тесен, унпа вӗренмелли кашни урока тӗплӗн хатӗрленмелле. Ҫакӑ вӑл хамӑр вӗренекене мӗн тума хавхалантаратпӑр, хамӑрӑн та ҫавна туса тӑмаллине пӗлтерет. Вӗренекене мӗн кирлине шута илсе темӑна тепре пӑхса тухмалла, илсе панӑ Библи сӑвӑ йӗркисене уҫса вуламалла, тата, тен, тӗп шухӑшсене аялтан туртса паллӑ тумалла (Рим 2:21, 22).
5. Мӗнле майпа эпир Иегова евӗрлӗ пулма пултаратпӑр?
5 Библи вӗренекенсенчен кашниех ҫитӗнӳсем тутӑр тесе Иегова питӗ тӑрӑшать (2 Пет. 3:9). Кашни Библи вӗренӗвне хатӗрленме вӑхӑт тупатпӑр пулсан, эпир Иегова пекех ҫынсемшӗн тӑрӑшнине кӑтартатпӑр.