Лайӑх вӗрентес тесен хатӗрленмелле
Иисуса ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пирки пӗр ыйтӑвах сахалтан та икӗ хутчен панӑ, анчах кашнинчех вӑл тӗрлӗрен, ыйту паракана мӗн кирлине шута илсе, хуравланӑ (Лука 10:25—28; 18:18—20). Ҫавӑнпа та пирӗн, Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чухне пӑхса тухмалли материала лайӑх пӗлетпӗр пулсан та, вӗренекен ҫинчен шухӑшласа маларах хатӗрленмелле. Ӑна мӗне ӑнланма е мӗнпе килӗшме йывӑр пулма пултарать? Илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенчен хӑшӗсене пӗрле вуламалла? Мӗн чухлӗ материал пӑхса тухмалла? Ҫавӑн пекех вӗренекене мӗн вӗреннине ӑса хывма пулӑшас тесе вырӑнлӑ тӗслӗх е ыйтусем хатӗрлеме тата пӗр-пӗр шухӑша мӗнле ӑнлантармалли пирки шухӑшласа хума пулать. Унсӑр пуҫне, ҫын чӗрине акнӑ чӑнлӑх вӑрлӑхне Иегова ӳстернӗрен пирӗн Турра кӗлтумалла: эпир вӗренӗве хатӗрленнине, вӗренекене пулӑшма тӑрӑшнине тата вӗренекене хӑйне те пиллеме ыйтмалла (1 Кор. 3:6; Иак. 1:5).