2010 ҫулхи ятарлӑ пӗр кунлӑ конгресӑн программи
1. а) Юлашки ҫулсенчи ятарлӑ конгрессенче мӗнле темӑсене сӳтсе явнӑ? ӑ) Иртнӗ ҫулсенчи ятарлӑ конгрессенчи мӗнле усӑллӑ шухӑшсем сана сӑваплӑ ӗҫе тума пулӑшрӗҫ?
1 «Мӗн аваннине пӗлсе пурӑнӑр», «Пӗр кӗтӳ пек пӗрлӗхре тӑрӑр», «Малалла та ырӑ хыпар сарӑр» тата «Эпир — тӑм, эсӗ — пирӗн Чӳлмекҫӗ» (Флп. 1:9, 10, 27; Иоан. 18:37; Ис. 64:8). Ҫаксем иртнӗ ҫулсенчи ятарлӑ конгресӑн хӑш-пӗр темисем кӑна-ха. Сирӗн 2010 ҫулхи ятарлӑ конгресра пулас кӑмӑл пур-и? Унӑн теми «Вӑхӑт кӗскелсе килчӗ» ятлӑ, ӑна 1 Коринф 7:29-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх хатӗрленӗ.
2. Ятарлӑ конгреса мӗнле хатӗрленме пулать?
2 Ятарлӑ конгресс хӑҫан пулассине пухусенче пӗлтерсенех унта кайма хатӗрленме пуҫла. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене конгресчен миҫе кун юлнине шутласа пынипе конгреса кӗтме пулӑшаҫҫӗ. Ҫав тӗллевпе вӗсем ҫемье ӗҫӗсене тата ҫемьешӗн уйрӑмах паллӑ кунсене палӑртмалли календарь ҫинче конгресс хӑш кун пулассине паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫемьепе пӗрле Библи вӗреннӗ чухне иртнӗ ҫулхи ятарлӑ конгресра ҫырса хунӑ лайӑх шухӑшсене пӑхса тухма пулать. Ҫавӑн пекех «Учимся в Школе теократического служения» (выр.) кӗнекери 13—16-мӗш страницӑсенчи материалсене пӑхса тухса хӑвӑн чӗрӳне хатӗрлеме пултаратӑн. Ҫак кӗнекери канашсем сана тата санӑн ҫемйӳне «епле итленине астуса тӑрӑр» тесе чӗнсе каланине тытса пыма пулӑшӗҫ (Лука 8:18).
3. Конгресра мӗн илтнипе туллин мӗнле усӑ курмалла?
3 Мӗн пӗлсе пынипе усӑ кур. Конгресс хыҫҫӑн: «Мӗн тери лайӑх программа!» тесе каланине час-часах илтме пулать. Ҫак сӑмахсемпе килӗшмесӗр тӑма ҫук, мӗншӗн тесен конгресс вӑл Иегова парса тӑракан парнесенчен пӗри (Ытар. 10:22). Конгресра мӗн илтни усӑ патӑр тесен, пирӗн ҫавӑн ҫинчен шухӑшламалла тата ҫак пӗлӳсене астуса юлма тӑрӑшмалла (Лука 8:15). Конгресран таврӑннӑ чухне ҫемьепе е машинӑра пӗрле ларса пыракан туссемпе конгресра пулнӑ лайӑх шухӑшсене сӳтсе явма вӑхӑт уйӑрӑр. Мӗнле тӗллевсене пурнӑҫласси пирки тата мӗнле шухӑшсем сана сӑваплӑ ӗҫе тума пулӑшма пултарасси пирки пӗр-пӗрне каласа парӑр. Ҫакӑн пек сӳтсе явни конгресра мӗн илтнине нумайлӑха астуса юлма сире пулӑшӗ (Иак. 1:25).
4. Мӗншӗн ҫак конгресс пирӗншӗн усӑллӑ пулӗ?
4 Усӑллӑ парне илнишӗн эпир питӗ хӗпӗртетпӗр. Тепӗр ятарлӑ конгреса чӑтӑмсӑррӑн кӗтмелле мар-и вара пирӗн? Пире мӗн усӑллӑ пулма пултарать, Иегова шӑпах ҫавна хатӗрленине эпир шанса тӑма пултаратпӑр. Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр, Иегова, пире хавхалантарасса тата хӑй хушнӑ ӗҫе чи лайӑх майпа тума пулӑшакан пӗлӳсем парасса эпир кӗтме пултаратпӑр (2 Тим. 4:2; Иак. 1:17).
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]