Турӑ Сӑмахӗ витӗмлӗ
1. 2014-мӗш сӑваплӑ ӗҫӗн ҫулӗнчи ятарлӑ пӗр кунлӑх конгресс мӗн ятлӑ?
1 Ҫынсем ҫырнӑ кӗнекесемпе танлаштарсан Библин пирӗн шухӑшсемпе ӗҫсене Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ туса пирӗн пурнӑҫа улӑштарма вӑй пур. Туррӑн Сӑмахӗ мӗн тери витӗмлӗ? Унӑн вӑйӗ хамӑрӑн пурнӑҫ ҫине яланах витӗм кӳрсе тӑтӑр тесен эпир мӗн тума пултаратпӑр? Ыттисене пулӑшас тесе эпир унпа ӑнӑҫлӑрах мӗнле усӑ курма пултаратпӑр? 2014-мӗш сӑваплӑ ӗҫӗн ҫулӗнчи ятарлӑ пӗр кунлӑх конгресс унта килекенсен ӗненӗвне ҫирӗпрех тӑвасса эпир шанатпӑр, мӗншӗн тесен ҫав ыйтусене программа вӑхӑтӗнче пӑхса тухӗҫ. Конгресс «Турӑ Сӑмахӗ витӗмлӗ» ятлӑ, вӑл Еврейсем 4:12-мӗш (ҪТ) сӑвӑ йӗрки ҫинче никӗсленсе тӑрать.
2. Мӗнле ыйтусен хуравӗсене пирӗн тупмалла?
2 Ҫак ыйтусен хуравӗсене тупӑр: Программӑна итленӗ май аяларах илсе панӑ ыйтусен хуравӗсене ҫырса пырӑр.
• Иеговӑн Сӑмахне пирӗн мӗншӗн шанмалла? (Пс. 28:4.)
• Турӑ Сӑмахӗн вӑйӗ хамӑрӑн пурнӑҫ ҫине витӗм кӳрсе тӑтӑр тесен эпир мӗн тума пултаратпӑр? (Пс. 33:9.)
• Ырӑ хыпар каланӑ чухне Турӑ Сӑмахӗн вӑй пуррине ҫынсене мӗнле кӑтартмалла? (2 Тим. 3:16, 17.)
• Сатанан ултавлӑ тӗнчи пирӗн ҫине витӗм ан кӳтӗр тесен мӗн тумалла? (1 Иоанн 5:19.)
• Ҫамрӑк чухне чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем эсӗ мӗнле тума пултаратӑн? (Иер. 17:7.)
• Халсӑр чухне те эпир хӑватлӑ, е вӑйлӑ, мӗнле пулма пултаратпӑр? (2 Кор. 12:10.)
• Ҫирӗп кӗрсе ларнӑ йӑласемпе шухӑшсене ҫӗнтерсе малалла та пурнӑҫра улшӑнусем тума пире мӗн пулӑшать? (Эф. 4:23.)
3. Ятарлӑ пӗр кунлӑх конгресс программине итленисӗр пуҫне тата мӗнле усӑ илме пултаратпӑр?
3 Ҫак ыйтусене пӑхса тухни пире питӗ пысӑк усӑ парӗ! Унсӑр пуҫне, ятарлӑ пӗр кунлӑх конгресра, районпа область конгрессенчи пекех, эпир юрату нумайрах кӑтартма тата тӗрлӗ пухури тӑвансемпе хутшӑнса савӑнӑҫ илме пултаратпӑр (Пс. 132:1—3; 2 Кор. 6:11—13). Ҫавӑнпа та хамӑрӑн туссемпе хутшӑнма тата ҫӗнӗ туссене тупма вӑхӑт уйӑрӑр. Сирӗн ятарлӑ пӗр кунлӑх конгреса область надзирательне е Вефильти арҫын тӑвана чӗнчӗҫ пулсан, ӑна тата унӑн арӑмне хапӑл туса кӗтсе илме пултараймӑр-ши? Ҫапла, пулас ятарлӑ пӗр кунлӑх конгреса эпир питӗ кӗтетпӗр!