Хӑвпа пӗрле ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен хыпарҫӑна пулӑш
1. Ырӑ хыпара икшерӗн пӗлтерсе ҫӳрени мӗнле усӑ парать?
1 Иисус ҫитмӗл вӗренекенне суйласа илнӗ хыҫҫӑн вӗсене ырӑ хыпар пӗлтерме «икшерӗн-икшерӗн... янӑ» (Лука 10:1). Ҫавна пула унӑн вӗренекенӗсем сӑваплӑ ӗҫре пӗр-пӗрне пулӑшма тата хавхалантарма пултарнӑ. Хамӑрпа пӗрле ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен хыпарҫӑна эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?
2. Санпа пӗрле ырӑ хыпар пӗлтерме кайнӑ хыпарҫӑ калаҫнӑ чухне санӑн мӗн тумалла тата мӗншӗн ҫавӑн пек тумалла?
2 Итленипе. Хӑвпа пӗрле ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен хыпарҫӑ калаҫӑва пуҫларӗ пулсан, вӑл мӗн каланине тимлӗ итле (Иак. 1:19). Вӑл Библирен сӑвӑ йӗрки вуласа панӑ чухне эсӗ те хӑвӑн Библи тӑрӑх йӗрлесе пыр. Кам калаҫать — санпа пӗрле хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен е ырӑ хыпара итлекен — ҫавӑн ҫине пӑх. Эсӗ тимлӗ итленине курса ырӑ хыпара итлекен те тимлӗ пулӗ.
3. Хамӑрпа пӗрле ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен хыпарҫӑ пуҫланӑ калаҫӑва хӑҫан хутшӑнма юрать?
3 Кирлӗ чухне каланипе. Хыпарҫӑ пуҫланӑ калаҫӑва хамӑр алла илмесӗр хӑйнех вӗҫлеме паратпӑр пулсан, эпир ӑна хисепленине кӑтартатпӑр (Рим 12:10). Пирӗн унӑн калаҫӑвне пӳлмелле мар. Ӑна пулӑшу кирлӗ пулсан — вӑл мӗн калас тенине манса кайсан е итлекен хирӗҫлесен е йывӑр ыйту парсан — эпир калаҫӑва хутшӑнма пултаратпӑр, анчах та урӑх тема ҫине куҫса каймасӑр вӑл пуҫланӑ темӑпах малалла калаҫатпӑр (Ытар. 16:23; Еккл. 3:1, 7). Пирӗн сӑмахсем ырӑ хыпара пӗлтерме пулӑшччӑр (1 Кор. 14:8).
4. Сӑваплӑ ӗҫе савӑнӑҫпа тата ӑнӑҫлӑ тума мӗн пулӑшӗ?
4 Ырӑ хыпара икшерӗн пӗлтерсе ҫӳренӗ ҫитмӗл вӗренекен сӑваплӑ ӗҫе вӗҫлесен «савӑнса тавӑрӑннӑ» (Лука 10:17). Хамӑрпа пӗрле ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен хыпарҫӑ мӗн каланине тимлӗ итленипе тата пулӑшу кирлӗ чухне пулӑшнипе эпир те сӑваплӑ ӗҫе савӑнӑҫпа тата ӑнӑҫлӑ тума пултаратпӑр.