Ырӑ хыпар сарнӑ чухне пӗр-пӗрне пулӑшӑр
1. Ытти хыпарҫӑсемпе ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне эпир Павел апостолтан тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр?
1 Павел апостол пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑнассине «пӗрле... савӑнма[лли]» май тесе шутланӑ (Рим 1:12). Тепӗр хыпарҫӑпа ырӑ хыпар пӗлтерме кайсан эсӗ ӑна хавхалантарма тата пулӑшма тӑрӑшатӑн-и? Май пур чухне тӑвана хӑвна сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшнине каласа пама тӑрӑшатӑн-и?
2. Хӑвӑнпа пӗрле ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен тӑвана хӑюллӑрах пулма мӗнле пулӑшма пулать тата мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ?
2 Хӑюллӑрах пулма пулӑшӑр. Ырӑ хыпар саракансене нумайӑшне хӑюлӑх ҫитсе каймасть, ҫакӑ час-часах вӗсен сӑн-пичӗ е сассийӗ ҫинче палӑрса тӑрать. Эпир вӗсене чунтан мухтаса хӑюллӑрах пулма пулӑшма пултаратпӑр. Тата урӑх майсем пур-и? Пӗр ҫулҫӳрев надзирателӗ хӑйӗнпе ырӑ хыпар сарма кайнӑ тӑвана хӑй мӗнрен хӑранине тата вӗсемпе кӗрешме час-часах кӗлтуса пулӑшу ыйтнине уҫҫӑнах каласа парать. Хӑюллӑрах пулма тепӗр арҫын тӑвана акӑ мӗн пулӑшать: «Веҫех йӑл кулӑран пуҫланать. Ҫакна тума ним йывӑрри те ҫук пек, анчах та ун пирки те хӑш-пӗр чухне кӗлтумалла». Сана сӑваплӑ ӗҫре хӑюллӑрах пулма мӗн пулӑшать? Ҫавӑн ҫинчен хӑвӑнпа пӗрле ырӑ хыпар пӗлтерме кайнӑ тӑвана каласа пар.
3. Хамӑрпа пӗрле ырӑ хыпар пӗлтерме кайнӑ тӑвана ӑста хыпарҫӑ пулма эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?
3 Хӑв усӑ куракан меслетсем ҫинчен ыттисене каласа пар. Калаҫӑва кӗскен е ыйтупа пуҫлани калаҫӑва ҫӑмӑллӑн пуҫлама май панине эсӗ асӑрханӑ-и? Тен, эсӗ «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хучӗ ҫинчи сӗнмелли меслете хӑвна килӗшнӗ пек улӑштарнӑ та, вӑл вара питӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ? Ҫавӑн ҫинчен хӑвӑнпа пӗрле ырӑ хыпар саракан тӑвана каласа пар (Ытар. 27:17). Ҫын патне тепӗр хут килнӗ чухне, кӑшт маларах, эсӗ мӗн ҫинчен калаҫасшӑн тата ҫакна мӗнле тӑвасшӑн пулнине мӗншӗн-ха тӑвана каласа парас мар? Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ хыҫҫӑн эсӗ пӗр-пӗр шухӑша мӗншӗн уйрӑмах палӑртнине, мӗншӗн ҫав е урӑх сӑвӑ йӗркипе е вӗрентмелли ҫав меслетпе усӑ курнине ӑнлантарса пама пулать.
4. Хамӑрпа пӗрле ырӑ хыпар пӗлтерме каякансене пулӑшни мӗншӗн питӗ кирлӗ?
4 Пӗрремӗш ӗмӗрте ырӑ хыпар пӗлтерекенсем ӗненмен ҫынсене кӑна мар пулӑшма тӑрӑшнӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне хавхалантарни тата ҫирӗплетни питӗ кирлине ӑнланнӑ (Ап. ӗҫ. 11:23; 15:32). Павел апостол ҫамрӑк Тимофее вӗрентнӗ те кайран ӑна хӑй мӗн пӗлнине ыттисене каласа пама хавхалантарнӑ (2 Тим. 2:2). Ырӑ хыпар сарнӑ чухне пӗрле ӗненекенсене ырӑ тума манмастпӑр пулсан эпир вӗсене савӑнӑҫ илме, ӑнӑҫлӑ хыпарҫӑсем тата ӑста вӗрентекенсем пулма пулӑшатпӑр, ҫавӑн пекех хамӑрӑн ҫӳлти Аттене савӑнтаратпӑр (Евр. 13:15, 16).