Ырӑ хыпар сарнӑ чухне калаҫӑва пуҫламалли меслетсем
«Ответы на семь вопросов о молитве» брошюра. «Турӑшӑн пирӗн хуйхӑ-суйхӑ пурпӗрех-ши тесе нумайӑшӗ шухӑшлать. Эсир ҫакӑн пирки мӗн шухӑшлатӑр-ши? [Хурава итле те Псалом 33:19 вуласа пар.] 19-мӗш страницӑри статьяра тӗрӗс мар туйӑмсене, калӑпӑр, хамӑр пирки никама та кирлӗ мар тесе шухӑшлассине, кӑмӑл пусӑрӑннине тата ҫав тери айӑплӑ туйнине ҫӗнтерме Турӑ мӗнле пулӑшни ҫинчен сӳтсе явнӑ».
«Кому можно доверять?» брошюра. «Пӗрисем Турӑ вӑл куҫа курӑнман вӑй кӑна теҫҫӗ, теприсем Туррӑн туйӑмсем пур тесе шутлаҫҫӗ. Эсир вара мӗнле шутлатӑр? [Хурава итле.] Пӗр интереслӗ шухӑша итлесе пӑхӑр-ха. [1 Петр 5:6, 7 вуласа пар.] Турӑ ҫинчен Библире мӗн каланине ҫак брошюрӑри ҫирӗм тӑхӑрмӗш страницӑран пуҫланакан статьяна вуласа пӗлме пулать».
«Пять секретов, как быть довольным жизнью» брошюра. «Пирӗнтен кашни кӑмӑла ҫырлахтаракан пурнӑҫпа пурӑнасшӑн. Ҫакӑн пек пурӑнма, сирӗн шутпа, укҫа-тенкӗ кирлӗ-ши? [Хурава итле.] Библи ҫыракансенчен пӗри ҫитмен пурнӑҫпа пурӑннӑ чухне мӗн пуррипе мӗнле ҫырлахмаллине пӗлсе ҫитнӗ. [Филиппы 4:11, 12 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра кӑмӑла ҫырлахтарма пулӑшакан 5 вӑрттӑнлӑх ҫинчен ҫырса панӑ».
«Новая волна атеизма» брошюра. «Хӑш-пӗр атеистсем каланӑ тӑрӑх, нумай усал ӗҫе Турӑ ячӗпе тӑваҫҫӗ. Турра ӗненесси пулмасан, пурнӑҫ лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ теҫҫӗ вӗсем. Эсир вара мӗнле шухӑшлатӑр? [Хурава итле.] Тӗнчери тӗнсене пула те хӗн-асап нумайланса пынине кӑтартакан пӗр сӑлтава пӑхӑр-ха. [2 Тимофей 4:3, 4 вуласа пар.] Атеистсен сӑмахӗсенче мӗнле ҫитменлӗхсем пуррине ҫак журналта кӑтартса панӑ».