Журналсене сӗнмелли меслетсем
Сторожевая башня Августӑн 1-мӗшӗ
«Ҫынсенчен нумайӑшӗ лайӑх ҫынсем пӗлӗте каяҫҫӗ тесе ӗненеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки эсир мӗн шутлатӑр? [Хуравлама вӑхӑт пар.] Ҫакӑнта мӗн ҫырнине пӑхӑр-ха. [Псалом 36: 11, 29 вуласа пар.] Ҫак статьяра эсир ҫынсен пуласлӑхӗ пирки Иисус мӗн калани ҫинчен пӗлме пултаратӑр». Ҫирӗм иккӗмӗш страницӑра пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Пробудитесь! Август
«Атте е анне вилни чуна калама ҫук ыраттарать. Ҫакӑнпа эсир килӗшетӗр-и? [Хуравлама вӑхӑт пар.] Нумайӑшӗсене, тӗслӗхрен, Библири ҫак сӑвӑ йӗрки лӑплантарнӑ. [Апокалипсис 21:4 вуласа пар.] Ҫывӑх ҫын вилсен чун кӳтсе килнине мӗнле чӑтса ирттермеллине ҫак статьяра ӑнлантарса панӑ». Уйрӑмах ҫак статья ҫамрӑксемшӗн усӑллӑ пулма пултарать. Вуннӑмӗш страницӑра пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Сторожевая башня Сентябрӗн 1-мӗшӗ
«Хӑш-пӗр ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, кам Турра шанчӑклӑ, ҫавсене Турӑ пуянлӑх парать, чухӑн пулни вара Турӑ ырламаннине пӗлтерет. Ҫакӑн пирки эсир мӗн шутлатӑр? [Хуравлама вӑхӑт пар.] Ҫакна палӑртмалла, Иисус Христос пуян пулман. [Лука 9:58 вуласа пар.] Туррӑн ӗҫлекенӗсем мӗнле пиллӗхсем кӗтме пултарни ҫинчен ҫак журналта сӳтсе явнӑ».
Пробудитесь! Сентябрь
«Эсир мӗнле шутлатӑр, иртнӗ ҫулсемпе танлаштарсан паянхи ҫамрӑксене йывӑртарах-ши? [Хуравлама вӑхӑт пар.] Нумайӑшсем ҫак сӑвӑ йӗркинче шӑпах пирӗн вӑхӑт пирки каланӑ тесе шутлаҫҫӗ. [2 Тимофей 3:1 вуласа пар.] Ҫак журналта Библирен илсе панӑ усӑллӑ канашсем пур, вӗсем ашшӗ-амӑшӗсене те ҫамрӑксене те пулӑшма пултараҫҫӗ».