Журналсене сӗнмелли меслетсем
Сторожевая башня Июлӗн 1-мӗшӗ
«Эсир мӗнле шутлатӑр, паянхи йывӑр вӑхӑтра чунра канӑҫлӑх тупма пулать-и? [Хурава итле.] Библире Филиппы 4:6, 7-мӗш сӑвӑ йӗркисенче акӑ мӗн каланӑ. [Вуласа пар.] Ҫак статьяра Турӑ паракан канӑҫлӑха мӗнле илмеллине ӑнлантарса панӑ». Вуннӑмӗш страницӑран пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Пробудитесь! Июль
«Пирӗнтен нумайӑшӗ ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсене пӑхса-вӗрентсе ӳстернӗшӗн тав тӑваҫҫӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр, пире ачаранах вӗрентнӗ тӗн вӗрентӗвӗсене тӗрӗслени атте-аннене хисеплеменнине пӗлтерет-и? [Хурава итле. Ун хыҫҫӑн 1 Иоанн 4:1 вуласа пар.] Хамӑр мӗне ӗненнине улӑштарма юрать-ши? Ун пирки ҫак статьяра ӑнлантарса панӑ». Ҫирӗм саккӑрмӗш страницӑран пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Сторожевая башня Августӑн 1-мӗшӗ
Хӑш-пӗр ҫынсем пур тӗн те тӗрлӗ ҫулпа чӑн Турӑ патне илсе пырать тесе шутлаҫҫӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр, пур тӗн те тӗрӗс пулма пултарать-и? [Хурава итле. Ун хыҫҫӑн Матфей 7:13, 14 вуласа пар.] Ҫак журналта Библи каланӑ тӑрӑх чӑн тӗн мӗнпе уйрӑлса тӑнине кӑтартса паракан виҫӗ паллӑна илсе панӑ».
Пробудитесь! Август
Пирӗнтен кашнийӗнех хӑҫан та пулин ҫынсем пӗр-пӗрне хисеплеменнипе тӗл пулма тивнӗ. Сирӗн шутпа, Турӑ ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхать? [Хурава итле. Ун хыҫҫӑн Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35 вуласа пар.] Камӑн ҫакӑн пек хисепе хуманнинчен хӗн курма тивнӗ, ҫавӑн Библирен пулӑшу тата лӑплану илме май пур. Ҫавӑн пекех Библи пире хамӑрти ҫав япӑх ене пӗтерме пулӑшать. Ҫак журналта ҫавӑн ҫинчен ҫырса панӑ».