Журналсене сӗнмелли меслетсем
Сторожевая башня Сентябрӗн 1-мӗшӗ
Библире Адампа Ева ҫинчен каланине нумайӑшӗсем шутласа кӑларнӑ япала теҫҫӗ. Теприсем Адампа Ева чӑнахах та пурӑннӑ тесе ӗненеҫҫӗ. Эсир ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑр? [Хурава итле.] Адампа Ева пирки Иисус Христос акӑ мӗн каланӑ. [Марк 10:6—9-мӗш сӑвӑ йӗркисене вуласа пар.] Ҫак статьяра вӗсем чӑнахах та пурӑнни ҫинчен ҫирӗплетӳсем кӑтартса панӑ тата ҫакна пирӗн мӗншӗн ӗненме кирлине ӑналантарса панӑ. Вуниккӗмӗш страницӑра пуҫланакан статьяна кӑтарат.
Пробудитесь! Сентябрь
Пӗрремӗш Иоанн 4:8-мӗш сӑвӑ йӗркине вуласа пар та ҫакӑн пек кала: «Нумайӑшӗ Турӑ усал ҫынсене вутлӑ ҫулӑмра ӗмӗр-ӗмӗрех асаплантарать тесе ӗненет. Ыттисем шутланӑ тӑрӑх, ҫакӑн ҫинчен вӗрентни тин кӑна вуланӑ Библири сӑвӑ йӗрки килӗшсе тӑмасть. Эсир ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑр? [Хурава итле.] Ҫак ыйту пирки Библире мӗн калани ҫинчен эсир ҫакӑнти статьяран пӗлме пултаратӑр». Вуннӑмӗш страницӑра пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Сторожевая башня Октябрӗн 1-мӗшӗ
«Пирӗн пурин те пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ. [Эсир пурӑнакан вырӑнта час-часах тӗл пулаканнисене аса ил.] Эсир мӗнле шутлатӑр, Турӑ пире ҫак йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшма пултараять-и? [Хурава итле.] Турӑ мӗнле пулӑшнине кӑтартакан пӗр мӗслечӗ ҫине Иисус Христос ҫак сӑвӑ йӗркинче кӑтартнӑ [Лука 11:13-мӗш сӑвӑ йӗркине вуласа пар.] Ҫак журналта святой сывлӑш мӗне пӗлтернине тата вӑл пире усӑ патӑр тесе мӗнле пулӑшма пултарнине ӑнлантарса панӑ».
Пробудитесь! Октябрь
«Ҫемьеллӗ пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулассипе килӗшетӗр пулӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр, шанчӑклӑ та усӑллӑ канашсене ҫемьесен ӑҫта шырамалла-ши? [Хурава итле. Ун хыҫҫӑн Псалом 31:8-мӗш сӑвӑ йӗркине вуласа пар.] Ҫак «Пробудитесь» журналӑн ятарлӑ кӑларӑмӗнче Библири принципӗсене илсе панӑ. Ҫемьере ҫак принципсемпе усӑ курсан, вӗсем чӑнахах та пулӑшма пултараҫҫӗ».