Тӗплӗн шухӑшласа чӗререн кӗлӗ туни Турӑ ӗҫӗнче хастар пулма пулӑшать
1. Иисуса тӗп ӗҫрен пӑрӑнасран мӗн пулӑшнӑ?
1 Иисус ҫӗрлечченех чирлӗ ҫынсене сыватнӑ тата усалсене хӑваласа кӑларнӑ. Тепӗр ирхине вӗренекенӗсем ӑна каланӑ: «Сана пурте шыраҫҫӗ», ҫапла вӗсем ӑна малалла та хӑватлӑ ӗҫсем тутарасшӑн пулнӑ. Анчах та Иисус хӑйӗн тӗп ӗҫӗнчен — ырӑ хыпара сарассинчен — кӑшт та пӑрӑнасшӑн пулман. Вӑл хуравланӑ: «Атьӑр, ҫывӑхри ялсемпе хуласене каяр, Манӑн унта та вӗрентсе ҫӳрес: Эпӗ ҫавӑншӑн килнӗ». Ҫакӑн пек тимлӗ ӗҫлеме Иисуса мӗн пулӑшнӑ? Шухӑшлас тата кӗлӗ тӑвас тесе вӑл ирех тӑнӑ (Марк 1:32—39). Тӗплӗн шухӑшласа чӗререн кӗлӗ туни пире малалла та хастарлӑ хыпарҫӑ пулма мӗнле пулӑшма пултарать?
2. Хастар хыпарҫӑ пулас тесен мӗн ҫинчен шухӑшламалла?
2 Мӗн ҫинчен шухӑшламалла? Ҫынсем «кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек асапланса пӗтнине, вӑйран сулӑннине» Иисус пӗлнӗ (Матф. 9:36). Ҫавӑн пекех эпир те ҫынсене ырӑ хыпара пӗлни мӗн тери кирли ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр. Вӑхӑт кӗтменни пирки те шухӑшлани кирлӗ (1 Кор. 7:29). Унсӑр пуҫне, эпир Иеговӑн лайӑх енӗсемпе ӗҫӗсем ҫинчен, Иегова Свидетелӗ пуласси пысӑк чыс пулни ҫинчен, е Турӑ Сӑмахӗнчи хаклӑ чӑнлӑхсем ҫинчен тата ҫак чӑнлӑха нумай ҫын пӗлменни ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр (Пс. 76:12—14; Ис. 43:10—12; Матф. 13:52).
3. Хӑҫан шухӑшлама пулать?
3 Хӑҫан шухӑшламалла? Хӑшӗ-пӗрисем, Иисусран тӗслӗх илсе, лӑпкӑн шухӑшлас тесе ирех тӑраҫҫӗ. Теприсене каҫхине, ҫывӑрас умӗн, шухӑшлама килӗшет (Пулт. 24:63). Питӗ ӗҫлӗ чухне те шухӑшлама вӑхӑт тупма пулать. Сӑмахран, транспортпа кайнӑ чухне. Е тӑхтав вӑхӑтӗнче апатланнӑ хыҫҫӑн, хӑв пӗччен чухне, шухӑшлама пулать. Ырӑ хыпар сарма каяс умӗн кӑшт вӑхӑт уйӑрса шухӑшлани те хастарлӑрах тата тӳсӗмлӗрех пулма пулӑшать.
4. Кӗлӗсене мӗншӗн тӗплӗн шухӑшласа тумалла?
4 Тӗплӗн шухӑшласа кӗлӗ туни Иеговӑшӑн ӗҫлес кӑмӑла ӳстерет, чи кирлӗ ӗҫе мала хума тата малалла та ырӑ хыпара активлӑ пӗлтерсе ҫӳреме пулӑшать. Кӗлӗ туса тӗплӗн шухӑшлани Иисуса ҫав тери пысӑк усӑ панӑ. Ҫакӑ пире те усӑ парӗ.