Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 11/11 1 с.
  • Ӳссе пытӑр тесен шӑвармалла

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ӳссе пытӑр тесен шӑвармалла
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
  • Ҫавнашкал материал
  • Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Чӑнлӑхпа интересленекен ҫынсем ҫинчен мӗн-мӗн ҫырса пымалла
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2014
  • Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Ҫынсем патне тепӗр хут килме никӗс хыватпӑр
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2014
  • Ҫынсем патне хӑҫан тепӗр хут каймалла?
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2009
  • «Ӑна килӗнче тытма май ҫук!»
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2014
Ытларах пӗлӗр
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
km 11/11 1 с.

Ӳссе пытӑр тесен шӑвармалла

1. Сӑнарлӑ ӳсӗм валли мӗн кирлӗ?

1 Пахчана лартнӑ вӑрлӑхсем шӑтса тухчӑр тесен вӗсене шӑвармалла. Эпир хамӑрӑн участоксенчи ҫынсен чӗрине «лартнӑ» чӑнлӑх вӑрлӑхӗсем пирки те ҫавнах калама пулать (1 Кор. 3:6). Вӗсем шӑтса тухчӑр, тымар яччӑр тата чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем туччӑр тесен пирӗн, сӑнарлӑ каласан, вӗсем патне ҫӳресе вӗсене Турӑ Сӑмахӗпе усӑ курса шӑвармалла.

2. Тепӗр хут килме никӗс мӗнле хывмалла?

2 Ыйту пар. Калаҫӑва мӗнле пуҫласси пирки шутланӑ май тепрехинче интереслӗ мӗнле ыйтӑва сӳтсе явма пултарни ҫинчен шухӑшла. Ҫак ыйтӑва пӗрремӗш калаҫу вӗҫӗнчех пар та хӑш кун, миҫере тепӗр хут тӗл пуласси пирки ҫынпа калаҫса татӑл. Нумай хыпарҫӑ палӑртнӑ тӑрӑх, Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртнине кӑтартас тесе хамӑрӑн публикацисенчен материал суйласа илни лайӑх.

3. Ҫын интересленчӗ пулсан мӗн-мӗн ҫырса палӑртма юрать?

3 Ҫырса пыр. Пӗрремӗш калаҫу хыҫҫӑн тӳрех ҫырса хума вӑхӑт уйӑр. Ҫын ятне, адресне, ҫавӑн пекех хӑш кун, миҫере килнине, мӗн ҫинчен калаҫнине тата мӗнле литература хӑварнине (хӑварнӑ пулсан) ҫырса палӑртма юрать. Ҫын хӑй тытса тӑракан тӗн пирки мӗн те пулин каларӗ-и? Унӑн ҫемйи пур-и? Хӑйне мӗн кӑсӑклантарнине е хумхантарнине асӑнчӗ-и? Ҫакна пӗлни сана малашнехи калаҫусенче ӑна мӗн кирлине сӳтсе явма пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне хӑҫан тӗл пулма калаҫса татӑлнине тата мӗнле ыйту ҫине хуравлассине ҫырса хума пулать.

4. Ҫын интересне аталантарнӑ май мӗншӗн ҫине тӑмалла?

4 Ҫине тӑрса тӑрӑш. Ҫын чӗрине «акнӑ» вӑрлӑха Сатана ҫавах вӑрласа кайма тӑрӑшӗ (Марк 4:14, 15). Ҫавӑнпа та интересленекен ҫынна каллех килте тытаймастӑн пулсан, ална ан ус. Ун патне мӗншӗн-ха ҫыру ҫырас мар е почта ещӗкӗнче кӗске ҫыру хӑварас мар? Пӗр хӗрарӑм пионер Библи вӗренӗвӗ хӗрарӑмпа унӑн алӑкӗ умӗнчех пуҫланӑ. Кайран килте тытайман пирки ун патне ҫыру ҫырнӑ. Вӑхӑт иртсен вара тӗл пулсассӑн хӗрарӑм хӑйӗнпе ҫакӑн пек интересленни чӗрине хускатни ҫинчен каланӑ. Чӑнлӑх вӑрлӑхӗсене шӑваратпӑр пулсан эпир хунав ҫирӗп туна пулса тӑнине тата «пӗри вӑтӑр хут, тепӗри утмӑл хут, тата тепӗри ҫӗр хут ытла усӑ кӳнине» курса савӑнӑҫ илме пултарӑпӑр (Марк 4:20).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр