Ыйтусен рамки
◼ Купона тата Интернет-заявкӑна камӑн ҫырса тултармалла?
Нумай пирӗн публикацисенче купон пур, филиал литература ярса патӑр е хӑв патна килччӗр тесен ӑна ҫырса тултарма пулать. Унсӑр пуҫне www.watchtower.org сайтра Библи вӗренес килни ҫинчен заявка хӑварма пулать. Ҫакӑ нумайӑшне чӑнлӑха пӗлме пулӑшнӑ. Анчах та хыпарҫӑсем хӑйсен ҫывӑх тӑванӗсене е ытти ҫынсене Турӑ патне ҫывхарма пулӑшас тесе вӗсемшӗн хӑйсем ҫакӑн пек заявка панӑ чухне йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ.
Пирӗн публикацисене хӑйсем ярса пама ыйтмасӑрах филиалтан илнӗ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗри пирӗн организаци хӑпма пӗлмест тесе ӳпкелешнӗ тата хӑйсен ячӗсем пӗр-пӗр салату списокне лекнӗ тесе шикленнӗ. Пӗр-пӗр ҫын патне пыма ыйтнӑ бланка илнӗ хыпарҫӑсем аван мар ситуацисене лекни те пулкаланӑ: хӑй патне килме ыйтман ҫын тарӑхнине кӑтартнӑ. Ҫавӑнпа та сайтпа е купонпа усӑ курса ҫырса яраканӗ интересленекен ҫын хӑй пулмалла. Хыпарҫӑсен ҫакна ыттисемшӗн тумалла мар. Ҫакӑн пек заявкӑна урӑх ҫын ячӗпе ҫырни паллӑ пулсан ӑна, яланхи пекех, пӑхса тухмӗҫ.
Апла пулсан хурӑнташа е пӗлӗше Турӑ патне ҫывхарма мӗнле пулӑшма пулать? Эсӗ вӑл литература илтӗр тетӗн пулсан мӗншӗн-ха ӑна хӑвӑн ярса парас мар? Унӑн интерес пур тата вӑл хӑй патне Иегова Свидетелӗсене килтересшӗн, эсӗ вара вӑл пурӑнакан вырӑнти пухӑвӑн старейшинисемпе мӗнле ҫыхӑнмаллине пӗлместӗн пулсан «Пожалуйста, посети этого человека» (S-43) бланка ҫырса тултар та ӑна пухӑвӑн секретарьне пар, вӑл ӑна филиала ярса парӗ. Ҫын тӗрмере ларать, наркологи диспансерӗнче е больницӑра выртать пулсан, филиала уншӑн заявка ҫырма кирлӗ мар. Ӑна филиала хӑйне хӑй ячӗпе ҫырса яма хавхалантарма пулать.