Ыйтусен рамки
◼ Урӑх ҫӗршывра пурӑнакан палламан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерес е вӗсемпе Библи вӗренес тесе хыпарҫӑсен интернетпа усӑ курмалла-и?
Сӑваплӑ ӗҫе хӑш-пӗр майсемпе тума чарнӑ е хыпарҫӑсем сахал пулнӑ ҫӗршывсенче пурӑнакан ҫынсемпе Библи вӗренес тесе хӑш-пӗр хыпарҫӑсем интернетпа усӑ кураҫҫӗ. Хушӑран ҫакӑ лайӑх ҫимӗҫсем те панӑ. Анчах та хыпарҫӑсем палламан ҫынпа электронлӑ почтӑпа ҫыру ҫӳретеҫҫӗ пулсан е чатра хутшӑнаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ сиен кӳме пултарать. (2007 ҫулхи июльти «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫе» пӑх, 3 с.) Пухури тӑвансен тӗллевӗ тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтересси пулсан та, вӗсем ҫакна пула япӑх ҫынсемпе, ҫав шутра чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисемпе, хутшӑнма пултараҫҫӗ (1 Кор. 1:19—25; Кол. 2:8). Унсӑр пуҫне, сӑваплӑ ӗҫе хӑш-пӗр майсемпе тума чарнӑ е пачах чарса лартнӑ ҫӗршывсенче ҫыру ҫӳретнине влаҫсем йӗрлеме-сӑнама пултараҫҫӗ. Ҫакӑ вара ҫав вырӑнти хыпарҫӑсене хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултарать. Ҫавӑнпа та, урӑх ҫӗршывра пурӑнакансене ырӑ хыпар пӗлтерес тесе хыпарҫӑсен вӗсене интернетра шырамалла мар.
Тен, эсӗ урӑх ҫӗршывран вӑхӑтлӑха килнӗ ҫынна май килнӗ чухне ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Вӑл хӑйӗн ҫӗршывне каялла таврӑнсан, ҫав вырӑнти филиал урӑх хушусем паман пулсан, унӑн интересне малалла аталантармалла мар. Ун вырӑнне ӑна пирӗн сайтра ытларах информаци мӗнле тупмаллине е хӑй ҫӗршывӗнчи филиалпа мӗнле ҫыхӑнмаллине ӑнлантарса парсан лайӑхрах пулӗччӗ. Ҫавӑн пекех эсӗ ӑна хӑй пурӑнакан вырӑнти Патшалӑх залне кайса килме хавхалантарма пултаратӑн. Паллах ӗнтӗ, хӑш-пӗр ҫӗршывсенче Патшалӑх залӗсем ҫук. Ҫын ҫав вырӑнта пурӑнакан Иегова Свидетелӗсем ун патне килччӗр тет пулсан, «Пожалуйста, посети этого человека» (S-43) бланка ҫырса тултарса секретаре пар, вӑл вара ӑна пирӗн сайт урлӑ ярса парӗ. Ҫав ҫӗршывра ырӑ хыпар сарас ӗҫе пӑхса-йӗркелесе тӑракан филиал ҫав вырӑнти лару-тӑрӑва тата ҫынсене Библири чӑнлӑха мӗнле пӗлтермеллине лайӑхрах пӗлет. (2014 ҫулхи июньти «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫе», 7 с. тата 2011 ҫулхи ноябрьти «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫе», 2 с. пӑх.)
Кам патне эпир тӑтӑшах ҫӳретпӗр, ҫавӑ урӑх ҫӗршыва куҫса каять пулсан, е эпир интернет урлӑ паллашнӑ урӑх ҫӗршыв ҫыннипе Библи вӗренме пуҫларӑмӑр пулсан, пирӗн ҫӳлерех ҫырса панӑ хушусене тытса пымалла. Анчах та ҫав вырӑнти хыпарҫӑ унпа ҫыхӑничченех эпир унӑн интересне малалла аталантарма пултаратпӑр. Апла пулин те, ҫав ҫын сӑваплӑ ӗҫе хӑш-пӗр майсемпе тума чарнӑ е пачах чарса лартнӑ ҫӗршывра пурӑнать пулсан, ҫырусем урлӑ тата телефонпа е электронлӑ почтӑпа усӑ курса Библири шухӑшсене сӳтсе явнӑ чухне пирӗн питӗ асӑрхануллӑ пулмалла (Матф. 10:16).