Калаҫӑва мӗнле пуҫламалла
Январьте, пӗрремӗш шӑмат кун, Библи вӗренӗвӗ ҫапла пуҫлама пулать: «Хӑшӗ-пӗрисем Библире мӗн калани пурте пурнӑҫланса пырать тесе шутлаҫҫӗ. Теприсем Библире малтанах каласа хунисене ун пек те, кун пек те ӑнланма пулать, ҫавӑнпа та вӗсене тӗрлӗрен ӑнлантарса пама пулать теҫҫӗ. Эсир вара мӗнле шутлатӑр?» Хурава итле. Ҫынна «Чему нас может научить жизнь Авраама?» брошюрӑна пар та 16-мӗш страницӑри пӗрремӗш подзаголовока унпа пӗрле сӳтсе яв. Библирен илсе панӑ пӗр сӑвӑ йӗркине те пулин вуласа пар. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Чему нас может научить жизнь Авраама?» брошюра. «Камӑн пурнӑҫӗ пирӗншӗн тӗслӗх пулма пултарать, ҫавӑн пек ҫын историре нумай пулнӑ тенипе эсир килӗшетӗр-и? [Хурава итле.] Вӗсенчен пӗрин пирки Библире каланӑ, ун пирки кӑна «Турӑ тусӗ» тесе ҫырнӑ. [Иаков 2:23 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра Турӑ Авраам ҫине мӗншӗн хӑйӗн тусӗ пек пӑхнине тата унӑн пурнӑҫ ҫулӗ пирӗншӗн хӑш тӗлӗшрен тӗслӗх пулма пултарнине сӳтсе явнӑ».
«Есть ли польза от честности?» брошюра. «Взятка парасси тата ытти ултавлӑ ӗҫсем бизнесра час-часах тӗл пулаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри «суя — ҫур пурнӑҫ» тет. Эсир вара мӗнле шутлатӑр? [Хурава итле.] Пӗр ӑслӑ каларӑш ҫине пӑхӑр-ха. [Ытарӑшсем 20:17 вуласа пар.] Ҫак брошюра тӳрӗлӗх мӗнле усӑ панине ӑнлантарать».