Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Январӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвӗ ҫапла пуҫлама пулать: «Нумайӑшӗ Турӑ пирки тӗрлӗ майлӑ шутлаҫҫӗ. Пӗрисем ӑна темӗнле вӑрттӑн вӑй теҫҫӗ. Теприсем ун пирки юратакан ҫӳлти Атте тесе шутлаҫҫӗ. Эсир Турӑ пирки мӗнле шутлатӑр?» Хурава итле. «Заканчивается ли все со смертью?» брошюрӑри юлашки страницӑна кӑтарт та пӗрремӗш ыйту хыҫҫӑнхи материала тата Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенчен пӗрне те пулин сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Заканчивается ли все со смертью?» брошюра. «Эпир паян ҫынсемпе пурне те пырса тивекен тема ҫинчен, юратнӑ ҫывӑх ҫынсем вилни пирки, кӗскен калаҫатпӑр. Ҫывӑх тус е хурӑнташ вилни вӑл — пурнӑҫри чи пысӑк инкексенчен пӗри, ҫакӑнпа эсир килӗшетӗр-и? [Хурава итле.] Нумайӑшне Библири ҫак сӑмахсем йӑпатнӑ. [Исаия 25:8 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра Турӑ вилӗме тӗп тӑвасси тата юратнӑ ҫывӑх ҫынсене чӗртсе тӑратасси пирки сӑмах пани ҫинчен каланӑ».
«Уникальный веб-сайт» брошюра. «Паян ҫемьесене тӗрлӗ йывӑрлӑхсем пусарса тӑнипе эсир килӗшетӗр-и? [Хурава итле.] Библири ҫак ытарӑшра ҫемьене мӗн ҫирӗплетме пултарни ҫинчен каланӑ. [Ытарӑшсем 24:3 вуласа пар.] Ҫынсенчен нумайӑшӗ асӑрханӑ тӑрӑх, Библи вӑл — шанчӑклӑ та ӑслӑ канашсен кӗнеки. Ҫак брошюрӑра Библи ҫинче никӗсленсе тӑракан интереслӗ сайт ҫинчен каланӑ, унта ҫемьесем хӑйсем валли нумай усӑллине тупма пултараҫҫӗ».