Сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чух асӑрхануллӑ пулӑр
1. Сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чух мӗншӗн асӑрхануллӑ пулмалла?
1 «Сурӑхсене кашкӑрсен хушшине янӑ пек», Туррӑн ӗҫлекенӗсем «пуҫтах та пӑсӑлнӑ ӑру хушшинче» ырӑ хыпар сараҫҫӗ (Матф. 10:16; Флп. 2:15—16). Эпир халӑх ҫӳрекен вырӑнсенчи йӗркесӗрлӗх, ушкӑн тапӑнни, ҫынсене вӑрлани, вӗсемпе хаяррӑн тытни ҫинчен хӑрушӑ хыпарсем сахал мар илтетпӗр — ҫаксем пурте усал ҫынсем «тата усалтарах ӗҫсем» тунине кӑтартаҫҫӗ (2 Тим. 3:13, ҪХ). Библири мӗнле принципсем пире сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне асӑрхануллӑ пулма пулӑшӗҫ?
2. Пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна ырӑ хыпар сарма кайни хӑҫан ӑслӑ-тӑнлӑ?
2 Асӑрхама пӗлӗр. Ытарӑшсем 22:3-мӗшӗнче ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын инкекрен пытанать тенӗ. Тимлӗ пулӑр! Вырӑнти лару-тӑру лӑпкӑ пек туйӑнсан та, вӑл кӗтмен ҫӗртен улшӑнма пултарать. Эсир урамра полицейскийсем пуҫтарӑннине е ушкӑн пухӑннине асӑрхама пултаратӑр. Тен, ырӑ кӑмӑллӑ кил хуҫи сире хӑрушлӑх пирки пӗлтерӗ. Пӗлес килнӗрен юлма кирлӗ мар, ҫак вырӑнтан тӳрех кайни, ырӑ хыпара урӑх вырӑнта сарни ӑслӑ-тӑнлӑ (Ытар. 17:14; Иоанн 8:59; 1 Фес. 4:11).
3. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне Екклесиаст 4:9-мӗшӗнчи принциппа мӗнле усӑ курма пулать?
3 Ырӑ хыпара пӗччен ан сарӑр. Екклесиаст 4:9-мӗшӗнче «пӗччен пуличчен иккӗн лайӑхрах» тенӗ. Ырӑ хыпара пӗччен сарни хӑрушӑ пулманнине эсир хӑнӑхнӑ пулин те, халӗ ҫавӑн пекех хӑрушӑ мар-ши? Хӑш-пӗр вырӑнта ҫапла. Анчах ыттисенче хӗрарӑм тӑвансен е ҫамрӑк хыпарҫӑсен пӗччен, уйрӑмах тӗттӗм чухне, килтен киле ырӑ хыпар сарма кирлӗ мар. Опыт кӑтартнӑ тӑрӑх, ырӑ хыпара тимлӗ хыпарҫӑпа сарни усӑллӑ (Еккл. 4:10, 12). Ушкӑнпа ырӑ хыпар сарнӑ чухне ытти хыпарҫӑсен хӑрушсӑрлӑхӗ пирки шухӑшлӑр. Территорирен кайни пирки ыттисене пӗлтерессине йӑлана кӗртӗр.
4. Ытти хыпарҫӑсем хӑрушсӑрлӑхра пулччӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
4 Пирӗншӗн ырми-канми тӑрӑшакансем пулнӑ май, старейшинӑсем вырӑнти лару-тӑрӑва кура усӑллӑ канашсем парас тӗлӗшрен яваплӑ (Евр. 13:17). Эпир христиансем пек сӑпайлӑх кӑтартатпӑр тата вӗсем сӗннисене тытса тӑратпӑр пулсан, Иегова пире пиллетех ӗнтӗ (Мих. 6:8; 1 Кор. 10:12). Айтӑр малалла та яланах кирлӗ таран асӑрхануллӑ пулса чӑнлӑх ҫинчен тӗплӗн пӗлтерер.