Санӑн хӑвӑн участок пулмалла-и?
1. Мӗн вӑл «хӑвӑн участок»?
1 Сирӗн пухура участоксем ҫителӗклӗ пулсан, санӑн хӑвӑн участок, тен, килтен инҫех мар, пулма пултарать. «Организованы» кӗнекере 103-мӗш страницӑра каланӑ: «Санӑн ҫӑмӑллӑнах ҫитме пулнӑ участок пур пулсан, эсӗ ырӑ хыпар сармалли вӑхӑтпа лайӑхрах усӑ курма пултаратӑн. Унсӑр пуҫне, эсӗ ытти хыпарҫӑсене хӑвӑн участокна ырӑ хыпар сарма чӗнме пултаратӑн».
2. Хӑвӑн участок хӑш енчен ушкӑнпа ырӑ хыпар сарни ҫумне хушса пани пулать?
2 Ушкӑнпа ырӑ хыпар сарни ҫумне хушса пани. Ӗҫ вырӑнӗпе юнашар участок илсен кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче е ӗҫ хыҫҫӑн тӳрех, тен, инҫех мар ӗҫлекен хыпарҫӑпа, ырӑ хыпар сарма пулать. Кил ҫумӗнчи участок вара сана та, ҫемйӳне те ырӑ хыпара каҫхи вӑхӑтра сарма май парӗ. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва каймастӑн пулсан, ырӑ хыпар сарма каяс умӗн Иеговӑна кӗлӗ туни, ертсе пыма ыйтни вырӑнлӑ (Флп. 4:6). Унсӑр пуҫне, хамӑрӑн участокра ырӑ хыпар сарнӑ май, пуху ушкӑнпа ырӑ хыпар сарма йӗркеленӗ тӗлпулусем ҫинчен манмалла мар. Уйрӑмах канмалли кунсенче, ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене нумайӑшӗ килнӗ чухне, сӑваплӑ ӗҫе ушкӑнпа тунӑ ҫӗре хутшӑнни питӗ кирлӗ.
3. Хӑвӑн участок пурри мӗншӗн усӑллӑ?
3 Усӑ. Санӑн хӑвӑн участок пулсан эсӗ ырӑ хыпара хӑвна меллӗ пулнӑ чухне сарма пултаратӑн. Ҫакна пула ҫул ҫине вӑхӑт сахалрах кайӗ те эсӗ сӑваплӑ ӗҫе ытларах вӑхӑт тума пултарӑн. Ҫапла туни хӑшӗ-пӗрисене пулӑшакан е тулли пионер пулса ӗҫлеме пулӑшать. Санӑн участокри чӑнлӑхпа интересленнӗ ҫынсем ҫывӑх пурӑннӑран сана вӗсем патне тепӗр хут килме тата вӗсемпе Библи вӗренӗвӗ ирттерме ҫӑмӑлрах пулӗ. Хӑйӗн участокӗ пуррисенчен нумайӑшӗ унта пурӑнакан ҫынсене лайӑхрах пӗлме тата вӗсен шанӑҫне тивӗҫме пулнине палӑртать, уйрӑмах участока тепӗр хыпарҫӑна париччен ӑна темиҫе хут тухсан. Хӑвӑн участок пулни сана тата ҫемйӳне сӑваплӑ ӗҫе тата та туллинрех туса тӑма пулӑшӗ-и? (2 Тим. 4:5.)