Калаҫӑва мӗнле пуҫламалла
Июньте, пӗрремӗш шӑмат кун, Библи вӗренӗвӗ ҫапла пуҫлама пулать: Тухни 3:14, 15 вуласа пар та кала: «Ҫакӑнта каланӑ тӑрӑх, Туррӑн ячӗ пур. Эсир мӗнле шутлатӑр, Турра ятран чӗнни кирлӗ-и? [Хурава итле.] Ҫакӑнта мӗн ҫырнине пӑхӑр-ха». Ҫынна «Библия. Почему она уникальна?» брошюрӑна пар та 16-мӗш страницӑри пӗрремӗш подзаголовока унпа пӗрле сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Библия. Почему она уникальна?» брошюра. «Пӗр питӗ кирлӗ ыйту пирки эсир мӗнле шухӑшланине пӗлесшӗнччӗ. [3-мӗш страницӑри шухӑшсене кӑтарт.] Эсир Библи ҫине епле пӑхнине хӑш шухӑшӗ кӑтартать-ши? [Хурава итле.] Пӑхӑр-ха, Библи хӑй пирки мӗн калать. [Рим 15:4 вуласа пар.] Ку брошюрӑра Библие хӑйне евӗрлӗ кӗнеке тӑвакан пилӗк уйрӑмлӑха тата вӑл пире мӗнле усӑ панине сӳтсе явнӑ».
«Безопасна ли ваша пища?» брошюра. «Ҫулсерен пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион ҫын таса мар апат-ҫимӗҫе пула чирлет. Сирӗн шутпа, пирӗн вырӑнти апат-ҫимӗҫ мӗн таран таса-ши? [Хурава итле.] Ку брошюрӑра таса мар апат-ҫимӗҫе пула пулакан чирсенчен хамӑрӑн ҫемьене сыхлама пулӑшакан тӑватӑ меслете сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн пекех унта кӗҫех пурин те вӑй кӗртекен апат тулӑх пуласси пирки Библи сӑмах пани ҫине тимлеттернӗ». Псалом 103:14, 15 вуласа пар.