Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Июнӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвӗ ҫапла пуҫлама пулать: «Эпир тӗл пулакан ҫынсем пурте тенӗ пекех ҫӗр ҫинче мирлӗ пурнӑҫ курасшӑн. Апла пулин те вӑрҫӑсем вӗҫленмеҫҫӗ. Сирӗн шутпа, ҫӗр ҫинче мирлӗ пурнӑҫ тума мӗншӗн йывӑр-ши?» Хурава итле, унтан «Мир без предубеждений — когда?» брошюрӑри юлашки страницӑна кӑтарт та пӗрремӗш ыйту хыҫҫӑнхи материала тата Библири пӗр сӑвӑ йӗркине те пулин сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
Асӑрхаттару: ҫак сӗнӳпе мӗнле усӑ курмаллине июнӗн 1-мӗшӗнче ырӑ хыпар сармалли тӗлпулура кӑтартмалла.
«Мир без предубеждений — когда?» брошюра. Эпир ҫынсемпе пӗр анлӑ сарӑлнӑ йывӑрлӑх пирки кӗскен калаҫатпӑр. Нумай ҫын пурнӑҫра пӗр хут та пулин хӑй ҫине шанчӑксӑррӑн пӑхнипе тӗл пулнӑ. Эсир мӗнле шутлатӑр, пӗр-пӗрин ҫине шанмасӑр пӑхман вырӑн ҫӗр ҫинче пур-ши? [Хурава итле.] Турӑ пур ҫын ҫине те мӗнле пӑхнине асӑрхӑр-ха. [Апостолсен ӗҫӗсем 10:34 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра Турӑ шанмасӑр пӑхассине яланлӑхах мӗнле пӗтерессине ӑнлантарнӑ».
«Нужно ли нам так много?» брошюра. «Сирӗн шухӑша пӗлес килет. Эпир пурте лайӑх пурӑнасшӑн. Сирӗн шутпа, нумайрах та нумайрах япала илнипе пурнӑҫа лайӑхлатма пулать-и? [Хурава итле.] Пӑхӑр-ха, Иисус мӗнле вӑйлӑ сӑмахсем каланӑ. [Лука 12:15 вуласа пар.] Ку брошюрӑра пурлӑх пухасси ҫине виҫеллӗ пӑхма мӗн пулӑшни ҫинчен каланӑ тата ытлашши тӑкакланасран сыхланма пулӑшакан усӑллӑ канашсем илсе панӑ».