Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Июнӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвӗ ҫапла пуҫлама пулать:
«Эпир паян ҫынсемпе ҫак кӑсӑклантаракан ыйтӑва сӳтсе яватпӑр. [«Как Бог относится к курению?» брошюрӑн юлашки страницӑри пӗрремӗш ыйтӑва кӑтарт.] Эсир ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑр?» Хурава итле. Ыйту хыҫҫӑнхи материала тата Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенчен пӗрне те пулин сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Как Бог относится к курению?» брошюра.
«Чӗлӗм туртнине пула кашни ҫул 6 000 000 яхӑн ҫын вилет. Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫавнашкал нумай ҫын ан вилтӗр тесен мӗн тумалла? [Хурава итле.] Ҫынсенчен нумайӑшӗ чӗлӗм туртни ҫине Турӑ мӗнле пӑхнине пӗлнӗ хыҫҫӑн ҫак йӑлана пӑрахма пултарайнӑ. Тӗслӗхрен, хӑшӗ-пӗрисене чӗлӗм туртни хӑйсене кӑна мар, ыттисене те сиен кӳни ҫинчен Библири ҫак сӑвӑ йӗрки ӑнланса илме пулӑшнӑ. [1 Коринф 10:24 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра чӗлӗм туртни ҫине Турӑ мӗнле пӑхни ҫынна ҫак йӑлана пӑрахма мӗнле пулӑшма пултарнине ӑнлантарса панӑ».
«Что значит быть настоящим другом?» брошюра.
«Социаллӑ сетьсене пула чӑн-чӑн туссене тупма нихӑҫанхинчен те йывӑртарах пулса кайрӗ. Сирӗн шутпа, чӑн-чӑн тус мӗнпе уйрӑлса тӑмалла? [Хурава итле.] Акӑ туслӑх пирки Библире пӗр канаш панӑ. [Иаков 1:19 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра пире лайӑх тус пулма пулӑшакан тӑватӑ тӗп принципа пӑхса тухнӑ».