Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Майӑн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвӗ ҫапла пуҫлама пулать:
«Эпир паян ҫынсемпе ҫак питӗ интереслӗ ыйтӑва сӳтсе яватпӑр. [«Может ли кто-нибудь предвидеть будущее?» брошюрӑн юлашки страницӑри пӗрремӗш ыйтӑва кӑтарт.] Эсир ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑр?» Хурава итле. Ыйту хыҫҫӑнхи материала тата Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенчен пӗрне те пулин сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Может ли кто-нибудь предвидеть будущее?» брошюра.
«Нумайӑшӗ пуласлӑхра вӗсене мӗн кӗтнине пӗлесшӗн. Эсир пуласлӑх ҫинчен шухӑшланӑ чухне сирӗн мӗнле туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ — шанчӑклӑх е пӑшӑрхану? [Хурава итле. Ун хыҫҫӑн «Что предсказал Бог о будущем» рамкӑра илсе панӑ Библири сӑвӑ йӗркисенчен пӗрне вуласа пар.] Ҫак журналта пуласлӑх тӗлӗшӗпе Турӑ сӑмах панисене, хӑшӗ-пӗрисене, сӳтсе явнӑ тата вӗсем пурнӑҫланасса эпир мӗншӗн шанса тӑма пултарнине ӑнлантарса панӑ».
«Стресс. Как его обуздать?» брошюра.
«Эпир ҫынсене стреса ҫӗнтерме мӗнле май пурри ҫинчен пӗлме сӗнетпӗр. Эсир мӗнле шутлатӑр, паян ҫынсем унчченхинчен те ытларах стреспа тӗл пулаҫҫӗ-и? [Хурава итле.] Библири канашсем стреса ҫӗнтерме пулӑшнине эпир асӑрхарӑмӑр. Акӑ пӗр канашӗ. [Матфей 6:34 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра Библири принципсем стреса ҫӗнтерме мӗнле пулӑшни ҫинчен тата ҫав стрессен тӑватӑ сӑлтавне ӑнлантарса панӑ».
Асӑрхаттару. Ҫак кӑларӑм нумай ӗҫлекен ҫынсене интереслӗ пулма пултарать.