Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Февралӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвӗ ҫапла пуҫлама пулать:
«Эпир асӑрханӑ тӑрӑх, ҫынсем Библи ҫинчен тӗрлӗ майлӑ шутлаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем ӑна Турӑ сӑмахӗ теҫҫӗ, теприсем вара вӑл ахаль кӗнеке теҫҫӗ. Эсир Библи пирки мӗн шутлатӑр?» Хурава итле. «Война, которая изменила мир» брошюрӑри юлашки страницӑна кӑтарт та пӗрремӗш ыйту хыҫҫӑнхи материала тата Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенчен пӗрне те пулин сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Война, которая изменила мир» брошюра.
«Нумайӑшӗ вӑрҫӑсене пултарасшӑн мар. Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫӗр ҫинче мир тӑвасси вӑл пурнӑҫланма пултаракан тӗллев-и? [Хурава итле.] Библире мӗн пирки сӑмах панине пӑхӑр-ха. [Псалом 45:10 вуласа пар.] Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче тата ун хыҫҫӑн пулса иртнӗ событисем Турӑ кӗҫех пророкла каланӑ ҫак сӑмахсене пурнӑҫласа яланлӑхах вӑрҫӑсене пӗтересси пирки шантарать. Ытларах эсир ҫак брошюрӑран пӗлме пултаратӑр».
«Как с мудростью использовать время?» брошюра.
«Эпир паян ҫынсемпе питӗ анлӑ сарӑлнӑ пӗр йывӑрлӑх ҫинчен калаҫатпӑр. Пурне те туса ӗлкӗрме вӑхӑт ҫитмест пек туйӑнать. Эсир мӗнле шутлатӑр, вӑхӑт ҫитменни пирӗн ӗҫ нумай пулнипе е эпир вӑхӑтпа тӗрӗс мар усӑ курнипе ҫыхӑннӑ? [Хурава илте.] Вӑхӑтпа мӗнле тӗрӗс усӑ курмалли пирки Библире канашсем пуррине пӗлсен ҫынсем нумайӑшӗ питӗ тӗлӗнеҫҫӗ. Акӑ вӗсенчен пӗри. [Филиппӑ 1:10а вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра эсир нумай ҫынна хӑйсен вӑхӑчӗпе тӗрӗс усӑ курма пулӑшнӑ тӑватӑ канаша тупатӑр».