Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Октябрӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвӗ ҫапла пуҫлама пулать: «Паян эпир ҫынсемпе кӗскен калаҫатпӑр. Нумайӗшӗ: «Пурнӑҫри чи пысӑк хуйхӑ вӑл — ҫемьери ҫывӑх ҫын вилни»,— теҫҫӗ. Эсир ҫакӑнпа килӗшетӗр-и? [Хурава итле.] Мана ҫак шухӑшсем питӗ лӑплатнтарчӗҫ». «Библия. О чем она?» брошюрӑри юлашки страницӑна кӑтарт та пӗрремӗш ыйту хыҫҫӑнхи материала тата Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенчен пӗрне те пулин сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Библия. О чем она?» брошюра. «Эпир ҫынсемпе кӗскен калаҫатпӑр тата вӗсене Библи вулама сӗнетпӗр. Пӗрисене Библи интереслентерет, теприсене ҫук. Сире мӗнле? [Хурава итле.] Библире ҫапла ҫирӗппӗн калани пур. Пӑхӑр-ха. [1 Фессалоника 2:13 вуласа пар.] Библи чӑннипех те Турӑ панӑ кӗнеке пулсан, ӑна вулани усӑллӑ пулнипе эсир килӗшетӗр пулӗ. Ҫак брошюрӑра эсир Библире мӗн ҫинчен калани пирки пӗлӗр тата унта мӗншӗн пирӗн ӑна вулама кирли пирки ӑнлантарса панӑ».
«Три вещи, которые не купишь за деньги» брошюра. «Манӑн эсир ҫак ыйту пирки мӗн шутланине пӗлес килет: „Нумай япала пулмасан та тулли кӑмӑллӑ пулма пулать-и?“ [Хурава итле.] Библире мӗн каланине пӑхӑр-ха. [1 Тимофей 6:8 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑран япаласемпе пурлӑх ҫине мӗнле тӗрӗс пӑхмаллине тата мӗне нимӗнле укҫа-тенкӗпе те илме ҫуккине пӗлме пулать».