Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Майӑн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвӗ ҫапла пуҫлама пулать: «Эпир пурте йӑнӑшсем туни пире пӗрлештерет. Эсир шухӑшласа пӑхман-и, Турӑ пысӑк ҫылӑхсене каҫарать-и?» [Хурава итле.] «Действительно ли Бог жестокий?» брошюрӑри 15-мӗш страницӑри статьяна кӑтарт та пӗрремӗш ыйту хыҫҫӑнхи материала тата Библири пӗр сӑвӑ йӗркине те пулин унпа сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Действительно ли Бог жестокий?» брошюра. «Ҫак сӑмахсем пирки эсир мӗн шухӑшланине пӗлесшӗнччӗ эпир. [1 Иоанн 4:8 вуласа пар.] Нумайӑшӗ ҫак сӑмахсемпе килӗшет, анчах хӑшӗ-пӗрисем Турӑ хаяр теҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫут ҫанталӑк инкекӗсем Турӑран е вӑл вӗсене пулма парать тесе шутлаҫҫӗ. Эсир ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑр? [Хурава итле.] Ҫак брошюрӑра Турӑ хаяр пулманнине кӑтартакан витӗмлӗ сӑлтавсене илсе панӑ».
«Защитите себя от преступников!» брошюра. «Эпир кӳршӗсемпе преступлени тӑвасси ӳссе пыни ҫинчен калаҫатпӑр. Хӑшӗ-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, преступлени тӑвассине чарас тесен полицире ӗҫлекенсем нумайрах кирлӗ. Эсир вара мӗнле шутлатӑр? [Хурава итле.] Преступлени тӑвассине пӗтересси пирки Библире каланине илтнӗ-и эсир? [Псалом 36:10, 11 вуласа пар.] Ку брошюрӑра ҫак сӑмах пани ҫинчен каланӑ тата преступниксенчен хӳтӗленес тесен мӗн тумалли пирки усӑллӑ канашсем илсе панӑ».