Ҫакӑ кама интереслӗ пулӗ?
1. Брошюрӑна вуланӑ май мӗн ҫинчен шухӑшламалла тата мӗншӗн?
1 Пирӗн брошюрӑсене пӗтӗм тӗнчери ҫынсемшӗн интереслӗ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫак брошюрӑсенчи статьясенче тӗрлӗрен тема сӳтсе яваҫҫӗ. Кашни статьяна вуланӑ май вӑл кама ытларах интереслентерме пултарни ҫинчен шутламалла, каярахпа вара ӑна ҫав ҫынна сӗнмелле.
2. Брошюрӑри мӗнле темӑсем ытти ҫынсемшӗн интереслӗ пулма пултараҫҫӗ?
2 Эсӗ пӗрле ӗҫлекенпе сӳтсе явнӑ Библири темӑна брошюрӑсенче ҫырса паман-и? Ҫемье пурнӑҫӗ ҫинчен калакан, хурӑнташсенчен кама та пулин усӑллӑ пулма пултаракан статья пур-и? Эсир паллакан ҫынсенчен хӑшӗ те пулин брошюрӑра ҫырса кӑтартнӑ ҫӗршыва кайма шутламасть-и? Эсир пурӑнакан вырӑнти организацисенче тата патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсемшӗн брошюра интереслӗ пулӗ-и? Тӗслӗхрен, ватӑ ҫынсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулни ҫинчен ҫырса панӑ брошюра ваттисен ҫуртӗнче ӗҫлекенсене е пурӑнакансене интереслентерме пултарӗ. Полицире е ҫавӑн йышши организацире ӗҫлекенсемшӗн преступленисем пирки калакан брошюрӑсем, тен, интереслӗ пулӗҫ.
3. Пӗр-пӗр брошюра, эпир шутланӑ тӑрӑх, кама уйрӑмах интереслӗ пулма пултарать, ӑна ҫав ҫынсене сӗнни усӑллӑ пулнине кӑтартакан тӗслӗх каласа парӑр.
3 Ҫитӗнӳсем. 2011-мӗш ҫулхи октябрьти «Как воспитать ребенка ответственным человеком» ятлӑ «Пробудитесь!» журнала илсен Кӑнтӑр Африка Республикинчи пӗр мӑшӑр ҫывӑхри 25 шкула шӑнкӑравласа ҫак кӑларӑма сӗннӗ. 22 учрежденире брошюрӑсене илме килӗшнӗ тата вӗсене вӗренекенсене салатса панӑ. Ҫак ҫӗршыври тепӗр мӑшӑрӑн та ҫакӑн пек шухӑш пулнӑ, вӗсем ҫак публикацие пухӑвӑн территорийӗнчи шкулсенче салатнӑ. Пӗр шкулта учительсем брошюрӑпа уроксенче усӑ курма шутланӑ. Ҫак мӑшӑр хӑйсен тӗслӗхӗ ҫинчен район надзирательне каласа панӑ. Вӑл вара районти пур пухӑва та ҫак брошюрӑна хӑйсем пурӑнакан вырӑнти шкулсенче сӗнме хавхалантарнӑ. Филиала ҫак брошюрӑна ыйтса питӗ нумай заказ килнӗ пирки ӑна татах пичетлеме тивнӗ!
4. Мӗншӗн брошюрӑсене май килнӗ таран ытларах ҫынна сӗнмелле?
4 Пирӗн брошюрӑсенче паян пулса иртекен событисем чӑннипе мӗне пӗлтернине сӳтсе яваҫҫӗ тата Библипе Турӑ Патшалӑхӗ ҫине тимлеттереҫҫӗ. Ҫак брошюрӑсем кӑна ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен пӗлтерсе тӑраҫҫӗ (Ис. 52:7). Ҫавӑнпа вӗсене май килнӗ таран ытларах ҫынна сӗнме тӑрӑшмалла. Ҫакна тумашкӑн хамӑра ыйту памалла: «Камшӑн ҫакӑ интереслӗ пулӗ?»