Пӗр тема сӳтсе яв, анчах икӗ брошюра сӗн
Пирӗн кашни брошюрӑрах интереслӗ нумай темӑсем сӳтсе яваҫҫӗ. Кашни алӑк умӗнче темиҫе тема сӳтсе явас вырӑнне пӗр тема кӑна сӳтсе явни лайӑхрах. Эпир сӑнама пӗлетпӗр тата брошюрӑсен содержанине лайӑх пӗлетпӗр пулсан ҫав уйӑхри кирек хӑш брошюрӑра мӗн те пулин суйласа илме пултаратпӑр. Сӑмахран, пӳртре ача-пӑча тетти асӑрхарӑмӑр пулсан, тен, эпир ҫемьеллӗ пурнӑҫ ҫинчен калакан статья ҫине тимлеттерме шут тытӑпӑр. Алӑка арҫын уҫрӗ пулсан, унпа арҫынсене мӗн интереслентерме пултарать, ҫавӑн ҫинчен калаҫма пулать, сӑмахран, лайӑх правительство ҫинчен. Эпир пӗр тема кӑна сӳтсе яватпӑр пулсан та пирӗнпе калаҫакан интересленчӗ пулсан, ӑна икӗ брошюрӑна та хӑварма пулать.